Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тимӗрташа (кӗмӗле, туйӑра, пӑхӑра) кантӑк, тӑм тата чул шӑрҫапа, вӗт шӑрҫапа, тӑрӑхла шӑрҫапа ӑнӑҫлӑ ылмаштарнӑ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Унӑн малалла пӑхакан куҫӗсем кӑна, хӑй умӗнче выртакан пӑхӑра ӑйӑпа алтнӑ чухнехи пек, канӑҫа пӗлмесӗр темӗн япалана шыраҫҫӗ.Только взгляд, устремленный вперед, беспокойно ищет что-то, словно буравит лежащую перед ним медь.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Пӑхӑра, тусӑм, мӗн чухлӗ ан шакка, пурпӗрех вӑл пӑхӑрах юлать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Макҫӑм ҫеҫ Микул-турра чунтан сума сӑвать, халех вӑл чиркӳ кружкине ӗнер хупахра хуҫан эрех кӗленчисене улӑштарса тулнӑ пилӗк пус пӑхӑра хума та хатӗр…
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӑл, вак пӑхӑр укҫана ним чӗнмесӗр, шухӑша кайса шутласа, мана аллӑ пус сӗнчӗ, анчах эпӗ мана ку кирлӗ мар тесен — пӑхӑра хӑйӗн брюки кӗсйине чикрӗ, анчах алли тӗл лекеймерӗ те — укҫи урайне тӑкӑнса сапаланса кайрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тата ылтӑн-кӗмӗл укҫара вӑрах выртсан, йӳнелет, хӑш чух пӑхӑра та тӑмасть.А золото, когда оно долго лежит в монетах, дешевеет и иногда превращается в медяшку.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Палуба ҫинче пӗр ача аппаланать, вӑл шалҫа пек вӑрӑм, ҫийӗнче — ҫуланса кайнӑ матрос тумтирӗ, йӗмне чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ, аллинче — наждак хучӗ, унпа вӑл ахаль те хӗвел пек ялтӑракан пӑхӑра тата та сӑтӑрать.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
44. Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ, 45. ҫавӑнпа алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннине, вӑл тимӗре, пӑхӑра, тӑма, кӗмӗле те ылтӑна ватнине курнӑ та эсӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тимӗр ҫурҫӗрти тимӗрпе пӑхӑра ҫапса ҫӗмӗрме пултараять-и?
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тимӗре вӑл — улӑм пӗрчи вырӑнне, пӑхӑра ҫӗрӗк йывӑҫ вырӑнне хурать.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тимӗр ҫӗр айӗнчен тупӑнать; пӑхӑра чултан шӑратса кӑлараҫҫӗ.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Елеазар священник вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр Моисее панӑ саккун тӑрӑх акӑ мӗнле тумалла: 22. ылтӑна, кӗмӗле, пӑхӑра, тимӗре, тӑхлана тата хура тӑхлана, 23. тата вут-ҫулӑма тӳсекен мӗнпур япалана тасатма вӗсене вут витӗр кӑларӑр, унсӑр пуҫне тата тасатакан шывпа тасатӑр; вутра ҫунакан япаласене вара пурне те шывпа ҫӑвӑр; 24. хӑвӑр тумтирӗре ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑр, вара эсир тасалӑр, ун хыҫҫӑн тапӑра таврӑнӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1