Поиск
Шырав ĕçĕ:
савӑнӑҫӑмӑр (тĕпĕ: савӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Казаксем урсах кайрӗҫ тейӗн — кӑшкӑрашаҫҫӗ: «Дон!.. Пирӗн Дон! Лӑпкӑ Дон! Аттемӗр, савӑнӑҫӑмӑр! Ур-р-ра-а-а-а-а!» — унтан хайхи кантӑк витӗр, кӗперӗн тимӗр карлӑкӗ урлӑ тӳрех шывалла, карттусӗсене, кивӗ шинелӗсене, минтер пичӗсене, кӗпи-йӗмӗсене, ытти ӑпӑр-тапӑрӗсене ывӑтма пуҫлаҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
20. Эсир — пирӗн мухтавӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килсессӗн, Унӑн умӗнчи пирӗн шанчӑкӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр, пирӗн мухтавӑмӑр эсир мар-и-ха?
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22. пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23. чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1