Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗмсене (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елкӑсене, уяв ирттермелли пӳлӗмсене тӗрлӗ тӗслӗн ялтӑртатакан электроҫутӑсемпе, хӑвӑрт хыпса илме пултаракан теттесемпе илемлетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Хӗрарӑмсем, ав, тырра кӗлете кӗртиччен малтан шӑналӑксем ҫине типӗтме сарса хураҫҫӗ, кӗлетре теприсем шӑкӑлтатса калаҫни илтӗнет — пушӑ пӳлӗмсене тырӑ хума хатӗрлеҫҫӗ пулмалла.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хваттере кӗрсен, Анюта тӳрех пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Рамана пырса ыталарӗ те урай варринче вальс ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗнӗ профессисем уҫнӑ, пӳлӗмсене илемлӗ юсав ирттерсе хӑтлӑлатнӑ.

Помоги переводом

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Сасӑламалли пӳлӗмсене стационарлӑ тата алӑпа тӗрӗслеме май паракан хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре пӗрлехи сасӑлав кунӗнче хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/31/chav ... rushsarlah

Ватӑсене пӑхнисӗр, пӳлӗмсене тирпей-илем кӳнисӗр пуҫне кунта пурӑнакансен чунне мӗн ыраттарнине итлеме, лӑплантарма та хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ытти пӳлӗмсене кӗрсен те вӑл чи малтан сӗтел-пукан йӑхӗ-тӗпӗпе паллаштарма васкарӗ:

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алла Леонидовна пӳлӗмсене кӗрсе курнӑ май кунта мӗнлерех дизайн пулассипе интересленчӗ, тематикӑллӑ классем йӗркелеме сӗнчӗ.

Помоги переводом

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Ку вӑхӑта пӳлӗмсене хӑтлӑх кӗртессипе тимлеме пуҫланӑ, ҫурт тӑррине витеҫҫӗ, канализаци тытӑмне тӗпрен улӑштараҫҫӗ, электричество ҫутипе тивӗҫтерес тытӑмра монтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Территорипе пӳлӗмсене тирпейлесси пирки ӗҫ килӗшӗвӗнче пур ҫынна канмалли кунсенче субботнике явӑҫтарсан, ун ячӗпе ӗҫе тухать тесе хут ҫырмалла, уншӑн сахалтан та икӗ хут пысӑкрах тӳлемелле.

Помоги переводом

Тавралӑха тирпейлес тесен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60950

Енчен те территорипе пӳлӗмсене тирпейлесси ҫыннан тивӗҫӗ мар пулсан, вӑл субботнике тухмасан та пултарать.

Помоги переводом

Тавралӑха тирпейлес тесен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60950

— Халех фермӑна кай та витери пӳлӗмсене тепӗр хут тасат, — ҫирӗппӗн хушрӗ инкене Марина.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗрремӗш семестрти экзаменсене тытнӑ хыҫҫӑнах вӑл хӑй пурӑнакан общежитирех кочегар ӗҫне вырнаҫрӗ: путвалта, чан пек пысӑк хуранти шыва пӳлӗмсене пӑрӑхсем тӑрӑх ӑшӑ парса тӑмалла вӗрилетсе, вӗретсе, кӑмака хутса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Канмалли кун уншӑн заводра ӗҫленӗ кунсенчен те кансӗртерех: ирех тӑрса пӳлӗмсене тирпейлемелле, урай шӑлмалла, апат пӗҫермелле, кӗпе-йӗм ҫумалла, якатмалла, пасара кайса килмелле, ачасене шыва кӗртмелле — сахал-им хӗрарӑм ӗҫӗ!..

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макарӑн мастерскойӗ Художник ҫуртӗнче пулин те, Натюш пӳлӗмсене куллен тасатса-тирпейлесе тӑрать пулин те, ҫапах кунта художник пурӑнни сисӗнет: стенасем ҫинче кӑранташпа, тушпа ӳкернӗ эскизсем, тӗрлӗрен репродукцисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; австракционистсем евӗрлӗ ӳкернӗ «картинӑсем» хушӑран алӑксем ҫинче е чӳрече янаххисем ҫинчех курӑнкалаҫҫӗ — ку вара Кӗҫтукпа Альтук произведенийӗсем.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

- Ҫурт проектне хамах тунӑ, - тет кил хуҫи пӳлӗмсене кӑтартса ҫӳренӗ май.

— Проект дома был создан мной же, — говорит хозяин, знакомя с комнатами.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Унта утса ҫӳремелӗх те, пӳлӗмсене кӗрсе канмалӑх та вырӑн пур.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ӗҫсене пур нормативсене пӑхӑнса завод ӑнӑҫлӑ ӗҫлетӗр тесе пурнӑҫларӑмӑр. Производствӑра кирлӗ пӳлӗмсене те йӑлтах пӑхса хӑварнӑ: сӗт-ҫу цехӗ, хатӗр продукцие упрамалли склад, лаборатори, технолог кабинечӗ тата ытти пӳлӗмсем. Кунта ӗҫлекен рабочисем валли те условисем хатӗрпе пӗрех. Ҫав шутра хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душ кӗмелли», - ӑнлантарнӑ Сергей Вячеславович.

Помоги переводом

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

«Ӗҫсене пур нормативсене пӑхӑнса завод ӑнӑҫлӑ ӗҫлетӗр тесе пурнӑҫлатпӑр. Производствӑра кирлӗ пур пӳлӗмсене те пӑхса хӑварнӑ: сӗт-ҫу цехӗ, хатӗр продукцие упрамалли склад, лаборатори, технолог кабинечӗ тата ытти пӳлӗмсем. Кунта ӗҫлекен рабочисем валли те условисем хатӗрлеҫҫӗ: хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душ кӗмелли», - ӑнлантарса панӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Сергей Вячеславович.

Помоги переводом

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Газпа вара апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, пурӑнмалли пӳлӗмсене ӑшӑтма ҫеҫ усӑ курмалла.

Помоги переводом

Газ кӗртме пулӑшаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/gaz-kertme-pulashacce.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней