Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

суйма (тĕпĕ: суй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суйма пултарӗҫ, ҫав суяна хӑйсем те тӗрӗсех тесе шутлӗҫ, анчах вӑл тӗрӗслӗх пулмӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Суйма пӗлместӗп ҫав, — аллипе юлхавлӑн сулса килӗшрӗ юлашкинчен Валентина.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эсӗ суйма пӗлместӗн, Валентина, — кула-кула хирӗҫлерӗҫ ӑна хӗрсем.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗлменнине суйма пултараймастӑп, пӑяхам, — сӑрине ӗҫме хистерӗ Таттуҫ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Палламан ҫын суйма та пултарать.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун патӗнче чухне хускалнӑ шухӑшӗ ҫав-ҫавах канӑҫ памарӗ ӑна: «Анук укҫа ӑҫтан тупнине мӗнле пӗлес? Микула панӑ пулсан, ӑҫта пурӑнать вӑл? Анук патне кӗрсе тӗпчесе пӑхас мар-ши? Ҫук, ним те ӗҫ тухмӗ. Мана каласа пама мар, татах хӑваласа намӑса кӗртӗ. Уретнике тӗпчеттерес мар-ши? Ҫук, кунашкал та ӗҫ тухмӗ. Халӑх умӗнче суйма хӑйнине уретник умӗнче вӑтанса тӑмӗ. Луччӑ пачӑшкӑна чӗнтерес. Этемӗн чунне тыткаласси ун ӗҫӗ», — хӑйне хӑй лӑплантарчӗ Михха.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗнле суйма пултартӑр вӑл? — йӗкӗлтесе кулчӗ Платун.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗлместӗп эп, — суйма хӑтланчӗ ҫар комиссарӗ, анчах та часах парӑнчӗ, мӗскӗн пуҫлӑха шеллерӗ пулас, ара, хӑйшӗн мар вӗт, колхозшӑн тӑрӑшать этем.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку тӗлӗшпе сан суйма та кирлӗ мар.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Суйма та, улталама та вӑтанмасть.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ватӑлса ҫитнӗ мучи куҫӑн суйма та вӑтанмасть-ҫке.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Суймалли кун ҫинчен аса та илмерӗ, вӑт хӗрарӑм пулать! — варне тытсах кулчӗ Аркадий Кузьмич, хӑй те суйма пултарнишӗн савӑнса.

Помоги переводом

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

— Пахчана-и? — чӗтре-чӗтре калаҫнӑ май суйма та ӑс ҫитерчӗ Марук.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Пӗтӗмпех эс суйма пӗлменнипе, пулни-иртнине каласа панипе пулчӗ ку!

Помоги переводом

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Эпӗ вара, апӑрша, ҫӑвар туллин суйма тытӑнтӑм.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗрре суйнине тӳрре кӑларас тесе, тата ҫӗр хут суйма тивет, теҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Турри хушмарӗ пулӗ ҫав пӗрле ӗмӗрлесе ирттернӗ юлташа суйма.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Мӗн тӑвас, суйма ҫук, вара акт ҫыртӑмӑр.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Хӑвӑр суйма ыйтрӑр, — тавӑрать Прухур ихӗрсе.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тарӑхӑва кӑтартма, суйма вӑхӑт мар халӗ.

В этот период крайне противопоказано проявлять агрессию и лгать.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней