Поиск
Шырав ĕçĕ:
Индири джунглисем, Кавказри ту тӑррисемпе шыв сиккисем, Вӑтам Азири хӑйӑрлӑ пушхирсем, оазиссем…
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Храмсемпе башньӑсем, ишӗлчӗксемпе туннельсем, тропик вӑрманӗсем, ту катисем, ахрат ҫырмисем, шыв сиккисем, чечексем, пальмӑсем, миражсем — мӗн курнине йӗркипе асӑнса тухниех сывлӑш ҫавӑрса илмешкӗн пӗрре ҫеҫ мар хистӗччӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Автомобиль тӗпсӗр ҫыр ҫийӗн авкаланакан ҫул ҫине тухрӗ, — аялта вӑрман тата васкамасӑр вӗҫсе анакан шыв сиккисем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Ҫинҫе шыв сиккисем ялтӑртатаҫҫӗ, шурӑ-хӗрлӗ гранит вӗсем ӳкнине нӳрӗкпе йӑлкӑшса сӑнарлать; ҫаранӑн бархат чечеклӗхӗ пӗчӗк вучах пек хӗрсе ҫитнӗ йывӑҫсен хура тымарӗсем патнелле тӑсӑлать — унтан вара Тарт пулнӑскерӗн куҫӗсене ӑнтӑлуллӑ шӑплӑх яланлӑхах хупса хучӗ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Тарт куҫӗсене куҫҫульпе йӑлтӑртаттарса кӑшкӑрать: унӑн сасси шыв сиккисем патнелле вӗҫет, чул картлашкасенчен пыра-пыра ҫапӑнчӗ те акӑ — виҫӗ хут ахрӑмланнӑскер, сасартӑк ҫавӑрса кӑшӑлланӑран, тертлӗ чӗтренӳ ҫуратнӑран — туйӑмлӑ та ансат юрра куҫрӗ:
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Аякра, ту хысакӗсем патӗнче, сывлӑш юхӑмӗн чӗтревӗпе ҫутӑ пушӑлӑх вылянаҫҫӗ, ҫӳхе шыв сиккисем пӗр сасӑллӑ кӗвӗ калаҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Тӳлек шыв сиккисем пурте вӗтӗ-вӗтӗ шӑрҫасен ҫурма ункисем пек аялалла ӳкеҫҫӗ, ӳкеҫҫӗ…И все падали, падали вниз бисерным полукругом тонкие, тихие водопады.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
— Кунта хашисен кӗтӗвӗсем ҫӳренӗ, ту хушӑкӗсенче шыв сиккисем шавланӑ.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лакпа сӑрланӑ пек йӑлтӑртатакан хытӑ ҫулҫӑллӑ, пысӑк турилкке евӗрлӗ шурӑ чечеклӗ магнолисем; йывӑр сапакӗсене усӑнтарса ӳсекен виноградпа эрешлентерсе тунӑ беседкӑсем; ҫутӑ хупӑллӑ тата питех те лапсӑркка ӳсекен ватӑ пысӑк платансем; табак плантацийӗсем, пӗчӗк юханшывсем, шыв сиккисем, пур ҫӗрте те — клумбӑсем ҫинче, картасем ҫинче, дачӑсен хӳмисем ҫинче — ӳсекен чечек те ырӑ шӑршӑллӑ розӑсем — ҫавсем пурте хӑйсен чечекленекен илемлӗхӗпе ачан айван чунне вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗлӗнтереҫҫӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ку тусем илемлех мар — унта чул сӑртсем, ту хушӑкӗсем, чӑнкӑ чул тусем тата шыв сиккисем ҫукпа пӗрех.Эти горы почти совершенно лишены главной своей красоты — скал, ущелий, обрывов и водопадов.
4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тӗтреллӗ шыв сиккисем урам тӑрӑх шарласа юхма тытӑнчӗҫ.
XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Паркра ӳсекен буксус йывӑҫӗсен тӑррисене ҫав тери эрешлӗ касса илемлетнӗ, пур ҫӗрте те кӗтмен ҫӗртен ҫумӑр ҫутаракан тенкелсем тата «шыв механизацийӗсем» — эол арфисем, шӑхличлӗ шыв сиккисем — куҫа илӗртеҫҫӗ, тахҫан авал вӗсем паркра юмахри пек тӗлӗнмелле сасӑ парса тӑнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Мӗскӗне шыв сиккисем патне сӗтӗрттерсе кайнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Улӑхма май ҫук чул хысаксем, шавлӑ шыв сиккисем час-часах тӗл пулаҫҫӗ.
Альп тӑвӗсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Улӑхма май ҫук чул хысаксем, шавлӑ шыв сиккисем час-часах тӗл пулаҫҫӗ.
Альп тӑвӗсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
- 1