Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яланах сӑпайлӑ, нихӑҫан та сывлӑх сунмасӑр иртмест.
Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫав ача ӑҫта тӗл пулсан та сывлӑх сунмасӑр пуҫне пӗксе иртсе каятчӗ.
Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.
Сывлӑх сунмасӑр: — Анне ӑҫта? — тесе ыйтрӗ.
Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавӑнтан пуҫласа мӗн хӑй вӗренсе тухичченех инспектора пӗрре сывлӑх сунмасӑр ирттернӗ Ваҫук.С тех пор Вазюк вовсе перестал здороваться с инспектором до окончания своей учебы.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Нихӑҫан та усал сӑмах каласа вӑрҫӑнмасть, ҫынна сывлӑх сунмасӑр иртмест.
Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/
Никама сывлӑх сунмасӑр, никам ҫине пӑхмасӑр, ҫав вӑхӑтрах пурне те асӑрхаса Бенкендорф пысӑк тӗкӗр умне пырса тӑчӗ.
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Эрнепи, эпӗ сана илме килтӗм, атя, анне аптраса ӳкнӗ унта пирӗн, — терӗ Урасмет пӳрте кӗнӗ хыҫҫӑн никама сывлӑх сунмасӑр.
6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мана алӑк уҫса кӗртнӗ ватӑ швейцар та, ман ҫирен шинеле хывса илнӗ тарҫӑ та, хӑна пӳлӗмӗнче ларакан икӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын та, уйрӑмах Иван Иваныч князь хӑй, штатски сюртукпа диван ҫинче лараканскер, мана пурлӑх йышӑнса юлмалли ҫын тесе шутланӑн, ҫавна пула ыр сунмасӑр пӑхнӑн туйӑнчӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Отряд унӑн тӑван ялне кӗрсен, вӑл ялан пекех патрульте ҫӳреттерме ыйтрӗ, вара ял тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗ пек пӗр чӗнмесӗр, салхуллӑн, никама та сывлӑх сунмасӑр, хӑйӗн тантӑшӗсем ҫине пӑхмасӑр утса ҫӳрерӗ.
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ҫакӑн пек кита сывлӑх сунмасӑр ҫумӗнчен иртме питех те шел! — пӗтӗмлетрӗ виҫҫӗмӗш.— Жаль пройти мимо и не поздороваться с таким китом! — заключил третий.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах вӑл алла кирка илсе чул стенана ватса шӑтарма тытӑннине курсан, эпӗ ӑнлантӑм та, ӑна мухтаса ыр сунмасӑр чӑтса тӑма та пултараймарӑм.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Ытла пит час-час килсе ҫӳретӗн… — сӑмах май тенӗ пек персе ячӗ Ильинична, Мишкӑна сывлӑх та сунмасӑр.— Часто наведываешься… — вскользь бросила Ильинична, не отвечая на Мишкино приветствие.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗл пулнӑ самантсенче сывлӑх сунмасӑр, пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхнӑ вӑхӑт иртрӗ; хире-хирӗҫ курайманнин малтанхи ҫивӗчлӗхӗ мӑкалса пычӗ, ҫавӑнпа та Наталья, Аксинья патне кайнӑ май, вӑл ӑна хӑваласа ямасса тата, никам ҫинчен калаҫмасан та, Григорий пирки пурпӗр калаҫасса шанчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Татах тепӗр эрне ярӑнса ҫӳремеллеччӗ! — тарӑхса каларӗ Пантелей Прокофьевич, Дарйӑна сывлӑх та сунмасӑр ун ҫине куҫ айӗпе ҫилӗллӗн пӑхса.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чапшӑн хыпӑнма пӗлмен тата политика енчен ҫирӗп шухӑшлӑ мар Копылов вӑрҫӑ ҫине пурпӗр пулса иртмелли инкек ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ, вӑл чарӑнасса сунмасӑр кӗтнӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл чӗнмесӗр, сывлӑх сунмасӑр, темле тӗлӗнтермӗш кулӑпа кулса, кӳме патне пычӗ.Он молча, не здороваясь, а только как-то странно улыбаясь, подошел к бричке.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Стефчов темӗн ырӑ сунмасӑр мӑкӑртатрӗ.
IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Самохин пӳлӗме кӗчӗ, брезент портфельне аллинчен вӗҫертмесӗр, никама та сывлӑх сунмасӑр, ҫурма шӳтлӗн ҫапла каларӗ:
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑйӗн ӑшӗнчи усӑсӑр вӑя туйса тӑнӑран-и, тен, Тарантьев ҫынсемпе хытӑ, кӑмӑллӑн, ырӑ сунмасӑр калаҫнӑ, яланах ҫилленнӗ, вӑрҫнӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1