Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла пулнӑ революци салтакӗн вӑрӑм кун-ҫулӗ…
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Ҫакна чӑваш салтакӗн ҫарти тусӗ Иван Дзетовецкий сержант та ҫирӗплетрӗ.
«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550
Епле йӑпшӑннӑ ҫав пӗчӗк ача совет салтакӗн кӑкӑрӗ ҫумне!
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Вирьял ҫынни Григорьев вырӑс салтакӗн ашшӗ ятне хӑйсен енчи чӑвашсем пек Тосивейчӑ терӗ.— Григорьев, будучи чувашом-вирьялом, произнес отчество на свой манер — «Тосивейч».
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анчах вырӑс салтакӗн калас сӑмахӗ пӗтмен курӑнать-ха, вӑл ҫаплах юнашар утса пычӗ.Но Коротков и не думал останавливаться, семеня рядом и ни на минуту не закрывая рта.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чубук аялта выртать, вӑл хӑйӗн кобурӗнчен револьвер туртса кӑларма хӑтланакан тӑшман салтакӗн аллисене тытнӑ.Чубук был внизу, он держал за руки белого, пытавшегося вытащить из кобуры револьвер.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Боецсен шухӑшӗсем лайӑх маррине Иван Гора хай вилнӗ нимӗҫ салтакӗн тумтирне хывса илекен салху сӑнлӑ шахтерпа, Жук Емельянӗпе — уйра, ҫил арманӗ патӗнче, тӗл пулсассӑнах асӑрхаса пӗлет.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл вырӑс салтакӗн, вырӑс командирӗн хӑйне, хӑйпе пӗрле тата Суворовпа пур вӑрҫӑсемпе походсенче те пулнӑ ҫынсем ҫине ҫирӗп шанса тӑнӑ, Беннигсен: «Франци ҫарӗнче аслӑ генералсем туллиех, пирӗн кӑшт пултараканнисем те ҫук» тесе ҫырнӑ пулсан, Михаил Илларионович хӑй арӑмӗ патне акӑ епле ҫырнӑ: «ҫарӑн шухӑш-кӑмӑлӗ аван, лайӑх генералсем нумай… Шанчӑксем манӑн туллиех… Россия чапӗшӗн ӗҫсене аванлатма шутлатӑп…» тенӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫак машина ҫине, шофер вырӑнне, нимӗҫ салтакӗн формине тӑхӑннӑ Струтинский ларнӑ, хыҫалта ларса пыраканӗ — Кузнецов, хайхи Пауль Зиберт лейтенант пулнӑ.
Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ленька хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле шкула ҫӳренӗ сукмак тӑрӑх тӑшмана вӗлернӗ вырӑс салтакӗн ӳтне йӑтса пыраҫҫӗ.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Эсӗ ҫынсене пӗр туяпа икӗ гоминдан салтакӗн хӗҫпӑшалне туртса илни ҫинчен каласа кӑтарт-ха, — кулса ячӗ Яланах Пуян Ли.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Акӑ Краснодон посёлокӗнчен Сумскойпа Шищенко пычӗҫ те хӑйсем декабрӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗнче виҫӗ нимӗҫ салтакӗн хӗҫ-пӑшалӗсене туртса илни ҫинчен, унтан вӗсене вӗлерни ҫинчен хӗрӳллӗн каласа пачӗҫ.
Кӗрешӳ штабӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Нимӗҫ салтакӗн кӗске те пӗчӗк тумне тӑхӑннӑ вӑрӑм Урош хресченсӗр пуҫне тӑваттӑшӗ те ҫак хуларан, ҫавӑнпа вӗсем хула хӗрринчи ҫуртсене пит лайӑх пӗлеҫҫӗ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Епле шутлатӑн эсӗ, Сима тусӑм, нимӗҫсене ҫавӑн чухлӗ одеколон мӗн тума кирлӗ-ши? — терӗ Джурдже, нимӗҫ салтакӗн ранецне пӑлхатса.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ялта ҫӗр каҫма вырнаҫнӑ виҫӗ вырӑс салтакӗн ҫапӑҫура вӗреннӗ опычӗсем вӗсемшӗн питӗ те вырӑнлӑ пулнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Виҫӗ совет салтакӗн пурнӑҫӗ епле тулли пулсан та, вӗсене тӑватӑ ҫӗршыв урлӑ е икӗ пин километр ытларахра выртакан тӑван ҫӗршывӑн Хӗрлӗ Ҫарне ҫитес шухӑш тунсӑхлатнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Ҫакӑнта вара тӑватӑ совет салтакӗн шухӑшласа тунӑ ҫулне вӑрӑмлатакан тата улӑштаракан ӗҫ пулса иртнӗ.И тут произошло то, что изменило и очень удлинило путь четырёх советских солдат.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Анчах ҫак тӑватӑ совет салтакӗн киле каяс ҫулӗ хӑйсем шутланӑ пек ҫӑмӑлах пулман.Но не таким коротким и не таким лёгким оказался путь четырёх советских солдат домой.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Манӑн та ҫак пӗр пытармасӑр, пӗр хитрелетмесӗр каласа панӑ калавӑма, паллӑ мар совет салтакӗн вилтӑпри ҫине салтаксен чечен чечек ҫыххисемпе, пуҫ кӑшӑлӗсемпе юнашар хурас килетчӗ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Тепӗр кунне, Славутӑран кӑнтӑртарахри хула ҫывӑхӗнчи ялта, ун чухне нимӗҫ коменданчӗ пурӑннӑ ҫурт умӗнчи площадьре, урисем ҫине вараланчӑк ҫӗтӗк-ҫурӑк бинт чӑрканӑ ҫамрӑк ҫын, совет салтакӗн формине тӑхӑннӑскер, сарлака йывӑҫ турачӗ ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
- 1
- 2