Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сехӗрленнипе (тĕпĕ: сехӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачи сехӗрленнипе чӗтре пуҫларӗ, макӑрса ячӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл йышӑнупа тулсах ҫитнӗ: ӑна ӑнӑҫсӑрлӑх пырса ҫапсан Джесси килне урӑх нихӑҫан та кӗреймесрен сехӗрленнипе тертленет те кулянать.

Он был поглощен решением: томился, терзался и пребывал в страхе, что неудача вынудит его никогда больше не посещать Джесси.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хӳреллӗ стариксӗр пуҫне тата хӑш енчен хӑрушлӑх килессе чухламасӑр — Бекеко каялла чакма пуҫларӗ, ҫине-ҫинех такӑнать, сехӗрленнипе сиксе чӗтрет.

Еще не зная, с какой стороны, кроме хвостатого старика, грозит опасность, он стал пятиться, спотыкаясь и вздрагивая от страха.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Европей аллисенчен, сӑн-питӗнчен тата хусканӑвӗсенчен вун-вун куҫ сас-чӳленсе тирӗнчӗ; сехӗрленнипе тата Гента хисепленипе тавраш сывлама та пӑрахрӗ тейӗн; ҫав тери сумлӑ шӑплӑх тӑрать.

Десятки глаз впились в руки европейца, в его лицо и движения; свита едва дышала от страха и почтительности; наступила благоговейная тишина.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тискеррӗн кӑшкӑрса чӗтреве ертӗм, сехӗрленнипе хуҫкалантӑм та хытса тӑтӑм; мана кӗмсӗртетекен тӗтре ытамлать, ҫӗр йӑтӑнса анчӗ, эпӗ чӗвен тӑратса асаплантаракан ҫын евӗр ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗретӗп…

Дико крича, затрясся я и обомлел, корчась от ужаса; гремящий туман окружил меня, земля проваливалась, весь я стонал и плакал, как мученик на дыбе…

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Алмаз шыракансен ӑнӗ терт-нушана пула ҫав тери мӑкалса ҫитнӗччӗ пулин те — хӑйсене мӗскер сӗннине вӗсем аванах ӑнланчӗҫ, — сехӗрленнипе хытсах ларчӗҫ темелле.

Как ни был притуплен рассудок алмазоискателей нуждой и усталостью, все же они поняли, что предлагают им, — и похолодели от ужаса.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Сехӗрленнипе чӗре хӑлха илтмеллех туклатма тытӑнчӗ, кӗскен кастарнӑ ҫӳҫ йӑшӑлл! турӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна тепӗр аллипе ҫӗклерӗ те Тарт сехӗрленнипе хӑраса чалӑшнӑ шуранка пит еннелле кӗрӗслеттерчӗ.

Другою рукой Тарт поднял его и выстрелил в чье-то белое, перекошенное страхом лицо.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ыттисем, сехӗрленнипе тӑлланса ҫитнӗскерсем, пӗр сӑмах чӗнме те пултараймарӗҫ.

Остальные были до такой степени скованы страхом, что не могли произнести ни слова.

XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ вӑл сехӗрленнипе унӑн шӑлӗсем мӗнле шакканине илтрӗм, анчах вӑл каялла чакасси ҫинчен илтесшӗн те мар.

Зубы его стучали от страха, но он и слышать не хотел об отступлении.

XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кашниех, шӑрӑхпа тата сехӗрленнипе хӗрсе кайнӑскер, хӑйӗн постӗнче тӑрать.

Каждый стоял на своем посту, разгоряченный жарой и тревогой.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ ром илме чупрӑм, анчах сехӗрленнипе стакана ӳкерсе ҫӗмӗртӗм тата пичке кранне пылчӑкпа вараларӑм.

Я побежал за ромом, но от волнения разбил стакан и запачкал грязью кран бочки.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Сехӗрленнипе сасси те тухмарӗ унӑн.

От страха он не мог издать ни звука.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Курӗ ялкӑшса ҫунчӗ унӑн, сехӗрленнипе ӑна нимӗн те курӑнмарӗ.

Глаза его горели и ничего не видали от страха.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Вӑрттӑн аппарат ӑшӗнчен вӑйсӑррӑн йынӑшни илтӗнсен вара ҫынсем сехӗрленнипе каялла чакса тӑчӗҫ те шӑпланчӗҫ.

Когда, затем, из внутренности таинственного аппарата послышались слабые стоны, — толпа в ужасе отодвинулась и затихла.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳпе ывӑлӗн хӑрушла пичӗ умӗнче ҫакӑнса тӑракан марсиан сехӗрленнипе чарӑлнӑ куҫӗсемпе йывӑҫсем еннелле кӑтартрӗ, вӗсен хушшинче, тӗм хыҫӗнче, пысӑках мар ҫар кимми ларать.

Вися перед страшным лицом сына неба, марсианин расширенными от ужаса глазами указал на деревья, в тени их стояла небольшая, военная лодка.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Манран-тӑк… пӗччен, сехӗрленнипе, вилнӗ те выртнӑ эп.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сехӗрленнипе тӳпе те ман ҫине кӑран пӑхнӑн туйӑнать.

Так страшно, что кажется, будто даже небо смотрит сердито.

Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.

Сехӗрленнипе ҫурри патне тарма тытӑннӑ хӗрлӗармеецсем учӗсене каялла ҫавӑрчӗҫ.

Красноармейцы, дрогнувшие и наполовину тоже обратившиеся в бегство, повернули лошадей.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй пуҫарнӑ пӑлхава хутшӑнтарнӑ офицерсен ҫемйисене пулӑшма ыйтса, Корнилов Мускавпа Петроградри банкирсем патне хӑтӑруллӑ ҫырусем ҫырать; лешсем, хӑйсен киревсӗр ӗҫӗсем тӑрӑ шыв ҫине тухса инкек курасран сехӗрленнипе, ним тӑхтамасӑр темиҫешер пин тенкӗ укҫа куҫара-куҫара параҫҫӗ.

За помощью для семей офицеров — участников корниловского выступления — Корнилов обратился с письмом весьма резкого содержания к крупным банкирам Москвы и Петрограда; те не замедлили выслать несколько десятков тысяч рублей, опасаясь невыгодных для себя разоблачений.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней