Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тӗрӗсех мар пуль ҫав сан саккуну, — хирӗҫ сӑмах хушрӗ Сахрун, — тӗрӗсех мар пулӗ ҫав…
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
32. Анчах пирӗн аттемӗрсем, саккуна йышӑнсан, ӑна вырӑна килтермен, Эсӗ хунӑ йӗркесене те астуса тӑман, ҫапах та Санӑн саккунун ҫимӗҫӗ пӗтмен, вӑл пӗтме те пултарайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Санӑн саккуну пулнӑ, 33. анчах саккуна йышӑннисем мӗн акнине упраса хӑварайман та — пӗтнӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Санӑн мухтавлӑху тӑватӑ хапха витӗр — вут-ҫулӑм, ҫӗр чӗтревӗ, ҫил тата сивӗ витӗр — иртнӗ, ҫапла Эсӗ Иаков вӑрлӑхне саккун панӑ, Израиль йӑхне ӳкӗтсем панӑ, 20. анчах вӗсенӗн ултавлӑ чӗрисене туртса илмен: Хӑвӑн саккуну ҫав чӗресенче ҫимӗҫ кӳтӗр тенӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
174. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫӑласса тем пек ӗмӗтленетӗп, Санӑн саккуну лӑплантарать мана.174. Жажду спасения Твоего, Господи, и закон Твой - утешение мое.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
142. Санӑн тӳрӗлӗхӳ — ӗмӗрхи тӳрӗлӗх, Санӑн саккуну — чӑнлӑх.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
92. Мана Санӑн саккуну лӑплантарман пулсассӑн, эпӗ инкек-синкекӗмпех пӗтеттӗм.92. Если бы не закон Твой был утешением моим, погиб бы я в бедствии моем.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
77. Хӗрхенекен кӑмӑлу мана ҫитинччӗ, вара эпӗ пурӑнӑп: мана Санӑн саккуну лӑплантарать.77. Да придет ко мне милосердие Твое, и я буду жить; ибо закон Твой - утешение мое.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне каларӑм: хамах пыратӑп, терӗм; ман ҫинчен кӗнекере ҫырса хунӑ: 9. эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех, терӗм.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ вӗсене астутарсах тӑнӑ: Хӑвӑн саккуну енне ҫаврӑнма ӳкӗтленӗ, анчах вӗсем чурӑсланса Санӑн ӳкӗтӳсене уяман, Эсӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑннӑ — пурӑнас тесессӗн, этемӗн Санӑн саккунна пурнӑҫламалла-ҫке!
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1