Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

стенасенчен (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пандж Ллойд каланӑ тӑрӑх, ку тӗнчери чи ҫӳллӗ «арматурӑланӑ» стенасенчен пӗри.

Пандж Ллойд говорит, что это одна из самых высоких «арматурных» стен в мире.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Чӗнтӗрлӗ-тӗрӗллӗ ал шӑллисемпе, хут чечексемпе, шурӑ кӑчкӑллӑ ҫӳҫе турачӗсемпе эрешленӗ пысӑк турӑшсем умӗнче йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӗршер ҫурта ҫатӑртатса ҫуннӑран, халӑх ҫапса хӗснӗ пек килсе тулнӑран, решеткеллӗ чӳречесене нихҫан та уҫманран, икӗ аршӑн хулӑнӑш чул стенасенчен чӗрӗ шӑршӑ кӗнӗрен — чиркӳре пӑчӑ, сывлама йывӑр.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Нимӗн те, — терӗ Горн сассине хӑпартмасӑр, мӗншӗн тесен ҫӳхе стенасенчен сӑмахсем уҫӑмлӑн илтӗнеҫҫӗ.

— Ничего, — перебил Горн, не повышая голоса, потому что тонкие стены отчетливо пропускали слова.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Стенасенчен хыпашла-хыпашла Гент вӗсене этем алли ҫӗкленине ҫирӗплетрӗ; вӗсен чӑрмаланчӑкӗсене, якатнӑ-чутланӑ мӑкӑрӑлчӑк-путӑкӗсене ҫут ҫанталӑкӑн нимӗнле вӑййи те сапалаймасть, тимӗр ӗҫӗ ҫеҫ ҫапла хӑвараять.

Ощупав стены, Гент убедился, что они искусственного происхождения; никакая игра природы не усеяла бы их такими характерными царапинами и тесаными углублениями, оставляемыми лишь железом.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Стенасенчен мӗн курӑнать пур ҫӗрте те — снаряд лекнӗрен — капмар шӑтӑксем ҫуталаҫҫӗ, ишӗлчӗксенче унта та кунта питех те капӑр аваллӑха е ку чухнехи архитекторӑн хӑйне евӗрлӗ шухӑшне асӑрхасан ӳнерҫӗ куҫӗ куляннипе хӗсӗне-хӗсӗне мӑчлатать.

Всюду, куда падал взгляд, зияли огромные бреши, сделанные снарядами, и глаз художника, угадывая местами по развалинам живописную старину или оригинальный замысел современного архитектора, болезненно щурился.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Сумлӑ тирпейлӳҫӗ урама ҫити ӑсатнӑ Давенант пуринчен те — хӗрарӑмран, стенасенчен, алӑкран, хӑйӗнчен хӑй — вӑтанса хыпаланса утса кайрӗ те сывлӑш ҫитменнипе самантлӑха чарӑнчӗ.

Выпущенный на улицу почтительной горничной, стесняясь ее, стен, двери, самого себя, Давенант пустился идти так быстро, что задохнулся.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ишӗлнӗ стенасенчен тӑрӑна-тӑрӑна Жип айккинелле чупса кайрӗ; унӑн хусканӑвӗсемпе ӑнланмалла мар, савӑнӑҫлӑ хаярлӑх хуҫаланать.

Жип побежал в сторону, тыкаясь о разрушенные стены; непонятная, почти ликующая ярость руководила его движениями.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Стенасенчен ун ҫинелле темӗн тӗрлӗ сӑн тӗсесе пӑхать.

где с высоких стен глянуло на него множество лиц.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Анчах пульӑсем танксене нимле сиен те туман, броньӑланӑ стенасенчен пӑрҫа пекех аяккалла сирпӗннӗ.

Но пули не причиняли танкам никакого вреда, отскакивая от бронированных стен, как горох.

Пӗрремӗш ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Студентсем пулӑсем пек ним чӗнмесӗр ларнӑ ҫӗрте Профессор сасси уҫҫӑн янӑрать, вӑл панӑ кашни ыйтӑва хирӗҫ янравсӑр сасӑпа хаяррӑн кӑшкӑрни илтӗнет, вӑл сасӑ таҫтан тӗпсакайӗнчен, чунсӑр шурӑ стенасенчен тухнӑ пек туйӑнать, чирлӗ ҫын кӗлеткин хусканӑвӗсем архиерейӑнни пек вӑраххӑн, мӑнкӑмӑллӑн пулса пыраҫҫӗ.

В рыбьем молчании студентов отчетливо звучит голос профессора, каждый вопрос его вызывает грозные окрики глухого голоса, он исходит как будто из-под пола, из мертвых, белых стен, движения тела больного архиерейски медленны и важны.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ӑшӑ унта стенасенчен тухать — ӑшӑ тухма ятарласа шӑтӑксем тунӑ.

Тепло там из стен идет — дырки такие сделаны.

IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тепӗр пӳлӗмре — чӑл-пар ҫӗмрӗк тӗкӗр, вӑл стенасенчен пӗрне хуплать, урайӗнче — кавсӑлнӑ ҫӗтӗк-ҫурӑк купи, ӳкнӗ сӗтел-пукан, шкапсенче — тумтир ластӑкӗсем.

В другой комнате — вдребезги разбитое зеркало, закрывающее одну из стен, на полу — куча истлевшего тряпья, опрокинутая мебель, в шкафах — лохмотья одежд.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хуралҫӑсем нимӗн ҫинчен те шухӑшламан: Алжир тавра сарӑлса выртакан пушхир тыткӑнрисене ҫӳллӗ чул стенасенчен те лайӑхрах сыхланӑ.

Сторожа были спокойны: пустыня вокруг Алжира стерегла пленников лучше, чем высокие каменные стены.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Кӗркуннесенче вара ҫар халӑхӗ уйрӑмах землянкӑна тулать, йӗпе-сапа, ҫӳлтен шыв тумлать, ура айӗнче лӑчӑртатать, стенасенчен сӑрхӑнать, ҫийӗнти шинелӳ нӳрлӗ, пӑс тухать, цыган тарӗ шӑмма ҫити витет.

Бывало, особливо осенью, набьётся в землянку народ, сырость, духота, сверху пода каплет, под ногами хлюпает, со стен сочится, шинель на тебе мокрая, колом, аж пар идёт, цыганский пот до костей прошибает.

Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.

Стенасенчен шыв сӑрхӑнса тӑрать.

Стены сочились.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Стенасенчен тытса вӑл кабинетран тухрӗ.

Держась за стены, он вышел из кабинета.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ытти стенасенчен уйрӑлса ан тӑтӑр тесе, шуратаҫҫӗ, пӑта ҫапса тухса, кивӗ тумтирсем ҫакаҫҫӗ.

Побелили ее, чтобы она была похожа на соседние стены, набили гвоздей, развесили старую одежду.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫак пуҫ, типшӗмскер, кивӗ пӳртӗн стенисем евӗрех, вырӑнтан та тапранманскер, шӑпах ҫак стенасенчен, маччаран шӑтса ӳснӗ пек, пӳрт хӑй тӗттӗмлӗхпе ҫак ырӑ мар та пӗртте мӑчлаттарман хура куҫсемпе пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.

Была эта голова суха, черна, неподвижна, как стены старой избы, и казалось, что растет она прямо из этих стен, из потолка и что сама изба смотрит из темноты этими черными, недобрыми, немигающими глазами.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫенӗкре йӳҫӗтнӗ купӑста шӑрши кӗрет, алӑк урлӑ каҫсанах, ӑна ӑшӑ та кӑмӑла каякан ҫӑкӑр шӑрши ҫапрӗ, стенасенчен те ҫак шӑршӑ ҫапать.

В сенях пахло кислой капустой, а как только он вошел в избу, его обдало теплом и тем милым хлебным запахом, которым были пропитаны самые стены.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫынсем урамсенче ҫуртсем ҫумне лӑпчӑнса, аллисемпе стенасенчен тата чӳрече хашакӗсенчен тыткаласа иртсе ҫӳренӗ.

Одним только способом и можно было пробираться в это время по городу: прижимаясь к домам и хватаясь руками то за стены, то за оконные наличники.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней