Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑрахмастчӗ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миккуль тете, хыткан та ҫӳллех мар, шӑнӑрлӑ ватӑ ҫын, ҫӑварӗнчен чӗлӗм пӑрахмастчӗ.

Помоги переводом

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Вӑл мана ҫирӗм пуслӑх укҫасемпе тытма хӑтланассине пӑрахмастчӗ, эпӗ чухлаттӑм: урай шӑлнӑ чухне укҫи шӑтӑкалла анса каяс пулсан, вӑл ӑна эпӗ вӑрланӑ тесе шутласса пӗлеттӗм.

Он не прекращал своих попыток поймать меня двугривенными, и я понимал, что если в то время, как метешь пол, монета закатится в щель — он будет убежден, что я украл ее.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Каярахпа врач чӑнах та кӗнеке илсе пыма ирӗк панӑччӗ, Зоя вара хӑйне кӑмӑллӑ тыткалама пуҫларӗ, анчах йывӑррӑн калаҫать, хӑвӑрт ывӑнать, хӑй ҫапах та вулама пӑрахмастчӗ.

Через некоторое время врач и в самом деле разрешил мне принести книги, и Зоя почувствовала себя совсем счастливой, говорила она еще с трудом, быстро уставала, но все-таки читала.

Йывӑр кунсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ӗлӗкрех вӑл хӗрлӗччӗ, пурнӑҫ тапса тӑратчӗ унӑн, хӑй пӗрмай анекдотсем те кулӑшла историсем шухӑшласа кӑларатчӗ, командӑн чи юратнӑ ҫынниччӗ ҫав вӑл, чи йывӑр ӗҫе тытӑннӑ чухне те шӳт тӑвасса пӑрахмастчӗ, — мӗнӗ юлнӑччӗ ӗнтӗ халь ҫавсенчен!

Что общего с прежним румяным, полным жизни человеком, выдумщиком анекдотов и забавных историй, кумиром команды, с шуткой подступавшим к самому трудному делу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр тума тытӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗр пӑрахмастчӗ.

Начатое дело всегда старался завершить до конца, не бросал.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней