Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхмаҫҫӗ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Телейлисем сехет ҫине пӑхмаҫҫӗ, — терӗ художник ӑшшӑн.

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗм-хура, тикӗтрен те хурарах куҫӗсем пӗр самантлӑха та канлӗн пӑхмаҫҫӗ, вӗсем яланах такама чӗнеҫҫӗ, такама хӑвалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чутах хыпашласа пӑхмаҫҫӗ вӗсем Ваҫука, пӗлӗт ҫинчен аннӑ ҫын пекех туйӑнать пулас.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыттисем ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ, ку акӑ Ҫӗпӗртенех килнӗ ун патне, пулӑшу ыйтма килнӗ…

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫмелли шыва та пӗр пусӑранах ӑсаҫҫӗ, пахчана тухсан та урамра та тӑтӑшах кураҫҫӗ, анчах пӗр-пӗрне сывлӑх сунма мар, куҫран та пӑхмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Мӗншӗн халӗ те килсе пӑхмаҫҫӗ вӗсем?

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Симфони оркестрӗн концертне, калӑпӑр, ҫеккунт та пӑхмаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хирӗҫ пулсан ҫын ҫине пӑхмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ярмӑркӑра ҫӑмӑл майпа укҫа тӑвасшӑн вӗтеленсе ҫӳрекен этемсем вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

Но вся эта публика не привлекала внимания ярмарочных дельцов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хальхи хӗрсем ватта-яшша пӑхмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Нумаях пулмасть хӑй патне ҫӳренӗ тутар маткисем халӗ ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ — тӳрех кооператив лавкки патне утаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах ытти кайӑксем пырса ҫиме мар, пирӗн енне ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Вӑлтисене аран майлаштарса шыва пӗрре ывӑтаҫҫӗ те урӑх ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

— Ну, ку вӑл сӑлтав мар ӗнтӗ, ӗҫ ҫине ун пек пӑхмаҫҫӗ, — тӳрлетрӗ Ятман.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем Хусан ханӗ пулнӑ Шигалей ҫине пӑхмаҫҫӗ те.

Помоги переводом

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗкӗрҫӗ курчӗ ӗнтӗ: ҫынсен сӑн-пичӗсем самай йӑвашланчӗҫ, вырӑссем ун ҫине паҫӑрхи пекех хаяррӑн пӑхмаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арҫынсем сылтӑм енче, хӗрарӑмсем сулахай енче тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмаҫҫӗ, калаҫмаҫҫӗ, турӑран каҫару ыйтса, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пуҫҫапаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем ытамлашрӗҫ те пӗр-пӗрин аллисене хыттӑн чӑмӑртарӗҫ, пӗр-пӗрне куҫран пӑхмаҫҫӗ, — ҫав тери хытӑ хумханаҫҫӗ.

Они обнялись и крепко пожали руки, избегая смотреть один на другого: так сильно были они взволнованы.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

2. Чӑваш Республикинче этеме, гражданина пӗр тан правӑсемпе ирӗклӗхсем параҫҫӗ, вӑл арҫын е хӗрарӑм, мӗнле раса, наци ҫынни пулнине, мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӑхмаҫҫӗ, йӑх-ӑру несӗлне, пурлӑх пуррине, мӗн ӗҫре тӑнине, ӑҫта пурӑннине, епле тӗн тытнине, шухӑш-кӑмӑлне, общество пӗрлешӗвӗсене хутшӑннине е ытти сӑлтавсене уямаҫҫӗ.

2. Чувашская Республика гарантирует равенство прав и свобод человека и гражданина независимо от пола, расы, национальности, языка, происхождения, имущественного и должностного положения, места жительства, отношения к религии, убеждений, принадлежности к общественным объединениям, а также других обстоятельств.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Ку — тӗреклӗ, платна ҫын, сӑрӑ-кӑвак куҫӗсем пӗр тӗлелле пӑхмаҫҫӗ, тепӗр чух ҫурма хупӑ, тепӗр чух шӑтарасла, уҫҫӑн, вӑйпа тинкерсе тирӗнеҫҫӗ, ахӑртнех, хирӗҫ ларакана аптӑратасшӑн.

Это был плотный, коренастый человек с ускользающим взглядом серых глаз, иногда полуприкрытых, иногда раскрытых широко, ярко и устремленных с вызывающей силой, рассчитанной на смущение.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней