Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑнкӑрт! ӳккелет вара турилкке ҫине чухӑнсен пӑхӑрӗ…
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӗплӗн шаккаса тасатнӑ кавирсем, алӑк хӑлӑпӗсемпе камин решеткисен йӑлтӑркка пӑхӑрӗ, апатланмӑшри тата ҫывӑрмӑшри чечексем, — пӗтӗм япала Моргиана пӑхасса кӗтсе пурӑнма тытӑннӑ тейӗн.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кӑвак спецовка тӑхӑннӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ, хаваслӑ каччӑ, ним пулман пек шӑхӑркаласа, пӑравус будки ҫинче ларать, пӑхӑрӗ йӑлтӑртатса тӑракан сигнала юсать.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пушӑ аврине пӑхӑрпа кӑшӑлланӑ та, пӑхӑрӗ тутӑхса симӗслене пуҫланӑ.Кнутовище его было отделано медью, которая позеленела, будто покрылась плесенью.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл, хӗсӗк куҫӗсене мӑчлаттармасӑр, сӑмаварӑн йӑлтӑртатакан пӑхӑрӗ ҫинче курӑнакан хӑйӗн сӑнӗ ҫине пӑхать, пачах та сывламан пек туйӑнать.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чӗрӗ ҫӗрулмине варринчен касса укҫана ҫавӑнта хуратӑп, ҫӗр каҫах унта тытатӑп терӗ; пӑхӑрӗ курӑнми пулать, йӑпӑлка сийӗ те пӗтет, ҫак укҫана вара ҫӑм пӳске ҫеҫ мар, хулара кирек кам та хаваспах илме пултарать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Манӑн чӗрӗк долларлӑх пӗр кивӗ суя укҫа пур, — терӗм эпӗ, — ниҫта та илмеҫҫӗ ӑна, мӗншӗн тесен кӗмӗлӗ витӗр пӑхӑрӗ палӑрать; апла мар пулсан та, ӑна ниҫта та йышӑнмаҫҫӗ — ҫав тери йӑпӑлка вӑл, салӑ сӗрнӗ тейӗн; вӑл суй укҫа иккенне тӳрех пӗлеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
56. Кӗмӗлӗ ылтӑнран нумайрах, пӑхӑрӗ кӗмӗлрен нумайрах, тимӗрӗ пӑхӑртан нумайрах, тӑхланӗ тимӗртен нумайрах, тӑмӗ тӑхланран нумайрах.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вара пӗтӗмпе харӑсах саланса кайнӑ: тимӗрӗ, тӑмӗ, пӑхӑрӗ, кӗмӗлӗ те ылтӑнӗ ҫуллахи йӗтем ҫинчи хывӑх пек пулса тӑнӑ, вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайнӑ, йӗрӗ те юлман; кӗлеткене аркатнӑ чул вара аслӑ ту пулса пӗтӗм ҫӗре хупланӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хуран ҫапла пушансассӑн, ӑна кӑвар ҫине ларт, хӗртӗр вӑл, пӑхӑрӗ хӗрсе кайтӑр, унти тасамарлӑх шӑранса-ирӗлсе пӗттӗр, унӑн пӗтӗм кӑмӗ ҫухалтӑр.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Парнелӗх илсе пынӑ пӑхӑрӗ ҫитмӗл талант та икӗ пин те тӑватҫӗр сикль пулнӑ; 30. ҫак пӑхӑртан вӑл Турӑ ирӗкне кӑтартакан кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре лартнӑ юпа тӗпӗсене тунӑ, пӑхӑртанах парне вырӑнӗ тата ун валли пӑхӑр решетке тунӑ, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑт-сапине тунӑ, 31. тата пӗтӗм картиш юписен тӗпӗсене, картиш хапхи юписен тӗпӗсене, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур шалчине, картиш тавра лартса тухнӑ мӗнпур шалчана пӑхӑртан тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1