Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑраха (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑма купи ҫине кайса ларчӗ те пӗрре ман ҫине, тепре Кудряшовпа Серебряков еннелле пӑха-пӑха илчӗ, атти ҫумне ҫыпӑҫса тулнӑ пылчӑка турпас татӑкӗпе хыра-хыра пӑраха пуҫларӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара алӑк сайхахӗсене иле-иле айккинелле пӑраха пуҫларӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Эх, самана, самана, ваттисен йӑлине пӑраха пуҫларӗҫ.

«Эх, и что за времена такие: обычаи предков забывать стали…

I // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Кушак пуҫӗ евӗрлӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫинчен Мальвина валли вӗҫен кайӑкӗсене илсе килекен хура хӑлат ярӑнса ӳкрӗ, — вӑл полици-йытӑн ҫурӑмӗ ҫине хӑйӗн чӗрнисене тӑрӑнтарса лартрӗ, хӑйӗн сарлака та вӑйлӑ ҫуначӗсемпе ҫӳлелле вӗҫсе кайрӗ, йытта хӑйпе пӗрлех ҫӗклесе хӑпарчӗ те пӑраха пачӗ…

Из облака, похожего на кошачью голову, упал чёрный коршун — тот, что обыкновенно приносил Мальвине дичь; он вонзил когти в спину полицейской собаки, взмыл на великолепных крыльях, поднял пса и выпустил его…

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Часах унашкал шутлама та пӑраха пуҫларӑм.

Но и это смущение начинало проходить.

ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ ӑна ача чухнехи пек ҫав тери пысӑка хума майӗпен-майӗпенех пӑраха пуҫларӑм.

Вообще он понемногу спускается в моих глазах с той недосягаемой высоты, на которую его ставило детское воображение.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр звени порт ҫине фугаслӑ бомбӑсем пӑраха пуҫларӗ, тепри — госпитальпе хулари ҫуртсем ҫине.

Одно звено начало сбрасывать фугасные бомбы на порт, другое — на госпиталь и на жилые дома.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ӗҫлесе ларнӑ хушӑрах ӑна тытамак тыта-тыта пӑраха пуҫланӑ.

На работе стали одолевать нервные припадки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тӗлӗнсе кайнӑ палачсем кантрана пӑраха панӑ.

Удивленные палачи уронили веревку.

LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ериперех анас тесе, михӗсене пӑраха пуҫларӑм.

Я стал скидывать балласт, чтобы задержаться.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑпарнипе-хӑпарманнине пӗлес тесе, кимӗ ҫинчен хут татӑкӗсем пӑраха пуҫларӑм.

Чтобы узнать, поднимаюсь ли я, или стою на месте, я выбросил бумажки из лодки.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унччен те пулмарӗ, Мильтон йынӑшса ячӗ, хай тимӗршапана пӑраха пачӗ.

Вдруг Мильтон взвизгнул и пустил ее.

Тимӗршапа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ку таранчченех ҫын ҫиекен йӑхсенче ҫын шӑлӗ те укҫа вырӑнӗнче — ярмаркӑра ҫын шӑлӗсенчен тунӑ шӑрҫа ярӑмне мӗнле те пулин туземец мӑйӗ ҫинче курма пулать, — ку ҫынни ҫав шӑлсен хуҫисене, тен, хӑех ҫисе янӑ пуль, — анчах юлашки ҫулсенче кун пек укҫапа усӑ курма пӑраха пуҫларӗҫ.

Для племен, у которых сохранилось людоедство, известную ценность представляют также человеческие зубы — и на ярмарке можно было видеть ожерелья из человеческих зубов на шее у какого-нибудь туземца, который, надо полагать, сам же и съел их бывших обладателей, — но в последние годы такой вид денег начинает выходить из употребления.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӑватӑ кун иртсен, хуртсем каллех вилнӗ пек пулчӗҫ те каллех кивӗ тирӗсене пӑраха пуҫларӗҫ.

Через 4 дня они опять заснули и опять стали вылезать из шкур.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Щорс ӑна харӑссӑн пере-пере пӑраха пуҫланӑ.

Щорс начал расстреливать ее ружейными залпами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Василиса Прокофьевна унта чупса ҫитрӗ та кӑмакана вутӑ пуленккисем пӑраха пуҫларӗ.

 — Василиса Прокофьевна подбежала к печи и принялась подкладывать поленья.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Офицер хӑй ҫывӑхӗнчи салтаксене темӗскер приказ пачӗ, лешсем вара, улӑм сӗтӗрсе, ҫӗклем-ҫӗклемӗн кивӗ ҫурт тавра пӑраха пуҫларӗҫ.

Офицер что-то приказал солдатам, и они стали таскать охапками солому и обкладывать ими старый дом.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

38. Апат ҫисе тӑрансан, карапа ҫӑмӑллатас тесе, тӗпне тултарнӑ тулла тинӗсе пӑраха пуҫларӗҫ.

38. Насытившись же пищею, стали облегчать корабль, выкидывая пшеницу в море.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней