Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрене хушӑкӗсене имҫам та нумай сапнӑ, вӗри кӗл шывӗпе те ҫӑва-ҫӑва шуратнӑ стенасене — пурпӗрех хӑтӑлайман ҫав хӗрлӗ прусаксенчен кил хуҫисем.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Лӑпкӑ, ӗҫлӗ кӑмӑлпа кунӗпех уни-кунипе аппаланчӗ; хӑна пӳлӗмӗнчи чӳрече каррине улӑштарма, унта-кунта сӗтел-пукана куҫарса лартма хушрӗ; апатланмӑшпа вырӑн таврашне тӗрӗслерӗ; кӗлете-чӑлана кӗре-кӗре пӑхрӗ, унта, кирлӗ мар ҫӗртенех, хӑй сӑнаса тӑнӑ май мӗн пур ешчӗке, савӑтсемпе михӗсене кӑларттарчӗ, урайпа стенасене тишкерчӗ, шӑши хушӑкӗсене питӗрттерчӗ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Стенасене пурҫӑнпа сӑрнӑ, — унта ытарлӑ эрешсен шурӑ тӗтринче сапаланӑ кӗл чечексен ярӑмне сӑнланӑ.Шелковая обивка стен изображала гирлянды роз, рассеянных в белом тумане затейливого узора.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вут пуҫҫисем ҫунса-тӗлкӗшсе сӳнчӗҫ; утнӑ сасӑсемпех туятӑп — курмасӑрах: сунарҫӑ ҫывӑхрах, стенасене аллисемпе хыпашла-хыпашла ҫаврӑнса ҫӳрет.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Чӑнкӑ, тӑвӑр кукӑрӑлчӑксенче — пиртен чылай ҫӳлте — ҫутӑпа тӳпене хупласа стенасене сӑрса кӑтралатнӑ тӗмсен хушшинче сывлӑш юхӑмӗ йӗркеленнӗ, вӑл вӑрмансен ҫемҫе ҫилне аса илтерет; нӳрлӗх, тымарлансах ларнӑ шӑплӑх тата ӗмӗрхи ӗнтрӗк ҫав вырӑна сивлек те тискер сӗм кӗртеҫҫӗ, — ку манӑн кӑмӑл-туйӑмпа туллин пӗр килет.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Дигэ, е Этель Мейер, палӑртнӑ самантра стенасене мӗншӗн куҫарайманнине, Гануверӑн вара ҫакӑ мӗншӗн ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗне пурнӑҫланнине пилӗк ҫултан тин, Дюрокпа тӗл пулсан, пӗлтӗм.
XX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сулахайран малахит эрешӗллӗ шӑратнӑ, кӗмӗлтен тунӑ камин йӑлкӑшса ларать, стенасене вара, карнизран пуҫласа урай таран, сыран хӑва хупланӑ, тӗттӗм симӗс ҫулҫӑсен кавирӗ витӗр тӑрӑхла куҫ кӗскисен йӑлтӑркки сӑрхӑнать; аялта, виҫӗ стена анлӑшӗпех тӑсӑлнӑ ылтӑнланӑ решетке тӑрӑх, кӗл чечексен сарӑ эрешӗ явкаланать.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Терт-нушапа хумханакан сивлек стенасене чӑнах та чӗресенчен чи лайӑхах марри килсе курать-ши?Неужели не лучшее из сердец способно решиться посетить мрачные стены, волнуемые страданием?
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Стенасене электричествӑпа ҫутатнӑ май, — ҫакна эсир ман патӑма килнӗ чухне хӑвӑр та асӑрхарӑр-тӑр, — икӗ меслетпе кӑна тарма пулать: арестантсене вӗсене суда лартса кайнӑ чухне автомобиль конвоирӗсенчен туртса илмелле е арестанта стена урлӑ автан евӗр вӗҫсе каҫма вӗрентмелле.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗплӗ юсав ирттернӗ май ҫурт тӑррине, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене, канализацие ҫӗнетнӗ, мӗнпур пӳлӗмсемпе нумай функциллӗ спорт залӗнчи стенасене якатса сӑрласа тухнӑ.
Чӑвашра 2022 ҫулта тепӗр 4 спорт объектне юсаса ҫӗнетӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31570.html
— Эппин, паян эпӗ ҫывӑраймастӑп! — пӗлтерчӗ Давенант Галеран хыҫҫӑн пӳлӗме кӗрсе тӑрса; стенасене симӗс хитре хут ҫыпӑҫтарнӑ, стена ӑшӗнчи тарӑн путӑкра кравать ларать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Акшар ҫыпӑҫтарнӑ стенасене кӗленче айӗнчи кивӗ гравюра — Мейсонье копийӗсем — илем кӳреҫҫӗ.На известковых стенах висели две старые гравюры под стеклом, копии Мейсонье.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл, арҫын ачана ҫаннинчен вӗҫертмесӗр, каснӑ ҫӗртех купаланӑ йывӑҫ стенасене сӑнать, вӗсене пурне те сӑмсисене сӑрласа янӑ ҫара уран Жаннӑсем пек сӑнарлать.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Стенасене йӑрӑм-йӑрӑм шурӑ-кӗрен штофпа витнӗ, ҫакӑ пӳлӗмре пысӑк чӑма-тан ӑш-чикне евӗрлет; хӗвеллӗ ен стенасӑр, ун вырӑнне урайран мачча таранах — ултӑ кӗтеслӗ симӗс хашакасенчи ретӗн-ретӗн кантӑк, — ҫакӑ пыл хурчӗсен карасӗ майлӑрах, уйрӑмлӑх — пыл вырӑнне ылтӑн ҫутӑ сӑрхӑнать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫавӑн пек чӑмӑрсенчен чи пысӑккисем салтаксене шеренги-шеренгипе пӗтерме кӑна мар, чи Тӗреклӗ стенасене те ишӗлтерсе ҫӗрпе танлаштараҫҫӗ, темиҫе пин ҫынлӑ карапсене тинӗс тӗпне яраҫҫӗ; темиҫе чӑмӑрне пӗрлештерсен, мачтӑсене пӗтӗм хатӗрӗ-мӗнӗпе тата-тата пӑрахаҫҫӗ, ҫын тӑнлавӗсене ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн таткаласа пӑрахаҫҫӗ тата таврара мӗн пуррине пӗтӗмпе ҫаратса хӑвараҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Колоннӑсем, стенасем урлӑ валсем ҫинелле вӗҫтерӗр, стенасене ҫӗмӗрӗр, вал ҫинчи линине тикӗслӗр, тар нӳхрепӗсем патне хурал тӑратӑр, утлӑ ҫар валли алӑксене уҫса хурӑр, тӑшман хуланалла чупать, унӑн тупписене хӑйсем ҫинелле ҫавӑрса ларт, хула урамӗсем ҫине хытӑ пер, васкасах бомбӑсем пӑрах, мӗншӗн тесен тӑшман хыҫҫӑн ҫӳреме вӑхӑт ҫук.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Путвалти тӗттӗмлӗхе ерипен хӑнӑхса ҫитсен, Кольӑн куҫӗсем чул урайне, чул стенасене, тахҫантанпа уҫса-хупман пирки тусан пуснӑ, тутӑхса ларнӑ хӑлӑплӑ алӑка, кӗтесре сапаланса выртакан ыраш улӑм купине, стена ҫумӗнче выртакан темиҫе ешӗке асӑрханӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫапла ҫаврӑнса ҫӳренине пула тӗрмене, стенасене, тӗрмен килкартине хупласа илнӗ тӗтре татах та ҫӑрарах, нӳрлӗрех пек туйӑнать.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ахаль мар стенасене пӗтӗмпех хушаматсемпе чӗрсе пӗтернӗ.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Пӗлетӗн пулсан, стенасене те ҫаратма пултараҫҫӗ!
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.