Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак амӑшӗн чӗрине ыраттаракан сасӑра Хвекла ют хуйхӑшӑн такам савӑннине сисрӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чӗлӗме темӗн тӗрлӗ «мухтанӑ» чух сӑвӑҫ сасси ҫемҫен, йӑвашшӑн илтӗнет, анчах ҫав сасӑра ҫӑмӑллӑн тӑрӑхласа кулни сисӗнет; акӑ вӑл, юлашкинчен, чуна тивмелле, ҫӳҫентермелле тарӑхса тӑрӑхлама тытӑнчӗ:
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫак сасӑра тӑрӑхлани-кулни ҫук.Нельзя сказать, что это звучит снисходительно, насмешливо, легко и даже ласково.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӑйӗн яланхи сассипех калаҫать; тангенссем ҫинчен калаҫнӑ чух та, ҫак сасӑра ирони сисӗнсех тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӑш чухне машинӑри пӑс усаллӑн чашкӑрса янӑ, вара ҫак сасӑра — кӗрлев, ултав тата кӑшкӑру хаосне кӗтмен ҫӗртен касса кӗрекен сасӑра — темӗнле йӗкӗлтӳ, йӗрӗнӳ илтӗннӗ…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ҫук, ӑнланмасть мана старик!» тенӗ пек илтӗнчӗ ҫав сасӑра.«Нет, не понимает меня мой старик!» — слышалось в этом недовольном лае.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Пӑрахут каллех кӑшкӑртса ячӗ; унӑн сасси яланхи пекех пулсан та, Нина Ивановна ку сасӑра ҫын хӑш чухне тӑванӗсемпе пит нумайлӑха уйрӑлнӑ чухнехи пек пӑшӑрхану пуррине туйрӗ.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сасартӑк мана хӗрарӑмӑн вӑйсӑр сасси тӗлӗнтерсе ячӗ; вӑл сасӑра ҫав тери хӑрушла, чун-чӗрепе асапланни палӑрса тӑчӗ.Вдруг меня поразил слабый женский, голос; в нем выражалось такое страшное, глубокое страдание.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ҫав сасӑра урӑх ҫын сассинче ҫук илемлӗх пур.В нем есть что-то такое, чего я не замечала ни в одном человеческом голосе.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ректор-атте Артурпа калаҫнӑ чухне, ҫав сасӑра яланах ӑна ачашланипе юратни илтӗнет.В нем слышалась бесконечная ласка всякий раз, когда отец ректор обращался к Артуру.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫак кӑшкӑрнӑ сасӑра темле ҫилӗллӗ, ҫынсене пӑхӑнтаракан япала пулчӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хаярлӑх вӑйне, хастарлӑх ҫулӑмне кураҫҫӗ, ҫӗнтерессе шаннине илтеҫҫӗ пӗлӗтсем ҫак сасӑра.Силу гнева, пламя страсти и уверенность в победе слышат тучи в этом крике.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫак сасӑра чулсене те янрав пама пултаракан пӑхӑр труба кӗрлевӗ те, Таня пӳрнесем пуснипе пулакан хӗлӗх сассинчен те ытларах юратакан ытти сасӑсем те пур.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫав сасӑра ӑнланмалла мар тата пирӗн хӑлха тытма пултарайман уйрӑмлӑх пур, ҫавӑнпа та эпир ҫӑхансем калаҫнине ӑнланма пултараймастпӑр, хӑлха илтмен ҫынсем пек ҫеҫ тавҫӑрса илме пултаратпӑр.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӑл пӑшӑлтатнӑ сасӑра чӑн-чӑн кӳренӳ илтӗнсе кайрӗ.
XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӗрачан уҫӑ та илемлӗ сасси пӗтӗм вагонӗпех янӑрать; ҫав сасӑра ӑшӑ та паха тата ҫепӗҫ туйӑм нумай пулнипе Сергей ирӗксӗрех Кубань ҫыран хӗррине, кӑтра вӑрмана, хӗп-хӗрлӗ те кукша ҫамкаллӑ вӑкӑрсем кӳлнӗ урапана тата кулса тӑракан Иринӑна курчӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Осадчий хора хулӑн тӑсмака нотӑсемпе аккомпанилерӗ, ыттисем юрлани вара, тӗттӗм хумсен ӑшне путнӑ тейӗн, ҫак органӑнни пеклӗ мӑнӑ сасӑра ишнӗн ҫеҫ туйӑнса тӑчӗ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ вара, — хулӑн сасӑра ӑшӑ, хумхануллӑ нотӑсем палӑрчӗҫ, — эпӗ вара, ырӑ ҫыннӑм, туршӑн та, сире пурсӑра та хам ачамсем пекех юрататӑп.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗтӗм кӗрленӗ сасӑра уйрӑм кӑшкӑрашусене ҫеҫ тавҫӑрма пулать, ҫынсен тепӗр майлӑ шухӑш та ҫук.Среди общего гула можно было разобрать только отдельные выкрики, но все люди требовали одного:
ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫил ҫинчи эрешмен карти евӗр чӗтренекен ҫак сасӑра шанчӑк та, шанчӑк пӗтни те сисӗнчӗ.В этом дрожащем, как паутина на ветру, голосе звучали и надежда, и отчаяние.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
- 1
- 2