Поиск
Шырав ĕçĕ:
Калис мӑйне тем пӑвнӑ пек пӑркаланса илчӗ те пуҫӗнчи тутӑрне туртса сӳрӗ, витрисене йӑтса, ҫерем тӑрӑх ӗсӗкле-ӗсӗкле чупрӗ.
XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Ҫӳлтисем» тесе Саркай камсем пирки шахвӑртса каланине витӗрех ӑнланса илнӗ Таранов редактор пӳлӗмӗнчен мӑйӗнчен сӑнчӑрпа пӑвнӑ пек тытӑнчӑклӑн сывла-сывла, ҫатӑрах ыратма пуҫланӑ чӗрине аллипе хыпашла-хыпашла тухрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ӑшӗ пӑтранса килнипе ӑна пӑвнӑ чухнехи пек сывлама йывӑр пулчӗ, пырне темскер капланчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Микулана карланкӑран тытса пӑвнӑ пекех туйӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Моргиана ҫурма пӑвнӑ Гервака тӗртсе ывӑтнӑ хушӑк кӳлӗрен пуҫланать те вашмӑкланса тинӗселле анать, ун ҫийӗнчен ик ҫӗр метр ҫӳллӗшӗнче тӑсӑлать; унтан чӑнкӑ тайлӑма кӗрсе ҫыран хӗрринчи хӑйӑрлӑ ахаль варпа вӗҫленет; кунта — ҫӗр тата чул катрамӗсем.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑна темле куҫа курӑнман алӑ пырӗнчен тытса пӑвнӑ пек туйӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кӑвак йӑсӑрлану витӗр, кӗртсем урлӑ, ҫил-тӑман ӳленине илтсе, ҫав пӗтнӗ ҫын хаяррӑн ҫуйӑхнине аса илсе утнӑ май мана унӑн сӑмахӗсем хамӑн пыра кӗрсе ларса пӑвнӑ пек туйӑнчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, палач тейӗн ҫав — чупать те, хӑйӗн хыҫӗнчен пӑвнӑ йӗке-хӳрене сӗтӗрсе пырать.Одним словом, как палач — бежит и тащит за собой задушенную крысу.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫаксем пурте Фомана хӗснӗ пек, пӑвнӑ пек пулнӑ, вӑл вара хӑйне ҫухалса кайнӑн туйса илнӗ.Всё это стесняло, давило Фому, и он чувствовал себя заплутавшимся.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тилӗ пӑвнӑ чухне мулкач ҫавнашкал ӗсӗклет.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павел пӗтӗм вӑйне хурса Российӑна пӑвнӑ, тӑватӑ ҫултан вара Российӑн мӑйне мар, хӑйӗн мӑйне хуҫса пӑрахнӑ.Павел душил из всех сил Россию и в четыре года свернул шею — не России, а себе.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Йӑлӑ хытӑрах пӑвнӑ та Мигелӗн мӑйне куҫӗсемпе, питҫӑмартисем кӑвакарса юн туличченех пӑвса лартнӑ.Петля стянулась туже и перехватила горло так, что кровь хлынула к глазам и вискам Мигеля.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пур ҫӗрте те ялсем ҫунаҫҫӗ, нимӗҫсем хӑваласа каякан кӗтӳсем ҫуйӑхаҫҫӗ, хӗрарӑмсем макӑраҫҫӗ, ҫулсем хӗрринче ҫакса пӑвнӑ ҫынсем сулкаланса тӑраҫҫӗ, вӗсен кӑвакарнӑ ҫара урисем курӑк ҫинелле усӑнса аннӑ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл башня ҫинчен сӑвӑсенче те ҫапла ҫырнӑ: «Пире мӑйран пӑвнӑ чух, эпир радиобашньӑсем тунӑ…»О ней даже в стихах писали: «Когда нас душили за горло, мы строили радиобашни…»
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Яков Артамонова офицер ҫӑварӗнчен сӑмахсем мар, куҫа курӑнман ҫинҫе те пӗчӗк мӑйкӑчсем тухса тӑнӑ пек, вӗсем ӑна мӑйӗнчен яваласа илсе, ҫав тери хытӑ пӑвнӑ пек, ҫавна пула кӑкӑр сивӗннӗн, чӗри тапма чарӑннӑн, таврара пӗтӗмпех сулланса тӑрса, хӗллехи ҫил-тӑман пек ӳленӗн туйӑнчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Местечкӑран эпӗ, — темӗнле, пӑвнӑ пек, вӑрах сасӑпа ответлерӗ старик.— А из местечка я, — каким-то придушенным, глухим голосом ответил старик.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫавна курсан, капитан хӑйне темӗскер мӑйран пӑвнӑ пек кӑшкӑрса янӑ та, хӑй йӗнине ҫын ан куртӑр тесе, часрах пӳлӗмне чупса кӗрсе кайнӑ.
Шыва сикни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Каяр, — терӗ Эвелина, ура ҫине тӑрса, хӑйне куҫ пӑвнӑ пекех, хальчченех манах ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑскер.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вара ӑна, кушак ҫурине пӑвнӑ пек, пӑвса вӗлермелле кӑна пулатчӗ».
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унтан эпир хамӑрӑн ӑслӑ ҫынсем, малта пыракан ҫынсем, питлекен ҫынсем хӑйсем те нимӗне те юраманнипе куртӑмӑр; хамӑра чӑрсӑр тӗшмӗшлӗх пӑвнӑ вӑхӑтра, хамӑрӑн пӗтӗм акционерлӑ обществӑсем мӗн-пурӗ те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫитменнипе кӑна ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ чухне, пирӗн мужик хупахра тӑраниччен йӗрре ӗҫесшӗн хӑйне ҫаратма та хавас пирки, правительство пама тӑрӑшакан ирӗклӗх хӑй те усӑллӑ пулма пултарасси паллӑ мар чухне, ӗҫ паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр ҫинчен пынӑ чухне — эпир ӑҫтиҫукпа аппаланни: темӗскерле искусство ҫинчен, ӑстӑнсӑр творчество ҫинчен, парламентаризм ҫинчен, адвокатура ҫинчен, мур пӗлет-и, тен, тата мӗн ҫинчен калаҫнисем усӑсӑр иккенне тавҫӑрса илтӗмӗр.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
- 1
- 2