Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтмӗ (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялав пур чухне эпир пурте чӗрӗ, пирӗн полк та пӗтмӗ, юлташсем!

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Арҫын шучӗ ӳсрӗ, пӗтмӗ Суратовсен йышӗнче суха ҫынни, алӑран ямӑпӑр тӗнчене тӑрантаракан ака-сухана», тесе шавлатчӗҫ вӗсем пӗрле пулнӑ самантсенче.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Сенӗкпе хӑмӑл хӑпартасси кашни ҫул пулмӗ, анчах этем йыш ӗҫне вӑй-хал ҫитнӗ таран хутшӑнас туртӑм нихӑҫан та пӗтмӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Авторитет тени сарай тӑррине хӑпарса тарнӑшӑнах пӗтмӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Янтулсен ӗҫӗ те халех пӗтмӗ.

Значит, для Яндула и Ендебек не закончится работа.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапах эсир кирек мӗнле тавлашӑва та сирме пултаратӑр, эсирех тӗрӗс юлатӑр, анчах партнерӑн ят-сумӗ те пӗтмӗ.

Но все не так серьезно - вы сумеете настолько изящно обыграть любую ссору или конфликт, что в результате окажетесь правой и при этом репутация партнера ничуть не пострадает.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ыран, тен, вӑхӑт пулмӗ: спектакль часах пӗтмӗ, — ыйтрӗ Савандеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эливановсен, хам пӗлетӗп, вулӑсӗпе валеҫсен те, тырпул пӗтмӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Парӑнас мар тӑшмансене, — паллах, мӗн тӑвасси. Ҫук, революци пӗтмӗ вал, ун ӗмӗрте сасси. Ӗнен эс: вӑхӑт ҫитӗ те, ҫӗкленӗпӗр каллех, Тӑшмансене йӑлт тавӑрӑпӑр ун чух ытлашшипех. Ан ус пуҫна эс, тусӑмҫӑм!

«Что делать? Дело ясное, не поддавайся, брат, Не сгинет революция, навек ее набат. Придет пора, друг милый мой, восстание начнем И с палачами родины расчет произведем! Не вешай, друг мой, голову!

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пирӗн ял пӗтмӗ темелли ҫук, вунӑ, ҫирӗм, вӑтӑр, хӗрӗх ҫултан — ҫавах чылай-чылай чӑваш ялӗ ҫухалӗ, пӗтсе ларӗ…

Не надо думать, что наши деревни избегут этой участи, через десять, двадцать, тридцать, сорок лет – всё равно многие чувашские деревни исчезнут с карты республики…

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Гимн вӗҫленсен, хисепе тивӗҫлӗ мистер Спрэг вырӑнти хаҫат пулса тӑчӗ, ҫитес вӑхӑтри митингсем ҫинчен, калаҫусем, пухусем тата ытти япаласем ҫинчен те чылай пӗлтерӳсем вуласа пачӗ вӑл, приход ҫыннисем хӑйсен ӑшӗнче кунӑн калаҫӑвӗ хӑрушӑ суд пуличчен те пӗтмӗ, тесе шухӑшлама пуҫличченех вуларӗ…

После того как пропели гимн, его преподобие мистер Спрэг повернулся к доске объявлений и стал читать извещения о собраниях, сходках и тому подобном, пока всем не начало казаться, что он так и будет читать до второго пришествия.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшсан, ӑнланма тӑрӑшсан, тӑван чӗлхене сыхласа хӑварассишӗн кар тӑрсан, хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмасан пирӗн халӑх нихӑҫан та пӗтмӗ.

Помоги переводом

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшсан, ӑнланма тӑрӑшсан, тӑван чӗлхене сыхласа хӑварассишӗн кар тӑрсан, хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмасан пирӗн халӑх нихӑҫан та пӗтмӗ.

Помоги переводом

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

«Эсир питӗ те кирлӗ ӗҫ туса пыратӑр. Шанатӑп, сирӗн пек тӑрӑшуллӑ ҫынсем пур чух чӑваш чӗлхи пӗтмӗ», – терӗ вӑл.

"Вы ведёте очень нужную работу. Верю, пока есть такие старательные люди, как вы, чувашский язык не пропадет", - сказал он.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

8. Пророкла калаҫасси те пӗтӗ, тӗрлӗ чӗлхепе те калаҫма чарӑнӗҫ, пӗлӳ те пӑрахӑҫа тухӗ, юрату нихӑҫан та пӗтмӗ.

8. Любовь никогда не перестает, хотя и пророчества прекратятся, и языки умолкнут, и знание упразднится.

1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Ҫӳлхуҫа Турӑ Ӑна Давидӑн, ашшӗнӗн, патша пуканне парӗ; 33. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ, тенӗ.

32. Он будет велик и наречется Сыном Всевышнего, и даст Ему Господь Бог престол Давида, отца Его; 33. и будет царствовать над домом Иакова во веки, и Царству Его не будет конца.

Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эсӗ, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене кала: усал ӗҫӗн кунӗнче тӳрӗ ҫынна тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑвараймӗ, хӑй йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑннӑ кун йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗшӗн пӗтмӗ, ҫавӑн пекех тӳрӗ ҫын та ҫылӑха кӗнӗ кун хӑйӗн унчченхи тӳрӗлӗхӗшӗн чӗрӗ юлаймӗ те.

12. И ты, сын человеческий, скажи сынам народа твоего: праведность праведника не спасет в день преступления его, и беззаконник за беззаконие свое не падет в день обращения от беззакония своего, равно как и праведник в день согрешения своего не может остаться в живых за свою праведность.

Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давид йӑхӗнче Израиль килӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан ар пӗтмӗ, 18. левит-священниксен те Ман куҫӑм умӗнче ӗмӗрӗпех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳме, тырӑ-пулӑ парни ҫунтарма, кулленхи парнесене кӳме ар ҫитменни пулмӗ, тет.

17. Ибо так говорит Господь: не прекратится у Давида муж, сидящий на престоле дома Израилева, 18. и у священников-левитов не будет недостатка в муже пред лицем Моим, во все дни возносящем всесожжение и сожигающем приношения и совершающем жертвы.

Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ассур этемӗн хӗҫне пула пӗтмӗ, этемӗн хӗҫӗ тивмӗ ӑна — хӗҫрен тарса хӑтӑлӗ вӑл, унӑн яш ачисем вара тыткӑна лексе чура пулӗҫ.

8. И Ассур падет не от человеческого меча, и не человеческий меч потребит его, - он избежит от меча, и юноши его будут податью.

Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ной пур тӗлӗшпе те ырӑ, таса ҫын пулнӑ; ҫилӗ ҫитсессӗн, вӑл ҫырлахтараканӗ пулнӑ; 17. ҫавӑнпа вӑл талай вӑхӑтӗнче ӑрулӑха чӗрӗ юлнӑ; 18. ӳлӗмрен пӗр чӗрӗ чун та талайпа пӗтмӗ тесе, унпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ.

16. Ной оказался совершенным, праведным; во время гнева он был умилостивлением; 17. посему сделался остатком на земле, когда был потоп; 18. с ним заключен был вечный завет, что никакая плоть не истребится более потопом.

Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней