Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун пек чухне хулӑнах мар тута пӗрӗнсе-пӑчӑртанса тӑрать, пысӑк мар тӳрӗ сӑмса ҫунаттисем пӗр сарӑлаҫҫӗ те пӗр пӗрӗнеҫҫӗ, пит шӑмми уҫӑмлӑрах палӑрать, тӗксӗмрех ӳт лапкӑшпех хытса хурҫӑланнӑн туйӑнать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Москалевӑн куҫхаршисем пӗрӗнеҫҫӗ, пӳрнисемпе клеенка витнӗ сӗтеле шӑкӑртаттарать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн куҫ харшисем, ҫамки ҫинчи йӗрсене тӳрлетсе, кӑштах — хурлӑхлӑн, кӑштах тӑрӑхласа кулнӑн пӗрӗнеҫҫӗ, вӗсене ҫапла персе, тата тепӗр самант хуравламасӑр ларма пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫӳлти тути чӗтре-чӗтре ҫӗкленкелет, кӗл евӗр куҫ харшисем пӗрӗнеҫҫӗ.Вздрагивала, поднималась у неё верхняя губа, смыкались пепельные ресницы.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗ яланах сивӗнсе пынӑ пирки унӑн пӗчӗк пайӗсем пӗрӗнеҫҫӗ, пӗр-пӗрин патне туртӑнаҫҫӗ.Так как земной шар всё время остывает, то его частицы сжимаются, притягиваются друг к другу.
5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Унӑн авӑнчӑк ҫинҫе куҫхаршийӗсем, пит-куҫа лӑпкӑ, тулли кӑмӑллӑ сӑн кӳрсе, пӗрре тӗксӗммӗн пӗрӗнеҫҫӗ, тепре ачашшӑн уйрӑлса каяҫҫӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Сакӑрҫӗр тӑхӑр вуннӑ… тӑхӑрҫӗр… — шутлать Мария Ильинична, ҫаплах ҫӳрет, ҫӳрет, хура куҫхаршисем туртӑнса пӗрӗнеҫҫӗ, икӗ алӑри пӳрнесем ҫирӗппӗн чӑмӑртанаҫҫӗ.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Пӳрнисем кӑшт ҫеҫ клавишсене пӗрӗнеҫҫӗ, чӗлӗхсем оркестр пек янӑраҫҫӗ.
Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Унӑн витӗмӗпе мышцӑсем пӗрӗнеҫҫӗ.
Ҫыннӑн 639 мышца // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.04.17
Анчах портретсем ҫинче эпӗ яланах тӗксӗм тухатӑп, куҫ-харшисем ҫиллес пӗрӗнеҫҫӗ те, ӳхӗ пек курӑнатӑп…» — тесе кулса илчӗ вӑл.Только на портретах я всегда почему-то получаюсь мрачным, с насупленными бровями, все одно как сыч…»
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тимлемесӗр калаҫсанах, Ольга куҫӗсем кӳренчӗклӗн, хаяррӑн пӑхаҫҫӗ, куҫхаршийӗсем пӗрӗнеҫҫӗ, пит-куҫне ӳпкевсӗр, анчах питӗ кӑмӑлсӑр сӑн ҫапать, — Штольц вара ҫав тери пӑшӑрханать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1