Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темрен сехӗрленнӗ пекех туйӑнчӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ферма пуҫлӑхӗ Семен Дмитриевич сехӗрленнӗ ӗнене пуҫӗнчен ачашлать.
Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.
Тен, каялла таврӑнмарӗ-ши, тесе, куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта, Ула Тимӗрпе Полина хӑнара пулнӑ киле те вӗтсе ҫитрӗ, унта, сехӗрленнӗ аптравлӑ куҫӗсене ҫавракалатса: «Владимир Петровичпа Полина Никифоровна пирӗн патран чиперех тухса кайрӗҫ», — терӗҫ ҫеҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Миххапа Лукарьен хӗрачи Клавье унӑн тӑван хӗрӗ пулнине Анукпа ял-йышӗ пӗлессинчен сехӗрленнӗ чухне, Михха пуянлӑхне ӑмсаннӑ чухне, хӑйӗн арӑмӗн илемӗпе тата ывӑлӗн пултарулӑхӗпе, кӳршӗ-аршӑна пӗчӗк ырлӑхсем кӳнипе киленнӗ чухне.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Советсем килсе тытсан мӗн тӑвӑпӑр? — сехӗрленнӗ пек пулчӗ Хветут.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Пуҫана, лаша ӑҫта ҫав манӑн? — сехӗрленнӗ сасӑпа ыйтрӗ арман хуҫи.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Гобс вара каймасть, мӗншӗн тесен арӑмне ӳкӗте кӗртеймест, — мӗншӗн тесен вӑл тинӗс тӑвӑлӗ вӑхӑтӗнче ҫав тери хытӑ сехӗрленнӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӗсем питӗ хӑвӑрт авӑсма пикенчӗҫ, вунӑ минут та иртмерӗ — иллюминатортан курма май килчӗ: ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса ишекен сехӗрленнӗ пит-куҫсем карапран вӑтӑр-хӗрӗх хӑлаҫа ҫитнӗ те ӗнтӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Сехӗрленнӗ кил хуҫине тинех кӑшт чун кӗчӗ, вӑл ӗнтӗ картишне хӑюллӑнрах тухрӗ, часах Йӑванпа Унеҫӗме ертсе кӗчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗҫ капла пулса тӑрасса никам та кӗтмен, сехӗрленнӗ ҫамрӑк боецсем, хӑйсен стройри вырӑнне пӑтраштарса ҫухатнӑ та, кашниех тӑшман хуптӗрӗнчен хӑтӑлса харпӑр пуҫне ҫеҫ ҫӑласшӑн пулнипе тӗрлӗ енне сапаланса пӗтнӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
«Моща», ҫара урисене урайнелле усса ларнӑ, сапаланнӑ ҫӳҫӗ ҫамки ҫине усӑнса аннӑ, куҫӗсем, ӑсран кайнӑ пек, сехӗрленнӗ.Моща сидел, сбросив на пол босые ноги; волосы космами валились на лоб, глаза казались безумными.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мана хамӑр крепость йӗрӗнтерсе ҫитерни, унччен сехӗрленнӗ туйӑм пекех ӳссе кайрӗ.Отвращение, которое внушала мне наша крепость, было почти так же велико, как и страх.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ахӑртнех, вӗсенчен пӗри, суранланнинчен ытла сехӗрленнӗ пулас, вӑл часрах сиксе тӑчӗ те вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.
XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӗсем ҫав тери хыттӑн «ура» кӑшкӑрса ячӗҫ, ку сасӑ инҫетри сӑртсем ҫинче янтраса кайрӗ, сехӗрленнӗ кайӑксем каллех, эпир тӑнӑ вырӑн ҫинче, кӑшкӑрса ҫаврӑнма тытӑнчӗҫ.
XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Юрлакансем патӗнчен шартах чакса, Фома вӗсем ҫине сехӗрленнӗ пекех пӑхса тӑнӑ, юрӑ ун кӑкӑрне сиксе вӗрекен хум евӗр капланса кӗнӗ, юрӑри хуйхӑн урнӑ вӑйӗ унӑн чӗрине ыраттарса хӗстернӗ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ачасене ҫав ҫырма патне яхӑнне те яман, ҫавӑнпа та вӗсем ҫав вырӑнтан сехӗрленнӗ.Детей не пускали даже на край оврага, и это вселило в них страх к оврагу.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрремӗш ротӑри ҫамрӑк салтак Сидоров (ку мӗнле пирӗн йӗркене килсе лекнӗ-ши? тесе кӗрсе кайрӗ шухӑш) сасартӑк, пынӑ ҫӗртех кукленсе ларчӗ те, пӗр чӗнмесӗр, пысӑк, сехӗрленнӗ куҫӗсемпе ман ҫинелле ҫавӑрӑнса пӑхрӗ.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Юлашки вӑхӑтра Семенов ҫине пурте темле сехӗрленнӗ пекрех пӑхрӗҫ, сайра хутран тепле майпа вӑл лекцине пырас пулсан, аудиторинче хумхану палӑратчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Клавье аппа тӗрӗсех каланӑ — манӑн куҫ-пуҫ чӑн та сехӗрленнӗ пек пулмалла: пӗр-пӗр экспоната тӗпчесе сӑнанӑ пек, сана куҫ вӗҫертмесӗр пӑхсах тӑраҫҫӗ пулсан, аван-и вара?
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вӗсем чӗмсӗррӗн утса иртрӗҫ, хӑйсен ҫумӗнчен ыткӑнса иртекен Приморски арми ҫине темӗнле хытӑ сехӗрленнӗ куҫсемпе пӑхса юлчӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
- 1
- 2