Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнманнипе (тĕпĕ: пӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрокӑмакапа усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе тухнӑ.

Помоги переводом

Кил хуҫи 3 электрокӑмакапа усӑ курнӑ: пушар тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36685.html

Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе иртнӗ ҫул республикӑра сиксе тухнӑ инкек-синкексем пирки чарӑнса тӑчӗ, ӗҫ вӑхӑтӗнче пурне те тимлӗрех пулма сӗнчӗ.

Помоги переводом

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Пушар сӑлтавӗсем ытларах чухне ҫынсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманнипе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Хаким вӑл хан представителӗ, ӑна пӑхӑнманни хамӑр хана пӑхӑнманнипе пӗрех тесе хӑратма пуҫларӗ.

Помоги переводом

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне хӑй тыткалама кирлинчен, хӑйне тӗрӗслессинчен канса, ӑс-хакӑла пӑхӑнманнипе, шухӑшсӑрлӑхпа киленсе, вӑл мӗн чухлӗ вӑхӑт ҫӳренине пӗлме ҫук.

Неведомо сколько бродил он, отдыхая от необходимости управлять собой и контролировать себя, наслаждаясь безотчетностью и безмыслием.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак тӗслӗхсенчен ытларахӑшӗ коррупципе кӗрешмелли саккунсенче ҫирӗплетнӗ требованисене пӑхӑнманнипе сӑлтавланнӑ.

Помоги переводом

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ятарлӑ, палӑртнӑ вырӑнта шыва кӗменнипе; ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнипе; пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманнипе; ачасене пӗве е кӳлӗ ҫывӑхне аслисемсӗрех янипе.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней