Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сулхӑнланнӑ (тĕпĕ: сулхӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел чакӑл тусен хыҫӗнче ӗнтӗ, сулхӑнланнӑ ҫӗре каҫхи ҫутӑ мӗлкесем ытамланӑ, юхан шыв чӗмсӗррӗн йӑлтӑртатать.

Солнце ушло за скалы, светлые вечерние тени кутали остывающую землю, молчаливо поблескивала река.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Сулхӑнланнӑ сывлӑш хӑйӗн ӗҫне турӗ — лӑпкӑнрах сывлама пикенчӗҫ.

Воздушная ванна сделала свое дело — дыхание стало ровнее.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӑмӑлсӑрланнӑ, сулхӑнланнӑ сӑн-сӑпатлӑскерсем, командир Петров тавра пухӑнса тӑраҫҫӗ.

Окружали командира Петрова — хмурые и недовольные.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мӑкӑртатнине илтмерӗм эпӗ, анчах каҫсенче, кӑнтӑрти тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫуталса кайсан, ывӑнса ҫитнӗ ачасем ҫурӑмӗсемпе траншейӑсен стенисем ҫумне епле таянса ларса ҫӳлелле, ҫӑлтӑрсем ҫине чӗнмесӗр пӑхнине тата вӗсен типсе кайнӑ тутисем ҫӗрле кӑшт сулхӑнланнӑ сывлӑша мӗн таран антӑхса ҫӑтса илнине куртӑм вара.

Но я не слышал ропота по ночам, когда в южном небе зажигались звезды, ребята устало откидывались к стенкам траншей и молча глядели вверх на эти звезды, жадно ловили чуть-чуть посвежевший к ночи воздух.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Урамра тӗттӗмленсе ҫитнӗ, ҫанталӑк сулхӑнланнӑ.

На улице совсем стемнело и стало прохладно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Хӗвел тухман-ха, анчах ҫанталӑк сулхӑнланнӑ, курӑк ҫине сывлӑм ӳкнӗ, ҫӳлте-ҫӳлте, ҫурма ӗнтӗрӗклӗ сывлӑшра, пирвайхи тӑрисем юрлама пуҫларӗҫ, юлашки пысӑк ҫӑлтӑр, хӑрах куҫ евӗр, ҫӗр ҫине пӑхать.

Солнце еще не вставало, но уже заиграл холодок, седая роса покрыла травы, и первые Жаворонки звенели высоко-высоко в полусумрачной воздушной бездне, откуда, как одинокий глаз, смотрела крупная последняя звезда.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӗвел сулахай ҫыранӑн сывлӑмпа сулхӑнланнӑ хӑйӑрлӑ ярӑмӗсем хыҫӗнчен шуса хӑпарчӗ те, пӗлӗт татӑкӗ куҫран ҫухалчӗ.

Солнце взошло из-за песчаных, прохладных после росы бурунов левобережья, и облачко исчезло в невиди.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр ӑшӑ пулнӑ, анчах ирпе сулхӑнланнӑ.

Ночь была теплая, но к утру стало свежо.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫапла вӑл, икӗ енчен те йывӑҫсемпе сулхӑнланнӑ ҫулпа шухӑша кайса пынӑ чух, ун ҫине сасартӑк хитре вӗшле йытӑ вӗрсе янӑ.

Итак, она шла, задумавшись, по дороге, осененной с обеих сторон высокими деревьями, как вдруг прекрасная легавая собака залаяла на нее.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней