Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

силлет (тĕпĕ: силле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑранипе хама сивӗ чир тытнӑ пек силлет, анчах шалтине тула кӑлармастӑп.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Шалти вӑй силлет кӑна хама, чуна пӑралакан сасӑ ан чӗтретӗр ҫеҫ тесе шутлатӑп.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

— Парӑп эп сана «такана хырӑм!» — силлет арӑмне Аптрашки.

Помоги переводом

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Силлет.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кимме темшӗн амӑшӗ мар, Ванюш силлет.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ним тума аптранӑ енне, ялти улмуҫҫисене пӗрре кӑна мар силлесе курнӑ-ха та, тытать силлет йывӑҫ вуллине.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Завьялов Соколов аллине ярса тытать, ӑна силлет, пӗтӗм вӑйран пӑчӑртать, хӑй пӗрмай пӗр сӑмахсенех калать:

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл тулалла тухмалли алӑка туртать, силлет, акӑлчан ҫӑраҫҫи тыткӑчне пӑрмаллине те чухласа илеймест.

Помоги переводом

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Йӑмра турачӗсене силлет.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл хытхурана силлет, ҫӳлти шурӑ пӗлӗтсене вӗҫӗмсӗр хӑвалать, тракторист мулаххайне пырса туртать.

Помоги переводом

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫил пахча картисене шалтӑртаттарса килет те хапхана силлет, крыльца юписене чӗриклеттерет.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хир енчен вӗрекен ҫил ӗне сӑвакансен ҫурчӗ тавра ларакан топольсене тата ҫуса ҫакнӑ халатсене силлет.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫумӑр ҫӑвать, шыв пӑтранса юхать, ҫил кӗпере вӗҫтерсе каяс пек силлет.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юнпа тулнӑ куҫӗсене хаяррӑн вылятса пуҫне силлет, мӗкӗре-мӗкӗре малти урисемпе хытӑ юр муклашкисене хӑйпӑтать, аяккалла-маяккалла сирпӗнтерет, мӗн тӗл пулать, ҫавна ҫӗмӗрет.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тимофей Иванович марля татӑкӗсем ҫине гексахлоран хурса ҫыхать те хӑмла ҫулҫисем ҫине чӑлтӑрт! чӑлтӑрт! силлет.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ҫил ӑна унталла-кунталла сапалать, хыт-хурасене силлет, кукӑр-макӑр лутамас хурӑнсен ҫулҫисене тата-тата вӗҫтерет.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ӑна хӗвел те ҫунтарать, ҫил те типӗтет, тӑвӑл та кӗҫ-вӗҫ хуҫас пек авать, силлет, аслати те ӑнах ҫапать.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ну, лӑскать вара, ну, силлет.

Ну и трясет тогда, ну и трясет.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михапар урине васкамасӑр кӑна салтать те тӑлисене лӑстӑр-лӑстӑр силлет, ҫӑпатисене шаккаса тасатать.

Мигабар не спеша разул онучи, старательно вытряхнул их, выстукал лапти.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑхса тӑрать ав вӑл, усал тӗлӗк пек, ҫӗрелле, сап-сарӑ куҫӗсене вылятать, мӑйракине силлет.

Ишь, уставился на Ухтивана своими желтыми глазищами и грозно взмахивает рогами.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней