Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑх сăмах пирĕн базăра пур.
пӑх (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Анчах Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: унӑн сӑн-питне, унӑн кӗрнеклӗхне ан пӑх; Эпӗ ӑна йышӑнмарӑм; Эпӗ ҫын пӑхнӑ пек пӑхмастӑп: ҫын пит-куҫ ҫине пӑхать, Ҫӳлхуҫа чӗре ҫине пӑхать, тенӗ.

7. Но Господь сказал Самуилу: не смотри на вид его и на высоту роста его; Я отринул его; Я смотрю не так, как смотрит человек; ибо человек смотрит на лице, а Господь смотрит на сердце.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӗнекене уҫкаласа пӑхрӑн та пӑрахрӑн — апла мар, пӑхма пуҫларӑн пулсан вӗҫне ҫитичченех пӑх!

Перелистал книжку и бросил? Нет, ты начал, так дойди до конца!

Химипе «отлично» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Пӑх, мӗн чухлӗ пӑхас тетӗн, ҫавӑн чухлех пӑх.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.

Пӑх, мӗн чухлӗ пӑхас тетӗн, ҫавӑн чухлех пӑх.

Смотри сколько хочешь.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Сергей трибуна ҫинчен пӗр илемлӗ, кӑвак тутӑрлӑ хӗр хӑйӗн портретне тытса тӑнине курчӗ, вӑл Сергей ҫине кӑмӑллӑн кулса пӑхнӑ, ун кулни уҫҫӑнах ҫапла каланӑ: «Эсӗ хӑв портрету ҫине пӑх, эпӗ сан ҫине пӑхса тӑрам, мӗншӗн тесен, эсӗ ху портретӑнтан темиҫе хут илемлӗ…»

Сергей увидел с трибуны девушку в красивом синем платке, что держала его портрет; она ласково улыбнулась Сергею, и его смех ясно говорил: «Ты посмотри на свой портрет, я же буду смотреть на тебя, потому что ты в несколько раз красивее портрета…»

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӑх халӗ, пӑх! — терӗ вӑл малалла пуҫне йӗкӗт хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, хӑй ҫӳлелле, умра ларакан чие йывӑҫҫисен кӑтра тураттисем витӗр курӑнакан Украинӑри ӑшӑ та вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑвак тӳпе ҫинелле пӑхса.

Посмотри, посмотри! — продолжала она, положив голову на плечо ему и подняв глаза вверх, где необъятно синело теплое украинское небо, завешенное снизу кудрявыми ветвями стоявших перед ними вишен.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӑх, Том, часрах пӑх: кам ҫине пӑхса улать вӑл?

— Скорей, Том, скорей, на кого это она?

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.

Не взирай на грехи народа Твоего, но на тех, которые Тебе в истине служат; 25. не обращай внимания на нечестивые дела язычников, но на тех, которые заветы Твои сохранили среди бедствий; 26. не помышляй о тех, которые пред Тобою лживо поступали, но помяни тех, которые, по воле Твоей, познали страх; 27. не погубляй тех, которые жили по-скотски, но воззри на тех, которые ясно учили закону Твоему; 28. не прогневайся на тех, которые признаны худшими зверей; 29. но возлюби тех, которые всегда надеются на правду Твою и славу.

3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Лайӑхрах пӑх, лайӑхрах пӑх юмӑҫна, Укань аппа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗрӗслесе пӑх мана — йывӑр ӗҫре, ҫемьери килӗшӳллӗ пурнӑҫра тӗрӗслесе пӑх, вара — каҫарӑн!»

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вут хут та выльӑх пӑх, выльӑх пӑх та вут хут.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Эсӗ ман «маттурлӑха» ан пӑх: ҫиелтен пӑхма ҫеҫ вӑл… ҫӗрлесерен ҫывӑраймасӑр аптӑратӑп.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ак, лайӑхрах пӑх, лайӑхрах пӑх Тукай мана мӗн тунине, — Мампч-Берден казакин ҫаннисене ҫӳле хӑпартрӗ, кӗпине сирчӗ, Эпселем умӗнче ҫаврӑнкаласа илчӗ.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ыйтса пӑх, Иливан, ыйтса пӑх.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӗтсе пӑх, кӗтсе пӑх, — лешӗ питех те асӑрханса калаҫнине сиснӗрен-ши, ӑна пӗрре те вӑрҫма, вӗрентме шутламарӗ хуҫа.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шухӑшласа пӑх тенӗрен ҫакна калам: ху шухӑшласа пӑх, Тукай ӗмпӳ (сӑмахпа мӗнле вылять ку вӗҫкӗн, пӗрре ҫӗрпӳ тет Тукая, ҫавӑнтах ӑна ӗлӗкхи пек ӗмпӳ туса хурать).

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тытса пӑхиччен тутанса пӑх.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чеен вӑл пӑхрӗ те кулса, Куҫне мӑч турӗ те каларӗ: «Халь ҫӳлерех ҫӗкле пуҫа, Хӑранӑ пек ан пӑх хыҫа, Пӗр вӑхӑт эсӗ лар хытса, Хӑвна полковник пек тытса».

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗнисене пӑх, тата, Сехре ҫыврать тесе лашисене те манӑнах пӑхмалла иккен.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шухӑшласа пӑх, студент, — терӗ Эльмень, каччӑ ҫине куҫӗсемпе шӑтарасла пӑхса.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней