Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗччен сăмах пирĕн базăра пур.
пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗччен, пӗччен, кунӗпех пӗччен

— Одна, одна, целыми днями одна…

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пӗччен, пӗччен, пӗр пӗчченех!

— Один, один, совсем одинешенек!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

1. Эсӗ вӗсене пӗлтермелли саккунсем акӑ: 2. эхер те еврей чура туянатӑн пулсассӑн, вӑл [саншӑн] ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, ҫиччӗмӗш [ҫул] тӳлемесӗрех ирӗке тухтӑр; 3. эхер те вӑл пӗччен пынӑ пулсассӑн, пӗчченех тухса кайтӑр; вӑл авланнӑ ҫын пулсассӑн, унпа пӗрле арӑмӗ те тухса кайтӑр; 4. эхер те хуҫи ӑна арӑм панӑ пулсассӑн, арӑмӗ ӑна ывӑлсем е хӗрсем ҫуратса панӑ пулсассӑн, арӑмӗпе ачисем арӑмӗн хуҫи патӗнчех юлччӑр, вӑл пӗчченех тухса кайтӑр; 5. чури «хамӑн хуҫама, хамӑн арӑмпа ачамсене юрататӑп, ирӗке каймастӑп» тесессӗн, 6. хуҫи ӑна турӑсем# умне илсе пытӑр та алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑраттӑр, унтан хуҫи унӑн хӑлхине атпӑрипе чиксе шӑтартӑр, вара вӑл ӗмӗрлӗхе унӑн чури пулса юлӗ.

1. И вот законы, которые ты объявишь им: 2. если купишь раба Еврея, пусть он работает [тебе] шесть лет, а в седьмой [год] пусть выйдет на волю даром; 3. если он пришел один, пусть один и выйдет; а если он женатый, пусть выйдет с ним и жена его; 4. если же господин его дал ему жену и она родила ему сынов, или дочерей, то жена и дети ее пусть останутся у господина ее, а он выйдет один; 5. но если раб скажет: люблю господина моего, жену мою и детей моих, не пойду на волю, - 6. то пусть господин его приведет его пред богов и поставит его к двери, или к косяку, и проколет ему господин его ухо шилом, и он останется рабом его вечно.

Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗччен вӗт эп кунта, пӗччен!

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччен мар, пӗччен мар, хӑта! — шалти пӳртелле тӑсрӗ аллине Хумкка.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑрманта пӗччен ҫӳресе, калаҫма мансах каятӑн вӗт ӗнтӗ, — тет ӑна арӑмӗ, пӗччен шапӑлтатса йӑлӑхсан.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччен тесе, халӑх хушшинче мӗнле пӗччен пулам?

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эльвира килне пӗчченех юлнӑ-мӗн те — пӗччен ҫывӑрма хӑрать-мӗн.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӗччен пурӑнатӑн-ҫке, Укаслу, пӗччен.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗ пӗччен пурӑннӑ чух, лешӗ ача чухне усал, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнине пӑхмасӑрах, Анук тӑван килне-йӗрне пӗччен те, ҫемйипе те курма килкелесе каятчӗ-ха, хӑлтӑр-халтӑрланнӑ кил-ҫурт ҫаврашне ӗренкӗне кӗртсе хӑваратчӗ, укҫа-тенкӗпе те пулӑшкалатчӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Иливан пӗччен юрлать, пӗччен ташлать.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пӗччен ан кай, пӗччен хӑрушӑ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Клавье те пӗтӗмпе пӗлет, ҫавӑнпа упӑшкине ниҫта та пӗччен кӑларса ямасть, пӗччен хӑвармасть.

И Клавье тоже все знает, потому мужа теперь одного никуда не пускает и не оставляет.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗччен, пӗччен

Помоги переводом

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн ӗҫлесе тупнӑ — ҫийӗнчех тӑкакланӑ; пӗччен пурӑнтӑм — пӗчченех вилетӗн.

Что зарабатывал, то проживал; жил один и умру один.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӗччен тӗк — пӗччен!

— Одна, так одна!

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сунарта пӗччен, эсир палаткӑра та пӗччен ларатӑр.

Охотитесь вы один, сидите в палатке вы один.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах хуҫа вӗсене хӑй патне хӑварнӑ, мӗншӗн тесен пӗччен — тӑр пӗччен — пурӑнаймасть-ҫке.

Но он оставил их жить, так как не может быть один — совсем один.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапах пӗччен пӗчченех ҫав, Антуна Валетпа тусӗсем хупӑрласа илчӗҫ ӗнтӗ, виҫҫӗн виҫӗ енчен пырса усӑнчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑл пӗчӗккӗ-ха, пӗччен вӑл пур йывӑҫсем ҫинчи ҫырлана та пухса ҫитереймест, — хирӗҫленӗ Пӗччен Бизон.

— Она еще маленькая, одной ей не обобрать все деревья, — возразил Одинокий Бизон.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней