Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

районта (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Кунсӑр пуҫне Комплекслӑ программӑпа килӗшӳллӗн районта тата мӗнле пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене палӑртнӑ-ха?

Помоги переводом

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Ҫул-йӗр тӑвасси тата вӗсене юсасси, котельнӑйсене ҫӗнетесси, ҫӗнӗ шкулсемпе культура учрежденийӗсене, фельдшерпа акушер пункчӗсене хута ярасси - ҫак ыйтусем пурте канӑҫсӑрлантараҫҫӗ районта пурӑнакансене.

Помоги переводом

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Паянхи куна районта сасӑлава хутшӑнма пултараканнисем пӗтӗмпе 13405 ҫын шутланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Ку тӗлӗшпе районта сасӑлав мӗнле йӗркепе иртесси ҫинчен Элӗк территори суйлав комиссийӗн председательне Виктор Кротова каласа пама ыйтрӑмӑр.

Помоги переводом

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Мускавра коронавирус каллех «тапӑннине» кура Чӑваш Енре, пирӗн районта хамӑра мӗнле тытмалла, мӗн ҫине тимлӗх уйӑрмалла?

Помоги переводом

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

«Демографи» наци проекчӗ шучӗпе районта «Хӗрарӑмсене ӗҫпе тивӗҫтересси – виҫӗ ҫулчченхи ачасен шкулчченхи вӗренӗвӗ валли условисем туса парасси» регион проекчӗ пурнӑҫа кӗнӗ.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Районта 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 327 пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗ ӗҫлет (пӗлтӗр вӗсен шучӗ 323-пе танлашнӑ).

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Вӗренекенсем ҫинчен калаҫнӑ май тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла, мобилизациленӗ граждансен шкулта пӗлӳ илекен ачисене районта уйӑхсерен икӗ пин тенкӗ социаллӑ стипенди те тӳлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Ни ялти магазинра, ни районта ҫук.

Помоги переводом

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Эпир хамӑр районта ялан вылятпӑр.

Помоги переводом

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Кӑҫалтан кашни районта ҫак федераллӑ РССМ общественный организаци пур.

Помоги переводом

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Пограничник-ветерансем районта хӑйсен халӑх пурӑнакан вырӑнсенче чи малтан пур вӑхӑтри пограничниксене асӑнса асӑнмалӑх стелӑсем лартма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Виҫӗ районта ӗҫсене вӗҫленӗ.

Помоги переводом

Ака вӗҫленнӗ хуҫалӑхсем те пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61152

Пурӑна киле Сулагаев пуҫӗ ҫине те ҫавнашкал инкек татӑлса анчӗ: вырӑнтан вырӑна куҫса икӗ-виҫӗ шкула ҫитрӗ, пӗр ҫул кӳршӗ районта та ӗҫлесе пӑхрӗ, унта та тӗпленсе вырнаҫаймарӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Паянхи кун районта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ пӗртен-пӗр ветеран-фронтовик — Илья Степанович Волков (Чӑваш Тӑрӑмӗ) пурӑнать.

Помоги переводом

Ветеран 102 ҫулпа пырать // Галина МАЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/%d0%b2%d0%b ... %82%d1%8c/

Халӑх та пирӗн районта нумай пурӑнать.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Вӑл 6 районта вырнаҫнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Ҫулсеренех районта патриотла акцисене йышлӑн ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

— Аташса кайсан, сирӗн районта аташса каймалӑхах вӑрмансем пур, тесе савӑннӑ та пулӑттӑм-ха та, анчах вырӑна та ҫитмелле тата…

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эпӗ ҫав тери хаклӑ та кирлӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ районта оборона тытса тӑратӑп.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней