Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтеймен (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь те сирӗлсе пӗтеймен тӗтӗмпе йӑс-пӑс сывлӑша питӗрет, пыра йӳҫӗхтерт.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫунса пӗтеймен турӑшсене йӑмраллӑсем никам курман чух вӑрттӑн килӗсене илсе кайса пытарса хунӑ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирҫе ҫарпуҫӗ ял ҫыннисене тем хушса каларӗ те, Укаслупа ытти ҫарпуҫӗсене хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсе, ҫунса пӗтеймен вутпуҫҫисен хушшипе малалла утса кайрӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫунса пӗтеймен пӗренесем е кӑмрӑк купи те пулин юлмалла-ҫке?

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах юлан утпа килекенсем хӑйсем мӗн курнипе ҫырлахмарӗҫ-ха, вӗсем кӑшт шикленерех лерелле, ял варринелле пӑхрӗҫ: тӗрӗс-тӗкелех ларать-и ял, мӗн курӑнни ун ҫунса пӗтеймен кӗлетки ҫеҫ мар-и?

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, аслисем кайса пӗтеймен.

Авось старцы еще не ушли.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Мансах пӗтеймен иккен эсӗ хамӑр ялсене».

— Видать, не перезабыл все же односельчан-то…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кунта та ним те тӑрса юлман ӗнтӗ», — ҫапла хуйхӑрса пынӑ чухне, ял вӗҫӗнче ҫунса пӗтеймен пӳрт кил картинче арҫын ача чупса ҫӳренине курчӗ.

Помоги переводом

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫунса пӗтеймен пӳрт пусми ҫинче пысӑк пуртӑпа тутар тӑрать.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пиртен ыйтмасӑрах хуҫа буфета уҫса унтан пӗтӗмпех ванса пӗтеймен икӗ турилкке, икӗ вилка туртса кӑларчӗ: пӗри кухньӑра тыткалакан йывӑр авӑрлӑ ахаль вилка, тепри — кукӑр-макӑр авкаланӑскер, хӑрах юппи хуҫӑлнӑскер, дессертнӑй вилка пулчӗ.

Не спрашивая нас, хозяин полез в буфет, достал оттуда две недобитых тарелки, две вилки — одну простую кухонную, с деревянным черенком, другую — вычурно изогнутую, десертную, у которой не хватало одного зубца,

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Отряд командирӗ атӑ ҫӗлекен Шебалов пулнӑ, — унӑн аллисене атӑ ҫӗлекен ҫип касса суранлантарни те тӳрленсех ҫитеймен, аллисене ҫыпҫӑннӑ хура краски те ҫӑвӑнса тасалсах пӗтеймен.

Всем отрядом командовал Шебалов — сапожник, у которого еще пальцы не зажили от порезов дратвой и руки не отмылись от черной краски.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫитменнине, йӗпхӳ ҫаплах чарӑнмасть, унӑн йӗп ҫӑрти пысӑкӑш пӗрхӗмӗсем тӑкӑнса пӗтеймен ҫулҫӑсем ҫинче пухӑнаҫҫӗ те, тумлам пулса, ҫӗре пӑт та пат! тӑва-тӑва шаплатаҫҫӗ, ӑнсӑртран пӗр-пӗр йывӑҫ туратне ҫакланса силлентер кӑна, самантрах витререн ҫумӑр тӑкнӑ пек шӑварӑнатӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хулинче эвакуаци те пӗтеймен, ҫавӑнпа тӑшмана сахалтан та икӗ талӑк чарса тӑмалла пулнӑ.

Эвакуация города еще не закончилась, и нужно было задержать врага по меньшей мере на двое суток.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Боецсем — хӑшӗ-пӗри выртса нимӗҫсене переҫҫӗ, теприсем — ҫунса пӗтеймен поезд юлашкийӗ ҫине антарнӑ пек пӑхса тӑраҫҫӗ.

Бойцы — кто лежа стрелял по немцам, кто ошалело глядел на горящие остатки поезда.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫултан сылтӑмалла та, сулахаялла та ирӗлсе пӗтеймен хӗл тумӗн саплӑкӗсем таткаланса выртнӑ.

Справа и слева от дороги лежало поле, покрытое клочьями зимних одежд.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗри пӗр вӑхӑтрах кӳме пек те, бричка пек те, тепри — кӳме те мар, бричка та мар; хӑшӗ тата утӑ купи евӗрлӗ, е мӑнтӑр купца майри пек, тепри тирпейсӗр жид евӗрлӗ е тирӗ сӗвӗнсех пӗтеймен скелет майлӑ, хӑшӗ аяккинчен пӑхсан, чӑпӑклӑ чӗлӗм пек, хӑшӗ тата ним евӗрлӗ те мар, ним маси те ҫук, халиччен ниҫта пулман япала пек.

Одна была и бричка и повозка вместе; другая ни бричка, ни повозка; иная была похожа на огромную копну сена или на толстую купчиху; другая на растрепанного жида или на скелет, еще не совсем освободившийся от кожи; иная была в профиле совершенная трубка с чубуком; другая была ни на что не похожа, представляя какое-то странное существо, совершенно безобразное и чрезвычайно фантастическое.

VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Шалта вӗсем сӗтел ҫине шӑлса тирпейлерӗҫ, ҫунса пӗтеймен ҫуртана хӑй вырӑнне, маччаран ҫакӑнса тӑракан йывӑҫ кушиле, хучӗҫ, кӑшт-кашт япалисене чикнӗ ҫыххисене йӑтса, кунти тарават хӗртсурта тав туса хӑварса, пӳртрен тухрӗҫ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫунса пӗтеймен пӗр кашта ҫаплах ҫунать.

Дымилась недогоревшая балка.

34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кӗл-кӑмрӑк ҫинче ҫунса пӗтеймен хура каштасем кӑнтарса тӑраҫҫӗ, ҫӑра хура-кӑвак тӗтӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Над грудами пожарищ торчали черные, обугленные балки и поднимался густой синий дым.

34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫӗрле кӗрхи сивӗ ҫумӑр ҫурӗ, ун чухне сапӑнса пӗтеймен пӗлӗтсен юлашкисем халь тӳне тӑрӑх чупаҫҫӗ, чылаях ҫӳле хӑпарнӑ салху хӗвел ҫав пӗлӗтсем витӗр ҫутӑ ҫаврашка евӗрлӗ курӑнать.

Ночью был осенний холодный дождик, по небу бежали остатки вылившейся ночью тучи, сквозь которую неярко просвечивало обозначавшееся светлым кругом, довольно высоко уже стоявшее солнце.

XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней