Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

районӗсемпе (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дурбан хули — хӑвӑрт ӳсекен хула районӗ тата пысӑк порт, ҫӗршывӑн ытти районӗсемпе чукун ҫулсемпе аван ҫыхӑннӑ.

Город Дурбан — быстрорастущий городской район и крупный порт, хорошо связан железными дорогами с другими районами страны.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Ҫав чугун ҫулсем Мускава, ун урлӑ Мускав ҫывӑхӗнчи промышленноҫлӑ центрсене Совет Союзӗн пит инҫетри районӗсемпе ҫыхӑнтарса тӑраҫҫӗ.

Они соединяют Москву, а через нее и ближайшие промышленные центры, с отдаленными районами Советского Союза.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ПР Экологи министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци регион районӗсемпе хулисем хушшинче ӑмӑртулла пулса иртет.

. Как сообщили «Башинформу» в пресс-службе минэкологии РБ, акция пройдет в виде соревнований между районами и городами региона.

Пушкӑрт ҫыннисене "Кивӗ хута пар — йывӑҫ ҫӑлса хӑвар!" акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... ne-3446401

Комсомольски тата Елчӗк районӗсемпе ӗҫлекен ҫар комиссарӗн пулӑшуҫи Герольд Серебров, Росгварди подполковникӗ, «Витязь» подразделенин хатӗрлев ушкӑнӗн командирӗ Батр Корнилов, ятарлӑ хатӗрлев ушкӑнӗн командирӗн ҫумӗ Антон Величко та сӑмах каланӑ, паянхи кун чӑн-чӑн патриот пулмаллине, мирлӗ тӳпешӗн кӗрешмеллине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Коррупципе кӗрешес ӗҫе Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ районӗсемпе Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче тӗплӗ тишкерӳ туса ирттернине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Помоги переводом

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Каҫал, Елчӗк, Канаш, Вӑрмар, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай районӗсемпе ҫыхӑннӑ статьясемпе хыпарсем пур теме пулать.

Можно сказать, что есть немного статей и новостей, связанных с Яльчикским, Канашским, Урмарским, Вурнарским, Красночетайским районами.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Вӗсем хамӑр район территорийӗнче кӑна мар, Тӑвай, Канаш районӗсемпе те ӗҫлеҫҫӗ, тепӗр чух Куславкка районне те ҫул тымалла пулса тухать.

Помоги переводом

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Пирӗн районти почтамт Вӑрмар тата Куславкка районӗсемпе Куславкка хулине пӗрлештерсе тӑрать.

Помоги переводом

«Раҫҫей Почти» халӑхшӑн тӑрӑшать // И.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9749-raccej- ... n-t-r-shat

2021 ҫулта Канашри районсем хушшинчи следстви пайӗ Канаш хулинчи, Канаш, Тӑвай, Йӗпреҫ районӗсемпе ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Эпир кунти вырӑнсемпе — пулас ҫапӑҫусен районӗсемпе паллашатпӑр.

Мы знакомились с местностью — районом будущих военных действий.

6. Хатӗрленӳ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Январӗн 2-мӗшӗнче шурӑмпуҫ килсен ҫулҫӳревҫӗсем ылтӑн тӑприн районӗсемпе Тальбот округӗн чиккисенчен иртрӗҫ.

2 января на рассвете путешественники миновали границу золотоносных районов и округа Тальбот.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ротӑсен оборона районӗсемпе опорнӑй пункчӗсене хӑш вырӑна тунине, тӗп позицисемпе запаслӑх позицисене мӗнлерех алтса хатӗрленине тата тӳрӗ наводкӑпа пемелли тупӑсене ӑҫтарах вырнаҫтарса лартнине вӑл хӑй тӗрӗслет.

Он лично проверил, где были выбраны ротные районы обороны и их главные опорные пункты, как были отрыты основные и запасные позиции, где устанавливались орудия для стрельбы прямой наводкой.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл Федераллӑ Казначействӑн Чӑваш Республикинчи функцийӗсене Вӑрмар тата Куславкка районӗсемпе пӗрле пурнӑҫласа патшалӑх финанс ресурсӗсене контрольлесе тытса пырать.

Помоги переводом

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Ҫак кунсенче республикӑн районӗсемпе хулисенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли пухусем иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ваннӑ сӗтел-пуканлисем шӑнман пӑрпа лартса янӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21417.html

Чӑваш Ен Транспорт министерствине муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсемпе пӗрле ҫул ҫинчи транспорт аварилӗхӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва лайӑхлатма тата автомобиль ҫулӗсен хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме пулӑшакан хушма мерӑсен комплексне туса хатӗрлеме хушатӑп.

Поручаю Минтрансу Чувашии совместно с администрациями муниципальных районов и городских округов разработать комплекс дополнительных мер, направленных на улучшение ситуации с дорожно-транспортной аварийностью и повышение безопасности на автомобильных дорогах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

«Чӑваш Республикинче пурӑнакансене 2009-2020 ҫулсенче ӗҫмелли паха шывпа тивӗҫтересси ҫинчен» программӑпа килӗшӳллӗн, район территорийӗнче 38,8 километр тӑршшӗ ушкӑнлӑ (унта Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсемпе Комсомольски районӗн кӑнтӑр пайӗ кӗреҫҫӗ) водовод тӑвасси вӗҫленчӗ, районти 13 яла шыв пӑрӑхӗсем вырнаҫтарнӑ.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Вӗсем Ҫӗмӗрле (13 объект), Сӗнтӗрвӑрри (10), Элӗк (1), Куславкка (1), Красноармейски (1), Шӑмӑршӑ (1), Елчӗк (1) районӗсемпе Канаш хулинче (1).

Они в Шумерлинском (13 объект), Марпосадском (10), Аликовском (1), Козловском (1), Красноармейском (1), Шемуршинском (1), Яльчикском (1) районах, в городе Канаше (1).

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Шӑматкун Патӑрьел районӗнче пулнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Правительство членӗсемпе, муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттерчӗ.

Помоги переводом

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней