Поиск
Шырав ĕçĕ:
Виҫӗ ҫухрӑм ытла кайсан, вӗсем Элнет юханшывӗ урлӑ каҫрӗҫ, марисен ращине кӗчӗҫ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хайхи Пакӑш ращине ҫитетпӗр…
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак ҫынна эпӗ хампа пӗрле сунара илтӗм, Иста хӗрринчи пысӑк хурӑн ращине унпа пӗрле тягӑна кайрӑм.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Партизансем иртнӗ каҫхине пулнӑ тирек ращине ҫитсен, Павӑл колоннӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ те, хӑвалӑхри чӑтлӑха тӗрӗслесе тухсан, партизансене хӑй патне чӗнчӗ.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Халь хула хӗрринчи хурӑнсен ращине каятпӑр, — пӗлтерчӗ Арсен Ваганович.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫак ҫынна илсе кайрӑм та ӗнтӗ эпӗ сунара, Иста хӗрринчи пысӑк хурӑн ращине ҫавӑнпа иксӗмӗр кайрӑмӑр…
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Батальон ӗнтӗ, пӗчӗк юханшыв леш енчи хурӑн ращине кӗрсе, курӑнми пулнӑ.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Унтан, ҫанталӑк пӑчӑланса ҫитсен, урапа ҫине сӑмавар лартса, эрехсем тиесе, хурӑн ращине янӑ пулӑттӑмӑр, унта пулмасан — хире, ҫулса пуҫтарнӑ курӑк ҫине, капансем хушшине кавирсем сарса окрошкӑпа тата бифштекссем таранах ҫисе ырӑ курнӑ пулӑттӑмӑр.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей тӑтӑшах, ӗҫрен е чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗнчен уйрӑлса, вечертан е балран тухса кайса, Обломовӑн сарлака диванӗ ҫинче ларма, кахаллӑн иртекен калаҫура хӑйӗн пӑлханнӑ е ывӑннӑ чӗринчи йывӑрлӑха сирсе яма, лӑплантарма ун патне пынӑ, вара яланах, тӗлӗнмелле чаплӑ залӑран тӑван килне таврӑннӑ пек е кӑнтӑр ҫанталӑкӗн илемӗнчен уйрӑлса хӑй ача чухнехи выляса-кулнӑ хурӑн ращине таврӑннӑ ҫын пек, чуна лӑплантаракан туйӑма сиснӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне тата вӑл ҫав тери ҫирӗп, сывлӑхлӑ та хавас вӑранать; туять вӑл: ун ӑшӗнче, пӗр-пӗр шуйттан ҫури кӗрсе вырнаҫнӑ пекех, темскер вӗресе тӑрать; ҫак шуйттан ҫури ӑна е хуралтӑ тӑррине хӑпарма, е хӑла лаша утланса ҫаран ҫине, утӑ ҫулнӑ ҫӗре, сиккипе чуптарма е карта ҫине хӑпарса ларма, е ялта йытӑсене вӑрҫтарма илӗртет; е сасартӑк унӑн урам тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳресси килет, унтан хире, шырлан тӑрӑх хурӑн ращине ҫитесси, виҫҫӗ сиксех типӗ ҫырма тӗпӗнче пуласси, е ачасемпе пӗрлешсе кайса юрпа вылясса, вӑй танлаштарса пӑхасси килет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл картишӗнчен те чупса тухать: унӑн хурӑн ращине каяс килет; раща ҫав тери ҫывӑх пек туйӑнать ӑна, тавра ҫулпа мар, канавсемпе ҫатан картасем, шӑтӑксем урлӑ чупса тӳррӗн кайсан, вӑл ун патне пилӗк минутрах ҫитнӗ пулӗччӗ; анчах вӑл хӑрать: унта арҫурисем те, вӑрӑ-хурахсем те, хӑрушӑ тискер кайӑксем те пур, тесе калаҫаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна хӑй тухнӑранпа ҫур сехет те ытла иртнӗ пек туйӑннӑ, анчах вӑл Жадрино ращине те ҫитеймен-ха.Но ему казалось, что уже прошло более получаса, а он не доезжал еще до Жадринской рощи.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Малтанлӑха пӗр ҫирӗм ҫын ярас, вӗсем вӑрӑ-хурах ращине тасатса та тухӗҫ; халӑхӗ хӑравҫӑ мар, пӗчченшерӗн упана хирӗҫ тухаканскерсем — хурахсенченех тарас ҫук.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Владимир хӑвӑрт ҫаврӑнса утрӗ, вӑл пуринчен мала иртрӗ те Кистенёвка ращине кӗрсе ҫухалчӗ.Владимир поспешно удалился, всех опередил и скрылся в Кистеневскую рощу.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Владимир вара хурӑн ращине тата унтан кӑшт сулахаярахри уҫӑ вырӑнта ларакан хӗрлӗ ҫивиттиллӗ, шупкалса кайнӑ ҫурта курчӗ; унӑн чӗри хытӑрах тапма тытӑнчӗ: куҫӗ умне Кистенёвка ялӗ тата ашшӗн чухӑн ҫурчӗ тухса тӑчӗҫ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1