Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтем (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ килнӗшӗн пӗтем чунтан савӑнатӑп.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлессӗр килет пулсан, леш куртка вӑл — манӑн пӗрремӗш лайӑх япала, эп ӑна комиссионкӑра илнӗ, анчах унччен манӑн пӗтем пурлӑх — икӗ брюки те пӗр пиншак ҫеҫ пулнӑ.

Помоги переводом

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗтем Василево поселокӗ причал умне хаклӑ хӑнана кӗтсе илме тухать.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Чӑваш республикинчи ӗҫ ҫыннисене пӗтем ҫӗршывӗпе чапа тухнӑ «Березка» ансамблӗн коллективӗ, совет сценин чаплӑ мастерӗсем — СССР халӑх артистки К. Еланская, РСФСР халӑх артисчӗсем В. Максимов, С. Балашов, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки Н. Покровская, ҫӗршывра лайӑх пӗлекен пӗр тӑван Федоровӑсем, Борис Брунов тата Российӑ Федерацийӗнчи ытти паллӑ артистсем, писательсем, композиторсем, художниксем хӑйсен пултарулӑхӗсемпе ҫывӑх паллаштарчӗҫ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пирӗн литературӑна ӑнӑҫлӑн аталантарас ӗҫре Н.С. Хрушев юлташӑн «Литературӑпа искусствӑна халӑх пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑнтарассишӗн», «Литературӑпа искусствӑн ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсемшӗн» статйисем, ҫавӑн пекех вӑл Пӗтем Союзри писательсен III съездӗнче тухса каланӑ сӑмахсем пысӑк вырӑн йышӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑл классӑр обществӑ культури, пӗтӗм халӑх, пӗтем этемлӗх культури пулать».

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пуҫӑмпа пӗтӗпин пӗтем, — алӑсӑр юлас мар!

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫутҫанталӑкри пӗтем чӗрӗлӗхӗн аслӑ ҫыхӑнӑвне халӗ, моторсен шавӗ хытӑран хытӑ илтӗннӗ чух, кантӑк-бетон стенасем ҫӳлтен-ҫӳле хӑпарнӑ чух, уйрӑмах ҫивӗччӗн туймалла та унӑн татӑлма пултаракан сыпӑкӗсене ҫирӗплетессишӗн уйрӑмах хытӑ тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗтем ачасене, студентсене хутшӑнма чӗнетпӗр.

Помоги переводом

Ӑслӑлӑх конференцийӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60629

Пӗтем тавралӑхпа, тӑван ялӗпе, ҫуралса ӳснӗ ҫурчӗ-йӗрӗпе сывпуллашрӗ вӑл паян.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ула ута утланса Еркинейӗ ташлатать, Пӗтем пухӑ ӑмсанса Ӑна килне ӑсатать.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унӑн пӗтем шухӑшӗ те искусство ҫинче кӑна.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хам та пӗтем, сана та пӗтеретӗп!»

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун пекки ялта мар, пӗтем тӗнчипе те урӑх ҫук пуль».

Помоги переводом

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку вӑл — чӳк, пӗтем халӑхпа киремете парне пани.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атя, унпа пӗрле хам та пӗтем, пурӗ пӗр хӑҫан та пулин вилмелле пӗрре.

Пусть и я погибну вместе, все равно когда-нибудь помирать…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сан пӗтем ӗҫӳ пурнӑҫ никӗсне хирӗҫ пырать…

Все-то ты делаешь наперекор жизни, против ее законов…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унта ӗнерчченхи, паянчченхи пурнӑҫ ал-урасене ҫеҫ мар, пӗтем чун-чӗрене тӑлласа тӑракан ҫыхланчӑк.

Там он оставил под корень разоренное родительское гнездо.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫавӑнпа ӑна пӗтем ялпа суд тумалла», — терӗ Хӗлип.

— Тогда и надо его судить всей деревней, — решительно предложил Хелип.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара, малтан калаҫса татӑлнӑ пекех, пӗтем халӑх вӗсен хыҫҫӑн хускалчӗ.

И, словно сговорившись заранее, за ними поплыла вся пропыленная толпа.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней