Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ращасемпе (тĕпĕ: раща) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Везувин пӗтӗм анат пайӗ садсемпе, виноградниксемпе, ращасемпе, олива тата улма-ҫырла йывӑҫҫисемпе, виллӑсемпе, керменсемпе витӗннӗ.

И вследствие этого вся нижняя часть Везувия была сплошь покрыта садами, виноградниками, рощами, виллами, дворцами.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӗсем пурте ҫул хӗрринчи ращасемпе варсене ерипен кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ.

Постепенно все это рассасывалось по придорожным рощам и оврагам.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Сукмак малтан хаваслӑ ҫарансем урлӑ, унтан ӑвӑс ращасемпе шурлӑхлӑ ҫирӗклӗх витӗр ҫӗлен пек явкаланса иртрӗ, кайран вӑл хыр вӑрманӗ хӗррине пырса тухрӗ.

Тропинка вьется сначала через веселые луга, через осиновые рощи, через болотистый ольшаник, а потом робко подходит к опушке хвойного леса.

Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хуларан адмиралтействӑна вӑл ращасемпе лачакасен хӗррипе иртсе пыракан «Нева перспективӗ» текен аллея тӑрӑх утса пынӑ.

От города к Адмиралтейству он прошел по аллее — «Невской перспективе», которая тянулась мимо рощ и лужаек.

Адмиралтейски верфь // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Хӗвелтухӑҫ енче, пӗчӗк ращасемпе хупланнӑ аякри сӑртсем хыҫӗнче, тупӑ пенӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ те темиҫе секундранах снаряд шӑхӑрни илтӗнчӗ.

На востоке, за второй грядой высот, покрытых рощицами, глуховато стукнуло орудие, и через несколько секунд донесся свист снаряда.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней