Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗле (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним пытармалли те ҫук, хӑш-пӗр чухне эпир, литература теорине пӗле тӑрах, илемлӗ произведенийӗн сюжечӗ, фабули, композицийӗ тата ытти кирлӗ япаласене те манатпӑр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Ашшӗ-амӑшсем пӗле тӑркачах-и?

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫлӑх шӑпах ҫав вӑхӑтра председатель шыракан дояркӑна допрос тунине пӗле тӑрсах вӑл татӑклӑн: — Пуҫлӑх ҫук, хӑҫан пуласси паллӑ мар, — тесе хучӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюк ҫавна пӗле тӑркача васканӑ та, тӑхтаса тӑма юраман.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эпир эсӗ килессе пӗле тӑркача сана валли хурӑн милӗкӗх кассах хутӑмӑр.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавна пӗле тӑркачӑ пӗрех ачасем хытӑ тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗчӗкрен пӗр-пӗрне юратнӑ ҫынсем хушшине пӗле тӑркачах кӗрсе, хама валли куҫҫуллӗ пурнӑҫ тупрӑм.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Георгий ылтӑн тӳммеллӗ хура кительне хывса тӗплӗн ҫӑвӑнчӗ те сӗтел хушшине ларчӗ, амӑшӗнчен ун сывлӑхӗ ҫинчен, юлашки вӑхӑтра мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗле пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫапла хама хам пӗрремӗш хут пӗле пуҫланӑ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫаксене пӗле тӑркачах пур чухне те изафет картине хӑвалани литуратура чӗлхи ҫырулӑх тӑвичченхи шайран нихҫан та иртме пултараймасть тенипе пӗрех.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кӑшт шӑплансан, хресченсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Ахмартан патька-патша ӑҫтине, вӑл чӑваш ҫыннине мӗнле ҫӑмӑллӑх парассине ыйтса пӗле пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, камӑн-ха пӗле тӑркачах таҫти Ҫӗпӗрти рудникре вилес килӗ?

Помоги переводом

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрҫӑ пӗтнине пӗле тӑркача та ухӑ тутарать-ши мӑрса?

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мар-и вара? — пӗле тӑркачах Тукайран ыйтрӗ сар сухал.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсене кунта Шигалее Васильев-Новгорода ӑсатма юри янине пӗле тӑркач Салтыков вӗсене хӑнасем валли хатӗрленӗ палатӑна чӗнмерӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан амӑшӗ Эрнепи тыткӑнран хӑтӑлнине пӗле тӑркачах Тукай тӗкӗрҫе ыттисемпе пӗрле Сӗве хулине кайма ирӗк памарӗ, эс кунта кирлӗ пулатӑн тесе хӑйӗнпе пӗрле хула тулашнех хӑварчӗ.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле аслӑ мӑрса туса хунӑ ӑна Нухайра ҫавӑн пек чӑркӑш, тӳрккес тата йӑскӑн этемне пӗле тӑркач?

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп кӑҫал ҫар пуҫтарайманнине пӗле тӑркача ҫапла мӑшкӑллать: «Эпир ут пуҫтарма та, гулюфе тупма та, ҫын тупма та пултаратпӑр…»

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кавар тунине пӗле тӑркачах кремле чӗнес ҫук Сафа-Гирей.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавсене пӗле тӑркач, Григорьев Васили ашшӗ, самаях пурлӑхлӑ ҫын, ывӑлне ма салтак хӗсметӗнчен хӑтарса хӑварман-ши?

Однако, зная все это, отец Василия Григорьева, довольно зажиточный человек, не стал «отмазывать» сына от солдатчины.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней