Поиск
Шырав ĕçĕ:
священникӗсен (тĕпĕ: священник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
34. Ҫапла ӗнтӗ эпир Иудея халӑхӗн ҫӗрӗ халӗ мӗн чухлӗ, ҫавӑн чухлех пултӑр тетпӗр, Самарирен уйӑрса Иудея ҫумне хушнӑ виҫӗ ҫӗр те — Аферема, Лидда, Рамафем — вӗсенех пултӑр; вӗсенӗн Иерусалимри священникӗсен мӗн пурри пӗтӗмпех хӑйсенех пултӑр, вӗсемшӗн, ӗлӗкхи пек, ҫулсерен патшана тӳлесе тӑмалла ан пултӑр, тырӑ-пулӑран та, йывӑҫ ҫимӗҫӗнчен те, 35. урӑх япаларан та вуннӑмӗш пайне илесси, ытти йышши хырҫӑ пухасси, тӑвар кӳллисемшӗн, хаклӑ парнесемшӗн тӳлев илесси ан пултӑр, халиччен эпир илсе тӑни пӗтӗмпе хӑйсенех пултӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗмпе ҫакӑ унӑн суя пророкӗсем тунӑ ҫылӑхсемшӗн, унта тӳрӗ ҫынсенӗн юнне юхтарнӑ священникӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн килсе тухрӗ; 14. вӗсем, суккӑр пек, урам тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗҫ, юнпа вараланчӗҫ, вӗсенӗн тумтирӗ ҫумне пырса сӗртӗнме те май ҫукчӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1