Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: пӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах хӗрача каялла, пӗчӗк шӑллӗне алла тытса, вупӑр карчӑкӗ хӑваланинчен хӑтӑлма тӑрӑшса тарса килнӗ чух тулли юхан шыв ӑна каҫса кайма ҫул уҫса парать, кайӑк ӑна сывлӑш тӑрӑх ҫӗклесе пырать, йывӑҫсем хӑйсен тураттисене пуҫтарса илеҫҫӗ, тусем, хӗрачапа шӑллӗне ирттерсе яма, вырӑнтан хускалса пӑрӑнаҫҫӗ, унтан вупӑр карчӑк ҫулӗ ҫинче иртсе каймалла мар стена пек пулса тӑма каллех пӗрлешеҫҫӗ…

Помоги переводом

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурте пӗр еннелле утаҫҫӗ — пахча кӗтессинче пӑрӑнаҫҫӗ те, тӑкӑрлӑка кӗрсе, куҫран ҫухалаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫынсем, Укапи сӑмахне илтсен, унпа килӗшнӗн пуҫӗсене сӗлтеҫҫӗ те ним сӑмах чӗнмесӗрех аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Те вӑл куҫсем чӑннипе илӗртеҫҫӗ, те кӑмӑл сивӗннипе пӑрӑнаҫҫӗ, те унта пӗр-пӗр урӑх сӑлтав пур — ӑна калама хӗн.

Не понять, чем они притягивают: то ли своей искренностью, то ли холодностью — трудно сказать.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утсем Атӑл еннелле пӑрӑнаҫҫӗ.

Свадебный поезд сворачивает в сторону Волги.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫӗ тантӑш йӑмраллӑ урама тухса хушлӑхалла пӑрӑнаҫҫӗ.

Миновав улицу, поросшую ветлами, приятели свернули к тальнику.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйсен пуянлӑхӗпе Пӑрӑнаҫҫӗ ҫук ҫынран».

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӑрӑнаҫҫӗ Ытти лавсем.

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗҫлекенсем темрен тем пуласран шикленсе часрах айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав — икҫӗре яхӑн кивҫен илни пур та, ют ҫынсем пекех пирӗнтен, пӑрӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Интересленекенсем — каярах ҫитнисем — хӑйсенчен хӑйсем вӑтанса, чалӑшшӑн пӑхкаласа иртсе каяҫҫӗ, хӗрачасем, курмӑш пулса, аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӗтелпе палӑкран сылтӑмалла куҫӑм вӑйлах мар, мӗншӗн тесен ку енче икӗ урама ракаткапа пӳлсе лартнӑ: ку — экипажсен ҫӳрев пӗрлӗхӗшӗн; ҫавна пула вӗсем тӳремӗн пӗр еннелле ҫеҫ каяҫҫӗ, тӳр кӗтес туса пӑрӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе хӗресленмеҫҫӗ, ҫапӑнмаҫҫӗ.

С правой стороны от стола и памятника движение развивалось меньше, так как по этой стороне две улицы были преграждены рогатками ради единства направления экипажей, отчего езда могла происходить через одну сторону площади, сламываясь на ней прямым углом, но не скрещиваясь, во избежание столкновений.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Манӑн хуҫасен пӗлӗшӗсем салам сӑмахӗпе киле-киле каяҫҫӗ, пӗр-пӗрне темӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ е вӑрттӑн калаҫма айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ; кӗскен — канӑҫсӑр сӗм, ун ҫийӗн селӗм-хитре алӑсем сапалакан конфетти ҫумӑрӗ тӑкӑнать.

Знакомые моих хозяев появлялись с приветствиями, шептали им на ухо или, таинственно отведя их для секретной беседы, составляли беспокойный фон, на котором мелькал дождь конфетти, сыпавшийся из хорошеньких ручек.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Шел пулин те, хӑш-пӗр предприятисем тӗрлӗ сӑлтав тупса ҫурт-йӗр тума укҫа хывассинчен халӗ те пӑрӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кризис ура хураймарӗ // Вера Александрова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Унпа Кукушкин хушшинче темле пӗрелӗх пур, ҫавӑн пиркиех пулас — вӗсем пӗр-пӗринчен пӑрӑнаҫҫӗ.

В нём и Кукушкине есть что-то общее, и, должно быть, поэтому они сторонятся друг от друга.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл кулӑ ытла уҫҫӑн палӑрчӗ, ҫавӑнпа та татах чарнӑ ҫынпа юнашар тӑраканнисем унран пӑрӑнаҫҫӗ, пӗри вара — пачах та айванскер пулмалла — пурте шухӑшласа тӑракан шухӑша хыттӑнах кӑшкӑрса ячӗ:

Она настолько откровенна, что ближайшие к задержанному сторонятся испуганно, а один — очевидно, совершенный простак — проговорил так громко, что все подумали:

I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Шыв урлӑ каҫса ҫитсен, лавсем сулахаялла пӑрӑнаҫҫӗ, унтан вара, яла кӗмесӗрех Мануйлово енчи уничене кӗрсе каяҫҫӗ.

От перевоза подводы сворачивали влево и, минуя село, выезжали за мануйловскую околицу.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ниепле ӑнланаймастӑп — мӗншӗн пӑрӑнаҫҫӗ?

Никак не поймешь — зачем живут?

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑрӑм ҫӑмлӑ выльӑхсем ҫынсене ҫул парса кахаллӑн ҫӗкленеҫӗ те упаннилле урисемпе шеплеттерсе айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ, лаптак, йӑваш сӑмсисене ҫавӑркалаҫҫӗ.

Длинношёрстые животные лениво поднимались, давая дорогу людям, и отходили, переваливаясь медвежьими лапами, оборачивали плоские, кроткие морды.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Урисем хӑйсемех тинӗс патнелле пӑрӑнаҫҫӗ.

Сами ноги поворачивали к морю.

Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней