Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтеретчӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл систермен пулсан, уретникпе стражник тата вӗсемпе пӗрле килнӗ ӳсӗр арҫынсем Микулана ҫав каҫах пӗтеретчӗҫ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пичӗсене сӑрласа пӗтеретчӗҫ, кавӑнсен ӑшӗсене кӑларса хӑратмалли тӑватчӗҫ.

Помоги переводом

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

— Басмачсемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗрте Вӑтам Азире, тӗве пулмасан, пире пӗтеретчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫу, ҫӑмарта, сӗт таврашне пасарта хаклӑ хакпа та ир-ирех илсе пӗтеретчӗҫ.

Масло, яйца, молоко по дорогой цене раскупались на базаре с раннего утра.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Константиновкӑна ан хӑварӑр, терӗм: кулаксем унта мана пурӗ-пӗрех пӗтеретчӗҫ, — чееленсе ҫитнӗ вӗсем…

Меня отвезли в Миллерово, в лазарет, — в Константиновке я просил не оставлять: кулаки бы меня там — исхитрились — все равно бы добили…

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Пирӗн савӑтра парти коллективӗн секретарьне, Ефимов юлташа, пӗтеретчӗҫ, аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр…

— У нас на заводе секретаря партийного коллектива, товарища Ефимова, совсем убили, едва отстояли…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шоферсем хӑйсем пултарнӑ таран тӑрӑшатчӗҫ: горючи ҫине тата моторсем ӑшне хӑйӑр сапса тултаратчӗҫ, гаражсемпе машинӑсен ҫывӑхне минӑсем хурса тухатчӗҫ, электрооборудование таткаласа аркатса пӗтеретчӗҫ, машинӑсен ҫӑраҫҫийӗсене иле-иле тухатчӗҫ, е хӑш чухне тата машинисене ҫунтара-ҫунтара та яратчӗҫ.

Шоферы старались как могли: насыпали в горючее и в моторы песок, минировали подступы к гаражам и машинам, обрывали электрооборудование, уносили ключи от машин, а иногда просто жгли их.

Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ӑна унта хӑварма юрамасть, пӑхса тӑмастчӗҫ, пурне те вӗлерсе пӗтеретчӗҫ

Оставлять ее невозможно было, всех бы убили, не посмотрели…

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пытанман пулсан мана та хӗнесе пӗтеретчӗҫ вӗт ҫав сӗмсӗрсем.

Не спрячься я от этих негодяев, они непременно меня избили бы, как избили тебя.

Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Старикӗ намӑссӑрла ыйтусем парса, ҫав ӗҫре ӑна ҫивӗччӗн пулӑшса таратчӗ; вӗсен ҫыпҫӑнакан чӗлхисем Евгений Гранде, Людмила, IV-мӗш Генрих ҫине намӑсла сӑмахсен ҫӳп-ҫапне тиесе купаласа пӗтеретчӗҫ.

Старик ловко помогал ему в этом бесстыдными вопросами; их липкие языки забрасывали хламом постыдных слов Евгению Гранде, Людмилу, Генриха IV.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Анчах вилле вӑрмана пӑрахса хӑварас пулсан, ӑна койотсемпе хӑлатсем тупса, эпӗ каялла тавӑрӑниччен татса-ҫурса пӗтеретчӗҫ ӗнтӗ.

Но если бы я оставил его в лесу, койоты и коршуны могли бы обнаружить труп и, конечно, растерзали бы прежде, чем я успел вернуться.

ХСIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кунта лаша пуснӑ иккен, халь шӑпах тирне сӳсе пӗтеретчӗҫ.

А-а, оказывается, тут зарезали лошадь, как раз только-только освежевали.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Пӑчӑрсене тытнӑ пек, пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса пӗтеретчӗҫ.

— Перехватал бы, как рябчиков.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Чакса кайнӑ пулӑпӑр-ха эпир, халӗ вара вӗсем Наташкӑна тытатчӗҫ те, ҫак кравать ҫине тӑсса пӑрахса, ун чухне Польшӑра Франьӑна мӑшкӑлласа ирсӗрленӗ пек, мӑшкӑлласа пӗтеретчӗҫ…»

— Ушли бы в отступ, и вот сейчас Наташку распинали бы на этой кровати и тешились над ней, как тогда в Польше над Франей…»

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑлхава ӑнӑҫтарайманнисене темле те хӑртса пӗтеретчӗҫ, ҫӗнтерекенсен вӑйӗ саккуна кӗрсе ҫитрӗ: пӑлхавҫӑсем чӑтса кӑна тӑччӑр!

Допускалась любая низость по отношению к поверженному, ибо все насилия победителей были узаконены. Vае victis!

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапах та, никама хӗнеме май ҫук ҫӗнӗ вырӑнсене кайсан, мана каллех тем те пӗр каласа пӗтеретчӗҫ.

Но стоило мне забрести в другой район, как на меня снова накидывались с бранью…

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней