Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра, ан сехӗрлен; вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑха ерт те Гай хули ҫине кай; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Гай патшипе унӑн халӑхне, унӑн хулипе ҫӗрне паратӑп; 2. Иерихон хулипе унӑн патшине мӗнле пӗтертӗн, Гай хулипе унӑн патшине те ҫаплах пӗтер, анчах унӑн пурлӑхӗпе выльӑхӗ-чӗрлӗхне хӑвӑр хушшӑрта валеҫӗр; хула хыҫне ҫар пытарса тӑрат, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт: 18. вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман; 19. ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку ялсем тырӑ вырса пӗтернӗ иккен, те ҫав ятпа савӑнать хресчен, те кӗркунне тулӑхӗпе усӑ курса туй-шилӗк кӗрлеттерет — пӗлсе пӗтер ҫыннӑнне…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Вилме кирлех пулсан, мана пӗтерме кирлӗ пулсан, петӗр мана, турӑҫӑм, — шухӑшлама тытӑнчӗ вӑл, — хӑвӑртрах пӗтер; анчах та манра ҫук харсӑрлӑх, ҫирӗплӗх кирлӗ пулсан, пар мана вӗсене, хӑтарсам-и ӗнтӗ намӑсран, чӑтса ирттерме пултараймастӑп эпӗ ӑна, анчах вӗрент мана, мӗн тумалла ман эсӗ хушнине пурнӑҫа кӗртес пулсан».
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл атте умне чӗркуҫленсе ларнӑ та портрета туса пӗтер тесе пуҫҫапма тытӑннӑ, манӑн шӑпа, эпӗ ҫут тӗнчере пурӑнасси ӑна туса пӗтернинчен килет, эсӗ ӗнтӗ мана хам пекех тума пуҫларӑн, пӗтӗмпе тӗрӗс ӳкерсе хурсан, ман пурнӑҫ асамлӑ вӑйпа портретра юлать, эпӗ вара йӑлтах вилместӗп, манӑн ҫут тӗнчерен каяс килмест, тенӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Ну-ка, изобретатель, халех сапаласа пӗтер хӑвӑн тупӑшна! — хыттӑн хушрӗ те Девяткин, ҫавӑнтах ҫӗклем ҫыххине салтма тытӑнчӗ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем ӑна ирсӗррӗн йӑпатма, «хӑвна ан пӗтер, ачасемшӗн упра», теме пуҫларӗҫ — пирвайхи упӑшки вилсен, вунпилӗк ҫул каялла, вӗсем ӑна ҫав сӑмахсенех каланӑччӗ, ун чухне вӗсем йӑпатнӑччӗ, анчах халӗ темшӗн хурлантарчӗҫ те йӗрӗнтерчӗҫ кӑна.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каласа пӗтер, — васкатрӗ Галя, ман пата тӗршӗнерех ларса.Рассказывай, рассказывай, — поторопила Галя, подсаживаясь ближе ко мне.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Мана хуйха ертсе ан пӗтер.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ӑт пӗлсе пӗтер халь ӑна, те ырлать вӑл пирӗн ӗҫе, те хурлать?Вот пойми её сейчас, то ли она одобряет нашу работу, то ли нет?
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӗлсе пӗтер, лартса хурӗҫ те, ачисене тӑлӑха тӑратса хӑварӑп…
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
— Шӑп ҫавӑншӑнах, хӑвӑн ӗҫ вӑхӑтне ӗҫлесе пӗтер те — тух та таплаттар.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Эй, ҫӗрӗк шыв, пӗтер йӑлтах Алри шӗпӗнсене.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Директор манпа темччен калаҫрӗ: «Экзаменсене тыт, вӗренсе пӗтер, сан аҫу вара ҫӳлтен пӑхса савӑнӗ, тивӗҫлипех мухтанӗ, мӗншӗн тесен унӑн кампа мухтанмалли пур», – терӗ.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
— Гурий, вӗренсе пӗтер те Шупашкара ҫул тыт.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Пӗлсе пӗтер, тен, вӑл тепӗр пӳлӗмрех ҫывӑрать...
Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
«Петя, хуртсене ан пӗтер, хӑвӑн валли 6-7 ҫемье тыт», — тесе пиллесе хӑварнӑччӗ вӑл.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
«Петр Алексеевич, эсӗ пӑрахнӑ хыҫҫӑн манӑн тата суйлав ирттерсе лармалла-и? Ӗҫлесе пӗтер», — тенӗччӗ вӑл ҫирӗппӗн.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
22. Ӑна ҫак сӑмаха каличчен итлесе тӑнӑ; ун хыҫҫӑн вара урӑм-сурӑм кӑшкӑрашма тапратнӑ: ку ҫынна ҫӗр ҫинчен пӗтер! вӑл пурӑнма тивӗҫлӗ мар! тесе кӑшкӑрнӑ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.