Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек тимлӗн кӗлтуса тӑнӑ май, ирхи кӗлӗрен тухнине те юнашар тӑракан хӗрарӑмсем кайса пӗтнинчен ҫеҫ сисрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ялти ачасем пытанса пӗтнинчен ҫеҫ чухлать Ухтиван: хӑрушӑ япала вӑл.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Шухӑшласа пӑхӑр, — терӗ паҫӑрхи сассах хӑш-пӗр сӑмахне кӳпчекпе тӑрӑслаттарса кӗртнӗн, — уҫӑ тӳпе айӗнче вилесси шӑши таппинче пӗтнинчен кӑмӑллӑрах.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Анчах телей вӑл яланах тулли пурнӑҫпа пӗр виҫере пулать, тулли пурнӑҫ вара — вӑйран килет, вӑй — пӗтнинчен килет.— Но счастье всегда измеряется полнотой жизни, а полнота — в силе, сила же — в окончании.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Миша асламӑшӗ пӳрте кӗрсен кӑпӑшка пӳремечсем ҫав тери час пӗтнинчен, ачасем хӑвӑрт калаҫма пуҫланинчен тӗлӗнсе кайрӗ.
Ҫаран ҫинчи парӑс // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫапла сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе унӑн начар тумтирӗ пачах ҫӗтӗлсе, таткаланса пӗтнинчен пӗртте тӗлӗнмелли ҫук.От бродячей жизни вся ее одежда пришла в окончательную ветхость.
VIII. Хурлӑхлӑ хӗрарӑм // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл вӑрҫӑ кӳнӗ ҫухатусемпе аркатусене пӗлнӗ, анчах кунта, ҫапӑҫуран инҫетре пулнӑ хӑйӗн тӑван колхозӗнче, виҫӗ коммунист, виҫӗ лайӑх ҫын пӗтнинчен вӑл вӑрҫӑ епле сиенлӗ пулнине тата ҫӗнтерӳ тунӑ халӑхӑн паттӑрлӑхне нихҫанхинчен те уҫҫӑнрах, пысӑк туйӑмпа ӑнланса илчӗ.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах мана ҫак ҫулсенчех пӗтнинчен ним усси те ҫук.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак кӗрешӳ ун чӗринче ытла айванла пулса пӗтнинчен хӑй те тӗлӗнсе хӗпӗртерӗ.И сам, посмеиваясь, дивился тому, как жалко и глупо завершилась в его душе эта борьба!
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1