Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сылтӑмра — тӗксӗм, кичем вакунсен речӗ, сулахайра — хӑйӑрлӑ пӗчӗк ҫул, ун хӗррипе пӳрт умӗнчи пӗчӗк садсен хысакӗсем тӑсӑлаҫҫӗ; тӳпери ҫурма сӗмлӗхре йывӑҫ тӑррисем салхуллӑн хуралса ҫатӑлтатаҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тисса ҫинчен вӗрекен ҫил, хӑйӗн ҫуначӗ ҫине лартса, чечеклӗ садсен ырӑ шӑршне, юханшыв сулхӑнлӑхне илсе килет.Прибрежный тисский ветерок нес на своих крыльях хмельной дух цветущих садов и речной свежести.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хуралтӑсен, садсен хыҫӗпе пытӑмӑр.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ылтӑн тулӑпа ыраш куписем, тем ҫӳллӗш йӑтӑнса выртакан шултӑра купӑста пуҫӗсем, хӑвӑрт пулакан хӗрлӗрех тӗслӗ ҫӗрулми, арбузсемпе дыньӑсем — хирсемпе садсен ҫимӗҫӗсем.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Садсен ҫӑра ешӗллӗхӗсем варринче аулсемпе хуторсен шап-шурӑ стеналлӑ пӳрчӗсем шуралса лараҫҫӗ.В густой зелени садов белели меловыми стенами хаты аулов и хуторов.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл тӳрӗ ҫулпа утать, пӗрре шурӑ садсен чӑтлӑхӗнче пытанать, тепре каллех хӗвел питтине, иҫӗм ҫырлин халлӗхе ҫара лаптӑкӗсем ҫине тухать.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сала садсен калӑр шупӑрне уртса янӑн, хӑй ҫине йӑлтӑркка парӑссем карнӑн тата вӗсем ҫинче ҫӑмӑллӑн уртӑнса тӑнӑн курӑнать, кӑшт ҫил вӗрсенех вӑл тапранса ишсе каяссӑн туйӑнать…
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Машинӑсем тӗссӗр тинӗс тӑрӑх вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, фермӑсем сулкаланаҫҫӗ садсен парӑсӗсем айӗнче, тирекӗн ҫӳлӗ мачтисемпе тӗтре ӑшнелле ишеҫҫӗ.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кил-ҫурт тирпейӗшӗн тӑрӑшнӑ пекех, пирӗн парксемпе урамсен, садсен, хамӑр ӗҫлекен ҫуртӑн тасалӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.
Кулленхи пурнӑҫ тирпейӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Унта-кунта ҫеҫ упранса юлкаланӑ садсен татӑк-кӗсӗкӗсем хупӑрласа илнӗ чул ҫуртӑн ишӗлчӗкӗсем ҫине, типсе ларнӑ ҫӗленсенни пек чӑлӑш-чалӑш глицинийсем хушшине Воропаев ирхи апат тума ларчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хула тавра ешерен садсен кӑвак талкӑшӗсем икӗ тӑвӑн ансӑр хушшине кӗмелли вырӑнта йӑсӑрланса тӑракан тӗтрене аса илтереҫҫӗ.Серые массивы садов вокруг города напоминали клубящийся у входа в ущелье туман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Юнланнӑ ҫӗре ылтӑн тулӑпа, хӗвел тӗслӗ хӗвелҫаврӑнӑшӗпе, чечекленекен садсен шурӑ илемӗпе витӗпӗр.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ем-ешӗл садсен хушшинче ҫав ҫутӑсем ытла та ыррӑн курӑнаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ун куҫӗ умне тинӗс евӗр хумханакан садсен ешӗл тумӗ тухса тӑчӗ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Пӳртсен чӳречисене картласа ларакан чие йывӑҫҫисемпе, симӗс ҫулҫисене тата ҫимӗҫӗсен ҫамрӑк тӗввисене хӗвел еннелле кӑнтарнӑ улмуҫҫийӗсемпе пӗрле казаксен ирӗклӗн сарӑлса ларакан килӗ-ҫурчӗсем — вӗсем пурте садсен ҫӑра чӑтлӑхӗсем айӗнче — ҫав юханшыв патнелле икӗ енчен тӑсӑлса анаҫҫӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗҫ ак хутор пуҫланмалла; умра садсен хура мӗлкисем, пӗчӗк тӑвайкки ҫинчи часавай юпи, сарлака тӑкӑрлӑк.Вот-вот хутор, черные купы садов, часовенка на пригорочке, широкий проулок.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун чухне Листницкий Елански станица чиккинчи сӑрт тӳпинченех, пӗр вун-вун икӗ ҫухрӑмран пулӗ, айлӑмри садсен симӗс мӗлкине тата кӑшласа янӑ шӑмӑ пек шуррӑн курӑнакан чиркӳн ҫӳллӗ тӑррине асӑрхаса илнӗччӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак вӑхӑтра машина сӑртран анчӗ те, кӗпере, Кубанӗн анлӑн сарӑлнӑ шывне, ҫыран леш енчи садсен тӗксӗм мӗлкисене ҫутатрӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа эпир хамӑрӑн учӗнӑй-практиксем валли Родниковскинче, вӑл сӑртра ларнине тата унта выльӑх ӗрчетме лайӑх вырӑн пулнине шута илсе, — Зооветеринарин районти ҫуртне туса парас, терӗмӗр: Рощенскинче, вӑл тӗштырӑ хуҫалӑхӗн центрӗнче ларнине шута илсе, — Агротехникӑпа вӑрлӑх ӗрчетмелли ҫурт; садсен пуянлӑхӗпе чапа тухнӑ Белая Мечеть станицинче — Мичуринецсен ҫуртне; пирӗн энергетика центрӗ пулса тӑракан Усть-Невинскинче — электриксемпе механизаторсен ҫуртне тума палӑртрӑмӑр.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1