Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сукмакӗн (тĕпĕ: сукмак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗншӗн-ха ҫитӗннисем хӑйсене ниҫталла мар таҫталла тенӗ пек тыткалаҫҫӗ?» — терӗ вӑл ӑшӗнче куҫӗсемпе ҫулҫӳрев сукмакӗн инҫетне тӗлленӗ май.

«Право же, взрослые — очень странные люди», — простодушно подумал он, пускаясь в путь.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пурнӑҫ сукмакӗн ҫӑмхине сӳтнӗ май Валентина Эбдиевна сӑн-пичӗ хаваслӑхпа та тулчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн куҫӗсем шывланчӗҫ.

Помоги переводом

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Ҫакӑнпа пӗтнӗ те «вилӗм сукмакӗн» историйӗ, пурте вара ҫивӗч куҫлӑ полковникрен тӗлӗннӗ, хӑйсен лайӑх командирӗпе мухтаннӑ.

Так кончилась история с «тропой смерти», и все удивлялись зоркому глазу полковника и гордились своим замечательным командиром.

«Вилӗм сукмакӗ» // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Савва пӳрчӗ килкартинче шалта ларать, чӳречисем урамалла пӑхаҫҫӗ, пӳрт умне сукмак пырать, сукмакӗн икӗ айккипе чечексемпе ҫамрӑк юмансем ӳсеҫҫӗ.

Дом Саввы стоял в глубине двора окнами на улицу, и к нему вела дорожка, обсаженная гвоздикой и дубком.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Александрпа Елена хӑйсен икӗ ачине — Аньӑпа Женьӑна — ура ҫине тӑратнӑ чухне кун-ҫул сукмакӗн самаях вӑрӑм пайӗ хыҫа юлсан хӑйсене ашшӗпе амӑшӗ пулма тепӗр хут тивессе пачах кӗтмен.

Александр и Елена, вырастив и воспитав двух своих детей - Анну и Евгения – и не думали, что на жизненном пути, уже став людьми почтенного возраста, смогут еще раз стать родителями.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней