Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн юханшывпа пӗрлешет.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Инҫетре тинӗс пӗлӗтпе пӗрлешет те, тинӗсӗ ӑҫта пӗтнине, пӗлӗчӗ ӑҫта пуҫланса кайнине уйӑрса илме ҫук.Вдали море сливалось с небом, и нельзя было различить, где кончается море и где начинается небо.
Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вара кӗрнеклӗ, ирӗклӗ ман утӑм, Чун пӗрлешет этемлӗх чунӗпе…
Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.
Тупа ту пӗрлешмест, ҫынпа ҫын пӗрлешет, тенӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html
Попой ялӗ патӗнче Йӑршу шывӗн икӗ юппи пӗрлешет.
Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html
Вӑл инҫетрен-инҫетрен килекен казахсен юррипе тӑванлашса пӗрлешет.
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Уйӑхран, юнне юлнӑ чӑваш йӑлипе, Авӑстей хӗре вӑрласа кайса пӗрлешет.А через месяц по старому чувашскому обычаю украл ее и сделал женой.
Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Муркаш шывӗ пӗр вунӑ-вун пилӗк ҫухрӑм анатра, Ишек таврашӗнче, Ункӑ шывӗпе пӗрлешет, Унки Ҫавала юхса кӗрет, Ҫавалӗ вара Атӑла тухать.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗтӗмӗшле — Луалабӑпа питӗ нумай шыв пӗрлешет, ҫавӑнпа та хамӑн карттӑ ҫинче пысӑк пӗлтерӗшлисене кӑна палӑртрӑм, тӗслӗхрен, Луфирӑна.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Икӗ рет пӗрлешет, чакать, ҫаврӑнать те — хӑйсене ура тупанӗсенчен шаплаттараҫҫӗ, ҫӗр ҫумнех пӗкӗрӗлсе сиккелеҫҫӗ, хыттӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна хӗҫ-пӑшалӗпе сулкалашаҫҫӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Асперӑн хула тулашӗнчи керменӗн сачӗ К. хулипе пӗрлешет, тепӗр енчи анлӑ лаптӑк вара ҫыран хӗрринчи вӑрманпа чикӗленет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
— Акӑ сире тӗслӗхсем: иртсе пыракан хӗрарӑма курать ҫын, — ун пирки вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех ӗмӗтленнӗ, вӑл унпа пӗрлешет е вилет.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑрман варринче ҫынсем пурӑнакан питех те хитре йӑвалла пысӑках мар айлӑм сарӑлса выртать-мӗн; Пелегрин унта пач кӗтмен ҫӗртен пырса лекнӗ, мӗншӗн тесен капӑр ҫурма сӗмлӗхре тропик чӑтлӑхӗ, ӑнсӑртран тенӗ пек, ҫӳллӗ пӗрене стенасемпе пӗрлешет; ку — ҫурт-йӗрӗн хыҫал енӗ, малти фасад вара тӑп-тулли чечеклӗ шалти ҫӑра сада тухать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Пуҫласа 16 хуҫалӑх пӗрлешет.
Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Тӗксӗмрех симӗс кавир ҫырмасемпе тӗмескесем тӑрӑх горизонт патне ҫитиех тӑсӑлать, унта вара, сенкеррӗн курӑнакан рудник хыҫӗнче, пӗлӗтпе пӗрлешет.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Тыткӑна лекнисенчен пӗри, харсӑр унтер-офицер ҫапла каласа панӑ: «Эпир Мускавран тухнӑранпа тӑватӑ кун иртрӗ ӗнте. Маршал Мортье уйрӑм отрядпа Мускаврах юлчӗ. Кремль стенисене сирпӗтсе ҫӗмӗрнӗ хыҫҫӑн вӑл та ҫар ҫумне пӗрлешет. Эпир Малоярославец ҫине ҫул тытатпӑр…» тенӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Шӑпах пирӗн умра карап якорь ҫинче тӑракан вырӑн икҫӗр-виҫҫӗр фут ҫӳллӗш сӑртпа пӗрлешсе каять, ку сӑрт ҫурҫӗр енче Подзорная Труба тӑвӑн кӑнтӑр енчи айккипе пӗрлешет, кӑнтӑр енче скалаллӑ сӑрт пулса каять.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӗттӗм ҫӗре вырнаҫать, вилнисемпе пӗрлешет»…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома палуба ҫунине курма юратнӑ: ун пек чух йӗмӗсене чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ матроссем, аллисене швабрӑсем, щёткӑсем тытса, палуба тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупаҫҫӗ, витри-витрипе урайне шыв сапаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сирпӗтеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, шуса ӳкеҫҫӗ, — пур ҫӗртен те шыв ярӑнса юхать, ҫынсен чӗрӗ йӑславӗ сирпӗнекен шывӑн савӑнӑҫлӑ сассипе пӗрлешет.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку шыв вӑрмана ҫурҫӗр енчен авса илет те, икӗ юплӗн юпленсе юхса, Сейм шывӗпе пӗрлешет.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.