Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗви (тĕпĕ: пӗве) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арман пӗви тӗлне ҫитсен, пирӗн умрах икӗ ҫын ҫапӑҫнине асӑрхарӑмӑр.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Таҫта ҫити тӑсӑлать пӗви.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗви пысӑк.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗлпулу вырӑнӗ — Ситекпуҫ ялӗн пӗви.

Место встречи - необычное,на пруду деревни Седякбаш.

Тӗлпулу каҫӗ "Чунпа ан ватӑлӑр, хаклӑ ҫыннӑмсем" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... em-3464415

Мӗн, урама, Ялакки пӗви пуҫне кайса хурас-и?

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑмӑшлӑх пӗви патне ҫитсен, Якур кунти хаваслӑ самантсене аса илчӗ.

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паян, дояркӑсем кӗтӳ патне, тапӑр тӑратакан тӗле тухса кайсанах, Ялакки пӗви хӗрринче, ват йӑмрасем айӗнче, Мустай Павӑлӗпе Нямук Кирли тӗл пулчӗҫ.

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арман пӗви айне шыв ӗҫме.

Помоги переводом

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Пӗви ӑшӑхланнӑ, хӑрах енӗпе, куҫ хӑрпӑкӗсем пек, калта калчи ӳссе ларнӑ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗви тавра йывӑҫ-курӑк.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӑҫал ҫумӑр вӑйлӑ ҫурӗ, Арман пӗви татса кайрӗ, Вырӑсӗ юхса кайрӗ, Майри ман валли юлчӗ!

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

…Пӗр кунхине, Урпаш ҫинчи арман пӗви чӑнкӑр-чӑнкӑр пӑрланса шӑнсан, Сантӑрпа Караҫӑм ку вӑрмана ҫамрӑк ҫӑка хунавӗсене пушӑтлӑх касма килнӗччӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эсӗ, тӑванӑм, ҫав Укаслу ятлӑ турӑ ылханнӑ хӗре Шыври валли арӑм пулма, ӑна хӑй ытамӗнче килентерме, арман пӗви тытма пӗвене пӑрахас тенине манмарӑн пуль те? — Килтеш пуянӗнчен каллех ыйтрӗ Иннокентий пуп.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Те пӗви валли лайӑх вырӑн шыраса тупайман, те ҫырмине пӗвелекенсем пит ӑстах пулмарӗҫ, ку шыварманӗпе Савантере пӗрре те ӑнмарӗ вара.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫне ҫавӑрттаркаласа тӑркаларӗ те ӑнланчӗ: вӑл ял варринчи хур-кӑвакал пӗви пек темле самаях пысӑк шыв капламне персе аннӑ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗне кайнӑ выльӑхсем сасӑсӑр йӗнӗ пек, Марине куҫӗнчен куҫҫуль йӑр-йӑр юхса анчӗ, ҫӑварӗ айккине кӳлленчӗ, кайран куҫҫуль пӗви татӑлчӗ те ҫӗрулми ҫеҫки ҫине шапӑртатрӗ.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Вара нумай-нумай ҫул хушши капланса пынӑ хуйхӑ-суйхӑ пӗви татӑлса кайрӗ те, вӑл сассӑр йӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ферма пӗви ҫинче ҫӑмӑл тӗтре ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тапӑрӗ Ҫавал хӗрринче, ӗлӗк арман пӗви пулнӑ вырӑнта.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Карас пӗви татӑлса кайни ҫинчен пӗлсен, хамӑр урамри ачасем ман пата чупса пычӗҫ.

Помоги переводом

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней