Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вӗсемпе интересленсе кайнӑ та вӗсемпе кампа та пулин паллашма тӑрӑшнӑ; унӑн вара Кирсановпа тӗл пулма май килнӗ, ҫавӑнтан вара унтан урӑхла ҫын, Никитушка Ломов тата ригорист, пуласси пуҫланнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметовӑн Петербургри пӗлӗшӗсем никам та унӑн тӑванла ҫыхӑнӑвӗсем ҫинчен, унӑн укҫа-тенкисем ҫинчен пӗлмен пулсан, паллакансем вара пурте ӑна икӗ ятпа чӗннине пӗлнӗ; ҫав ятсенчен пӗри «Ригорист» текенни — пирӗн калавра тӗл пулнӑччӗ ӗнтӗ; ригорист тесе чӗннине вӑл хӑйӗн яланхи пек тӗксӗмрех савӑнӑҫлӑ куллипе йышӑннӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Виҫӗ шухӑшлавҫӑ курӑк ҫине выртса малалла тавлашма тытӑнчӗҫ; халӗ ӗнтӗ огюст — контист Дмитрий Сергеич пулса тӑчӗ, офицер схематист пулчӗ, анчах ригорист ригористах пулса юлчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.

- 1