Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗҫерет (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӳлӗме кӗтӗм те эсир тӗлӗкре калаҫнине, йывӑррӑн сывланине илтрӗм, вара сирӗн ҫамкӑра тытса пӑхрӑм, — пӗҫерет, тарланӑ…

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пуҫ пӗҫерет, ыратать.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫӗрле вӑл, кӑмака хутса, пӳрте ӑшӑтать, хур ашӗ пӗҫерет, ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн выртса канать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пекарньӑра… ҫӑкӑр пӗҫерет.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вут пек пӗҫерет Укаҫ хулӗ, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сарӑлать Укаҫ хӗрӗвӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унта мама радио итлет, ташлать, икӗ хӑмла ҫырли торчӗ пӗҫерет.

Там мама слушала радио, танцевала и пекла два торта с малиной.

Торт // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/636

– Хӑй тӑртӑр чӗтрет, кӑвар пек пӗҫерет.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрачасем ҫавӑнтах амӑшне шырама чупрӗҫ, лешӗ кухньӑра «Графские развалины» ятлӑ торт пӗҫерет.

Помоги переводом

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Ҫӗр саслӑн кашласа, сӑмавар вӗреме кӗрет, кӑмакари вутӑ шӑрт-шарт туса ҫунать, амӑшӗ, хӑйӗн курма килне ывӑлӗ ячӗпе, ҫатми ҫине ахаль чухнехинчен икӗ хут ытларах ҫу хурса, икерчӗ пӗҫерет.

Помоги переводом

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

«Мӗне пӗлтерет ку, мӗне пӗлтерет? — шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫаврӑнать Тарас пуҫӗнче, унӑн пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерет, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Вӗсем, тен, халь манран кулса лараҫҫӗ пуль?» — пӑшӑрханать вӑл.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Мӗн пӑшӑл пӑтти пӗҫерет вӑл? — ыйтрӗ патька-патша ҫак хресченрен.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк-кӗрчӗк пӗҫерет — Хуран пӑтти хатӗрлет.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл шӑллӗн ҫамкине тытса пӑхрӗ: вӗри, пӗҫерет.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тавралӑх вӑрман ҫине каллех пӗр ҫемӗллӗн лӗс-лӗс алланакан сӑпрам, сивӗ ҫумӑрпа (ахальтен мар пуль ҫурхи ҫанталӑк ҫур ӑслӑ, кӗрхи ҫанталӑк кӗтӗк ӑслӑ, теҫҫӗ) кичем те тунсӑх пӑтти пӗҫерет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ лаҫра апат пӗҫерет, ашшӗ халӗ кӑна тӑнӑ пулас, ҫемҫе алшӑллипе тӑрӑшсах мӑйне, хул-ҫурӑмне шӑлать.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Поля унӑн костюмне, кӗпине утюгпа якатса, пукан хыҫӗ ҫине ҫакса хунӑ, хӑй кухньӑра икерчӗ пӗҫерет пулас: унта ҫатма чашкӑрни илтӗнет.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Апатне Борис хӑех пӗҫерет.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Катя ҫулсеренех варени пӗҫерет, кӳршӗсене те паратпӑр, — хӑй шухӑшне малалла тӑсать Тимофей Иванович.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ҫӑкӑр та хӑй пӗҫерет, сӑра та юхтарать.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Мирун пысӑк хуранпа выльӑхсем валли вӗтӗ ҫӗрулми пӗҫерет.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней