Поиск
Шырав ĕçĕ:
28. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне манпа пӗрле Вавилонран тухнӑ ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем акӑ ҫаксем: 29. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Гамалиил; Давид ывӑлӗсенчен — Сехений ывӑлӗ Латтус; 30. Форос ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле ҫӗр аллӑ ҫын ҫырӑннӑ; 31. Фаафмоав ывӑлӗсенчен — Зарей ывӑлӗ Елиаония, унпа пӗрле икҫӗр ҫын; 32. Зафой ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Сехения, унпа пӗрле виҫҫӗр ҫын; Адин ывӑлӗсенчен — Ионаф ывӑлӗ Овиф, унпа пӗрле икҫӗр аллӑ ҫын; 33. Илам ывӑлӗсенчен — Гофолий ывӑлӗ Иесия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 34. Сафатия ывӑлӗсенчен — Михаил ывӑлӗ Зараия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 35. Иоав ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Авадия, унпа пӗрле икҫӗр вуникӗ ҫын; 36. Ваний ывӑлӗсенчен — Иосафий ывӑлӗ Асалимоф, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл ҫын; 37. Вавий ывӑлӗсенчен — Вивай ывӑлӗ Захария, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр ҫын; 38. Астаф ывӑлӗсенчен — Акатан ывӑлӗ Иоанн, унпа пӗрле ҫӗр вунӑ ҫын; 39. Адоникам ывӑлӗсенчен — юлашкисем, акӑ вӗсен ячӗсем: Иеуил ывӑлӗ Елифала тата Самей, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл ҫын; 40. Вагой ывӑлӗсенчен — Исталкур ывӑлӗ Уфий, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне Вавилонран манпа пӗрле тухнӑ ӑрусен пуҫлӑхӗсем тата вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: 2. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Даниил; Давид ывӑлӗсенчен — Хаттуш; 3. Шехания ывӑлӗсенчен, Парош ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле, йӑх-кӑк ҫырӑвӗ тӑрӑх, ҫӗр аллӑ арҫын; 4. Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен — Ельегоенай, Зерахия ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр арҫын; 5. [Зафой] ывӑлӗсенчен — Шехания, Яхазиил ывӑлӗ, унпа пӗрле виҫҫӗр арҫын; 6. Адин ывӑлӗсенчен — Евед, Ионафан ывӑлӗ, унпа пӗрле аллӑ арҫын; 7. Елам ывӑлӗсенчен — Иешаия, Афалия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫитмӗл арҫын; 8. Сафатия ывӑлӗсенчен — Зевадия, Михаил ывӑлӗ, унпа пӗрле сакӑрвунӑ арҫын; 9. Иоав ывӑлӗсенчен — Овадия, Иехиел ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр вунсакӑр арҫын; 10. Вааний ывӑлӗсенчен — Шеломиф, Иосифия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл арҫын; 11. Бевай ывӑлӗсенчен — Захария, Бевай ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр арҫын; 12. Азгад ывӑлӗсенчен — Иоханан, Гаккатан ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр те вунӑ арҫын; 13. юлашкинчен Адоникам ывӑлӗсем килнӗ, акӑ вӗсен ячӗсем: Елифелет, Иеиел тата Шемаия, вӗсемпе пӗрле утмӑл арҫын; 14. Бигвай ывӑлӗсенчен — Уфай тата Заббуд, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл арҫын.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрле пурӑнни Павлушшӑн пит усӑллӑ пулнӑ: хӑш уроксене пӗрле хатӗрлес тӗлӗшӗнчен те, театрсене е концертсене пӗрле ҫӳрес енчен те, пурнӑҫри тӗрлӗ кӑткӑс ыйтусене пӗрле сӳтсе явас тӗлӗшӗнчен те.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Пӗрле ӗҫлетӗн — пӗрле апатлан, пӗрер шкалик эрех — пысӑк тӑкак мар. Ун вырӑнне — пӗрле юрлатӑн сӗтел хушшинче, «Камаринские» пӗрле итлетӗн…
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унпа вӑл ачаранпа туслӑ пурӑннӑ, службӑна пӗрле кайнӑ, пӗрремӗш герман вӑрҫинче пӗрле ҫапӑҫнӑ, майлӑ самантра позицирен пӗрле тарнӑ, кайран граждан вӑрҫине пӗрле кайнӑ, пӗр кун аманнӑ, пӗр госпитальрех выртса сипленнӗ, юлашкинчен пӗр кунах хӑйсен тӑван Выселкине таврӑннӑ, иккӗшне те арӑмӗсем йышлӑ ача-пӑчапа тата юхӑннӑ хуҫалӑхпа кӗтсе илнӗ.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӗрле кӗнеке вулатпӑр, пӗрле апат ҫиетпӗр, пӗрле вылятпӑр, пӗрле кулатпӑр.Вместе читаем книги, вместе едим, вместе играем, вместе смеемся.
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Унта — ҫурҫӗр хуҫисем, вӗсем тата пӗтӗм Сидон халӑхӗ, сехӗрлентерсе тӑнӑ вӑй-хӑватне ҫӗмӗрсе тӑкнипе намӑса юлнӑскерсем, аркатса тӑкнӑ ҫынсемпе пӗрле ҫӗр тӗпне аннӑ, халь ӳт кастарманнисемпе пӗрле, хӗҫпе вӗлернисемпе пӗрле выртаҫҫӗ, виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Савӑнӑҫне те, хуйхи-суйхине те пӗрле пайлӑпӑр, пӗрле ӗҫлӗпӗр, пӗрле пурӑнӑпӑр!
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Аҫупа вара пӗрле ӳсрӗмӗр, пӗрле вӗрентӗмӗр, пӗрле вӑрман ӗҫлеме ҫӳреттӗмӗр.
1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Шкул директорӗн ача-пӑча обществӑллӑ пӗрлешӗвӗсемпе пӗрле воспитани парас тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес енӗпе ӗҫлекен канашҫи Э.М. Сулейманова пуҫламӑш классен учителӗсемпе пӗрле онлайн-активлӑхне хутшӑннӑ, ҫав шайра ачасем ашшӗсемпе пӗрле мӗнле те пулин ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Раҫҫейри Атте кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3477333
Пасара — пӗрле, шыв патне — пӗрле, вутӑ патне — каллех пӗрле…
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Пӗрле ҫаратнӑ, пӗрле салатнӑ, пӗрле ответ тытмалла!
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Калаҫнин-тунин усси ҫакӑ пулчӗ: пӗрле ҫӳренӗ, пӗрле ҫапӑҫнӑ, пӗрле таврӑннӑ ҫӗрпӳсем пӗр-пӗринпе туслашмаллипех туслашса ҫитнине, ку туслӑх вӗсемшӗн питех те хаклӑ пулнине туйса илчӗҫ.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫырлахсам, кум, намӑса ан кӗртех: пӗрле пурӑннӑ, пӗрле ӳснӗ — виличчен ӗмӗре пӗрле ирттересчӗ, кум.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӗренессе пӗрле вӗренес ҫук, пӗрле выляс ҫук, каҫсерен аслашшӗ калавӗсене пӗрле итлес ҫук.Не будут вместе заниматься, вместе играть, по вечерам слушать рассказы деда.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫак ача ҫинчен мана унӑн шкулта хӑйпе пӗрле вӗреннӗ юлташӗсем — вӑрмансене пӗрле кайса ҫӳренӗ, пӗрле выляса кулнӑ ачасем питӗ нумай каласа пачӗҫ.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Текех улталанас мар тесен, хӑвӑн легионусемпе пӗрле сана тӑшман аллине тытса ан паччӑр тесен, эсӗ те манпа пӗрле пыр, эпир Рим ҫине пӗрле кайӑпӑр.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Германецсем пурин те пӗрле, галсем пурте пӗрле, фракиецсем, грексем, самнитсем те ҫавӑн пекех пӗрле пулмалла пулчӗ.Все германцы должны были быть вместе, галы вместе, так же как и фракийцы, греки, самниты.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Экзамена хӑшпӗрисем ман пекех гувернерсемпе е ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле килнӗ, вӗсем шутӗнче эпӗ паллакан Фростпа пӗрле кӗҫӗн Ивин тата хӑйӗн ватӑ ашшӗпе пӗрле Илинька Грап пур.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.