Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑрахнӑччӗ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн «пулас арӑмне» Якур, вӑл кам иккенне пӗличченех, малтанах, юратса пӑрахнӑччӗ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйпе, юлашки вӑхӑтра час-часах курнӑҫкаланипе, ҫыру ҫӳретме пӑрахнӑччӗ эпир.

Помоги переводом

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ма апла калани палла-хӑ: эп кӗтме те пӑрахнӑччӗ, терӗ пулать.

Помоги переводом

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тен, шухӑшлама пӑрахнӑччӗ те кӑштах лӑпланнӑччӗ пуль.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗр ӗҫ хыҫҫӑн тепӗр ӗҫ туса, Анатолий Семенович йытӑ пирки шутлама та пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Эпӗ сас памасӑр пурӑннине кура Вавил та ҫырма пӑрахнӑччӗ, — пӗлтерет Верук Хветурана.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӗррехинче, — Радик ӑна лайӑх астӑвать-ха, — Радик ашшӗ хӑй ывӑлне питӗ хытӑ хӗнесе пӑрахнӑччӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Бинтпа-марльӑпа пукане пекех чӗркесе пӑрахнӑччӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Изамбаев хӑйсем хӑтӑлассине шанма пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑй хӗр иккенне палӑртас мар тесе, вӑл ӑна патька-патша патне кайнӑ чухне касса пӑрахнӑччӗ.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑмпа пӗр чӗлхерен калаҫма та пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Сасартӑк вӑл, «сӑнамасӑр пырса», ури айӗнче йӑваланса выртакан урай хӑми таткинчен (паҫӑр ӑна Анатолий юри ҫак тӗле пӑрахнӑччӗ) талт! такӑнчӗ, сулахаялла сулӑна-сулӑна кайрӗ те, ҫӑкӑнса, миххи мӗнӗпех цементлӑ платформа ҫине ла-а-а-ач! лачлатрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— О-у-а-аами-и-ин! — чарусӑррӑн мӗкӗрсе ячӗ хӑватлӑ сасӑпа тияккӑн (вӑл паҫӑр, Вознесенский атте сисиччен, алтарьте «турӑ юнне», Хусантан илсе килнӗ тутлӑ кагора, пӗччен вӑтӑр ҫыншӑн сыпма ӗлкӗрнӗ), Клирос ҫинче ҫынсене курӑнми тӑракан тияккӑн татах ҫӑварне карса пӑрахнӑччӗ — ӑна шикленсе ӳкнӗ понамарь алӑ тупанӗпе хупларӗ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ку вӑхӑтра вӑл манпа вӑрҫма пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хӗрне хӑй патне чӗнсе аннене кӑтартнӑ та, ӑна ҫав тери юратса пӑрахнӑччӗ анне.

Мать сходила, посмотрела невесту, и она ей очень понравилась.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аспар ҫурӑлнӑ юнланнӑ кӗпине хывса кӑна пӑрахнӑччӗ курса юлчӗ, тепӗр тутар йывӑҫсем хушшинчен кукӑр хӗҫне сулкаласа ун ҫине сикрӗ.

Помоги переводом

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Театр ҫинчен пуҫ ҫавӑрма пӑрахнӑччӗ вӑл, халь таҫтан киноартист пулмалли тӗлӗнтермӗш сиксе тухрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Яхутепе арӑмӗ те вӗҫӗмсӗр макӑрма тата хӑйсен шӑпине ылханма пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен тепӗр инкек сиксе тухрӗ те вӗсен пурнӑҫне.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче вӑл пытанса выртнӑ тӗм патне хӳрине тӑсса ҫывхаракан, — ку халь-халь сикессе пӗлтерет, — арӑслана персе пӑрахнӑччӗ.

Раз он убил льва, заглянувшего к нему в кустарник с вытянутым хвостом, что указывало на возможный прыжок.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ман кӗрӳ паян ҫав ҫулпа тавӑрӑннӑ чухне урапи туртине хуҫса пӑрахнӑччӗ.

Зять у меня нынче вернулся оттуда, так оглоблю сломал.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней