Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантранах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫилли час сӳрӗлекенскер, хӑйне алла илчӗ пулмалла, тепӗр самантранах вӑл тусан тустарса тӑвалла хӑпарса кайни урам енчи шӗтӗрнек витӗр курӑнса юлчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тин кӑна сип-симӗс ларнӑ йывӑҫ тӑр-тӑр чӗтренсе ялкӑшма тытӑнчӗ, тепӗр самантранах хура тумпа витӗнчӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Павлик сылтӑм урине металран тунӑ картлашка ҫине пусрӗ, сулахай урине самолет ҫунатти ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ кӑтӑркаллӑ тӑваткал ҫинелле ячӗ, вара самантранах кабинӑн малти ларкӑчӗ ҫине — курсант вырӑнне вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр самантранах унӑн сӑнӗ улшӑнчӗ, ҫухалса кайнӑ пек курӑннин тӗсӗ те юлмарӗ.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах тепӗр самантранах вӑл ҫав йӑла тыткӑнӗнчен хӑтӑлать.

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов алӑк уҫӑлнине, унтан самантранах янравлӑ хӗр сассине илтет:

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Самантранах пурте ансӑр алӑкран кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

…Тӳсме ҫук тарӑхса кайнӑ Андронов машинран вӑшт кӑна тухрӗ те тӳрех гостиница алӑкӗ патнелле утрӗ, анчах самантранах Купташкин сассине илтрӗ.

Помоги переводом

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Анчах тепӗр самантранах Омежников еннелле пӑхрӑм та вӑл каялла килнине куртӑм.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑлтӑрсем темшӗн шултра курӑнчӗҫ, анчах тепӗр самантранах чӑлтӑр-чалтӑр туса сапаланчӗҫ те, сывлӑшра кӑвак, хӗрлӗ, симӗс ҫутӑсем ункӑланса шӑва пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Вӑл тепӗр самантранах ҫак блокнот ҫине тӗрӗслӗх ҫырӑнассине туйрӗ, ҫавӑншӑн хӑрарӗ те, хӑрамарӗ те.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Тепӗр самантранах пӳртре илемлӗ, ҫӑмӑл юрӑ янӑраса та кайрӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тепӗр самантранах ӑна эпӗ, хулӑ татки тытнӑскерне, утӑ капанӗ ҫумӗнче тӑракан ӗнесем патӗнче куртӑм, вӗсене вӑл картишнелле хӑваласа килчӗ…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тепӗр самантранах кӳршӗ хунав ҫӑкан ҫемҫе ҫулҫисем хускалкаласа илчӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Темрен хӑраса, вӑл тепӗр самантранах аллине вӗҫертрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Леш ҫынни — вӑрри ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра автобуса кӗме ӗлкӗрчӗ, тепӗр самантранах автобус тапранса кайрӗ…

Помоги переводом

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Акӑ вӑл чарӑнса тӑрса кепкине хыврӗ, эпӗ тепӗр самантранах ӑна хуса ҫитсе сывлӑх сунтӑм, ал тытрӑм.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Чикмек хуман пулин те, пӗрене пуҫӗсенчен тытса, тепӗр самантранах вӑл вите тӑррине хӑпарчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унӑн алли перӗнсенех тӑм лапчӑнать, тӑсӑлать, самантранах кайӑк кӗлетки пулса тӑрать.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Тепӗр самантранах тӑм муклашкинчен кайӑк пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней