Поиск
Шырав ĕçĕ:
пӑрӑннӑшӑн (тĕпĕ: пӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Призывран пӑрӑннӑшӑн рекрут хӑй кӑна мар, унӑн ҫемьи те, хурӑнташӗсем те, дезертире ӗҫ е ҫимелли паракансем пурте ответ тытмалла пулнӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кӗске вӑхӑтлӑха трасса ӗҫӗнчен пӑрӑннӑшӑн Батманов сӑмахӗсене хӑйне тӗртсе каланӑ пек йышӑнчӗ Алексей: кашни сехет хаклӑ, эпӗ вара акӑ миҫе кун ӗнтӗ хуйхӑрса вӑхӑта сая яратӑп, тесе шухӑшларӗ вӑл хӑй ҫинчен.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
7. Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — тӳрӗ, эпир вара халӗ намӑс айне пултӑмӑр — Иудейӑра, Иерусалимра пурӑнакан пур халӑх та, пӗтӗм Израиль те: ҫывӑхра пурӑнаканнисем те, аякра пурӑнаканнисем те, Эсӗ хӑвӑнтан пӑрӑннӑшӑн ытти ҫӗршывсене хӑваласа янисем те.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Йӗркесӗр ҫынсем вара ӑсчахланса калаҫнӑшӑн, тӳрӗ ҫынна хисеплеменшӗн, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннӑшӑн хаса тӳсӗҫ: 11. ӑслӑлӑхран, ӳкӗтлесе каланинчен йӗрӗнекен — телейсӗр, вӗсен шанчӑкӗ — вырӑнсӑр, ӗҫӗ-хӗлӗ усӑсӑр, вӗсем мӗн туни — юрӑхсӑр.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26-27. Турӑран пӑрӑннӑшӑн, Унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшламаншӑн вӗсене Вӑл, йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ пек, ыттисем умӗнче пӗтерет, 28. апла мӗскӗнсем йӗни Ун патне ҫитнӗ, Вӑл асап тӳсекенсем йынӑшнине илтнӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1