Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сивӗрех (тĕпĕ: сивӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ишӗлсе пӗтнӗ ферма ҫурчӗсем, ырханланса кайнӑ выльӑх-чӗрлӗх, председательсене шанма, ӗненме пӑрахнӑ, сивӗрех сӑнлӑ колхозниксем…

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шалти районсенче ҫуллахи температурӑсем ҫыран хӗрринчи температурӑсемпе пӗр пек, анчах кунти хӗлсем сивӗрех.

Во внутренних районах летние температуры сходные с температурами на побережье, тогда как зимы более холодные.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Вӑл тапхӑрта пирӗн мӑн асаннесемпе мӑн асаттесем хӗлле 30 градусран та сивӗрех ҫанталӑксенче шӑннӑ ҫӗре чавма тивнӗ:

Помоги переводом

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Алӑк тулашӗнче арҫыннӑн сивӗрех те нӳремсӗр сасси илтӗнчӗ:

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑлӑх ҫыннӑн ҫак минтерӗм Хыт чултан та сивӗрех.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвелтухӑҫнелле кайнӑҫемӗн унта Атлантика океанӗнчен вӗрекен ҫилсем сахалрах ҫитеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унталла хӗл сивӗрех те сивӗрех пулать, ҫу типӗрех те шӑрӑхрах пулса пырать.

Чем дальше на восток, тем меньше доносятся ветры с Атлантического океана, и поэтому зима становится суровее, а лето суше и жарче.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӗвелтухӑҫнелле кайнӑҫемӗн ҫу шӑрӑхрах, хӗл сивӗрех пулса пырать.

Чем дальше на восток, тем жарче становится лето; тем холоднее становится зима.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тусем кирек мӗнле зонӑра пулсан та, вӗсен ҫутҫанталӑкӗ ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн улшӑнса пырать; мӗн чухлӗ ҫӳллӗрех, ҫавӑн чухлӗ сивӗрех пулать.

В какой бы зоне ни находились горы, их природа меняется с высотой: чем выше, тем холоднее.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӗл кунта хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирсенчи пекех кӗске, анчах сивӗрех пулать.

Зима здесь, как и в черноземных степях, короткая, но более суровая.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пӑрсем мӗн чухлӗ нумайрах капланса тӑраҫҫӗ, пирӗн патӑмӑрта ҫавӑн чухлӗ сивӗрех пулать.

Чем больше скапливается льдов в Ледовитом океане, тем холоднее становится у нас.

Ҫурҫӗрти поляр облаҫӗ пирӗн ҫанталӑка улшӑнтарни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхӑн сивӗрех пайӗнче Европа, Азия, Америка урлӑ вӑрмансем сарлака йӑрӑмӑн каҫса каяҫҫӗ.

В холодной части северного умеренного пояса через всю Европу, Азию и Америку широкой полосой идут леса.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫавӑнпа вӑтам тӑрӑхра сивӗ тӑрӑхринчен ӑшӑрах, анчах шӑрӑх тӑрӑхринчен сивӗрех.

Поэтому в умеренных поясах теплее, чем в холодных, но холоднее, чем в жарком.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн алли хӑйӑр пек яка, отлив хыҫҫӑнхи кӑшт сивӗрех хӑйӑр пек ӳтне туять.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ тата сивӗрех пулса кайрӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунта тултинчен те сивӗрех пек туйӑнать.

Помоги переводом

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Кӑҫал якуричченех ӑшӑ анчӗ, чӗкеҫсем килчӗҫ. Сурӑм пуххи хыҫҫӑнхи кунсем сивӗрех пулаҫҫӗ», — терӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫанталӑкӗ паян сивӗрех, анчах кунӗ хӗрӳ пулассӑн туйӑнать.

Помоги переводом

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шывӗ сивӗрех, ҫавӑнпа ӑна хӑнӑхас пулать.

Вода была прохладной, к ней нужно было привыкнуть.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Сывлӑш температури 10 градусран сивӗрех чухне ҫак ӗҫе пурнӑҫласан вӑрлӑхӑн шӑтаслӑхӗ чакать иккен.

Помоги переводом

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Йӑл-йӑл кулакан Герасим Федотович хӗрӗн сивӗрех аллине хӗрӳллӗн чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней