Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

салансан (тĕпĕ: салан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак каҫран вара канӑҫне ҫухатрӗ хӗр, каҫсеренех, вӑйӑ салансан, пӗве хӗррине йӑпшӑнса пырать те йывӑҫсен хӳттине пытанса вӑрттӑн сӑнама пуҫлать.

Помоги переводом

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Якур, вӑйӑ салансан та, урам тӑрӑх Магдальпе каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуху салансан, киле кайма Якур партком секретарӗпе пӗрле тухрӗ.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш сменӑсем ӗҫ пӗтерсе салансан та канмасть аслӑ стройка.

Помоги переводом

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрсем килӗсене салансан вара сӗтел ҫине хаҫатпа чӗркенӗ сетка пырса хучӗ те, пукан ҫине вырнаҫса, хӑйпе чиксе тухнӑ сысна какайӗпе апатланчӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кайран, митинг салансан, пӗтӗм халӑхпа пӗрле, Мухаровсем те Атӑл хӗрринелле утрӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑнасем салансан, эпӗ Кульккаран Прухур тимӗрҫӗ ҫинчен ыйтрӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ваттисемпе авланнисем, ушкӑншарӑн пуҫтарӑнса, Яшмари тӑванӗсем патне хӑнана салансан, пилӗк-ултӑ ял ҫамрӑкӗсем улӑхах юлчӗҫ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран халӑх салансан, мӗн пулас пекки пулса иртсен шутласа пӑхрӗ те, тӗрӗс каланӑ иккен — уншӑн паян чӑнах та чӑвашсене телей валеҫсе панӑ пекех туйӑнчӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑнасем салансан, Михала пӑтраннӑ куҫӗсемпе, йывӑрланнӑ куҫ хупаххисене аран-аран уҫса, шухӑша кайнӑ ҫын пек пӗр ҫӗре пӑхатчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Эх, Петя, Петя, — терӗ мана Римма, ачасем палаткӑна салансан.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Каҫалапа, ачасем шкултан салансан, эпӗ Катя патне кайрӑм.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫ пуласпа халӑх салансан, эпӗ пусса тухса пӑхрӑм.

Помоги переводом

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халӑх салансан, пуянсен йыттисем пирӗн пахча карти ҫумӗнчи ҫерем ҫине ларса ӗҫнӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрсемпе каччӑсем Вӑйӑран салансан, Ҫичӗ ҫӑлтӑр тайсан алтӑрне, Улӑхри чечексем Сывлӑмпа тӑрансан — Уҫайсамччӗ, савни, чӗрӳне!

Помоги переводом

Ҫӑлтӑрсем сӳниччен // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 4 с.

Каҫсерен ҫынсем киле салансан ӗҫлет.

Она работала по вечерам, когда люди расходились по домам.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑйӑ ҫынни салансан Пайтах вӗсем калаҫрӗҫ, Ыталаса пӗр-пӗрне Тӗттӗм ҫӗрте ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ырӑ-сывӑ чух килӗрсене салансан, тен, аванрах пулӗ…

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мускав воеводипе тата вырӑс элчипе Сахиб-Гирей каярахпа, диван салансан тин, калаҫрӗ.

Помоги переводом

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхи апат вӗҫленсен, хӑнасем салансан Эсборн арӑмӗ патне пычӗ, ӑна куҫӗсенчен пӑхрӗ, аллинчен чуп турӗ, пуҫӗ кӑштах ыратнине уҫӑ сывлӑшра хӑваласа яртарма пӗр вунӑ минутлӑха урама тухасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Когда ужин кончился и гости разъехались, Эсборн подошел к жене, посмотрел ей в глаза и, поцеловав руку, сказал, что выйдет из дома минут на десять для того, чтобы свежий воздух прогнал легкую головную боль.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней