Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн сӑнӗ тӗксӗмленсе салхуланчӗ, вӑл будкӑн инҫерехри кӗтессине вырнаҫрӗ те, ҫил пыра-пыра силлекен алӑк ҫине шиклӗн пӑхса, ҫил ӳленине итлесе, вӑл вӑйсӑрланнӑ пек туйӑнсан кӑшт кӑна хавасланнӑ пек пулса ларчӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Григориу ҫил татса илес пек силлекен капюшонне чӗнмесӗр тӑхӑнчӗ те сигарет пачки кӑларчӗ.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Кам вӑрмана сарлака кунчаллӑ ҫӑматӑпа килет? — терӗ вӑл малтанхи кунах ҫӑматӑ ӑшне кӗнӗ юра ҫурӑмӗ ҫине выртса силлекен Альберта.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ӳчӗпе ӑсне-тӑнне силлекен хӑнӑхман шӗвеке ӗҫнӗрен хӗрелсе Джесси стакана ҫав тери телейлӗн, ҫирӗппӗн пушатрӗ — чыхӑнса та каймарӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫакӑ пӗтӗмпех тыттарми-перӗнтерми улшӑнать-пӗтӗрӗнет — силлекен пайӑркаллӑ тетелте витӗр курӑнакан пӗчӗк лӗпӗшсем евӗр.Все это менялось неуловимо, как будто в встряхиваемой искристой сети бились прозрачные мотыльки.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ман ҫине мана силлекен Баринов пӗшкӗнсе пӑхать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Этем мӗлки тӳрленсе тӑрать, пысӑк та сӑрӑ япала, хыттӑн хашӑлтатса сывласа, юнашар иртсе каять, часах вара инҫетелле каякан ҫутӑсем тата кимме силлекен хумсем ҫеҫ пӑрахут ахаль курӑнманни, чӑннипех иртсе кайни ҫинчен калаҫҫӗ.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Улӑм силлекен ҫӗрте пӑс пек шурӑ тусан мӑкӑрланать, руль умӗнче штурвальнӑй мӑнкӑмӑллӑн ларса пырать…Над соломотрясами подымается белая пыль, похожая на пар, у руля стоит штурвальный…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Арпа туртакан хӗрарӑмсен хура мӗлкисем ӳкнипе Евсее лампӑсем улӑм силлекен хатӗрӗн ӑшӗнче ҫутатнӑ пек туйӑнать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Улӑм силлекен хатӗр айӗнче тата аласем арпа кӑларса пӑрахнӑ ҫӗрте те ҫутӑ пайӑркисем ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа сӗтӗрмелли хатӗр ҫине ӳкекен улӑм кӗмӗл пек ҫутала-ҫутала илет.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Улӑм силлекен хатӗр ҫинче явӑнакан тусан тӗтӗмӗ витӗр штурвальнӑйӑн кӗҫҫерен тунӑ шурӑ шлепки курӑнса каять, рулевойӑн тусан ҫапнӑ пӗкӗрӗлчӗк пӗвӗ сарӑ тӗс ҫине хура сӑрӑпа ӳкернӗ картина пек тухса тӑрать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тарас та вагонран тухрӗ, улӑм силлекен хатӗр ҫине, унта темскер манса хӑварса, халӗ те тупма пултарайман пек, тимлӗн пӑхса, куҫ хӗррипе Настенькӑна, тата ӑна ҫӗр ҫине анма Митька пулӑшасшӑн пулнине курчӗ, анчах лешӗ савӑнӑҫлӑн кулкаласа ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ те Григорие ҫеҫ алӑ парса, ыттисене чылай кӳрентернине асӑрхарӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мотор чӗтресе илчӗ, шӑппӑнрах та вӑрӑммӑн юрласа ячӗ, кӑштах тайӑла-тайӑла молотилка кӗрле пуҫларӗ те — улӑм силлекен пайсем пушӑлла шаккама тытӑнчӗҫ, аласем кӗмсӗртеттерчӗҫ; аякран пӑхсан барабан ҫӳлӗкӗ ҫине кӗлтесем ывтӑнаҫҫӗ, йӗтем ҫинче шурӑ тусан йӑсӑрланса тӑрать, ҫынсем калаҫнисем, лаша хӑвалакансем кӑшкӑрашни илтӗнет, темелле.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1